Шырав
Шырав ĕçĕ:
Туссем, патша ывӑлӗн сӑмахне итлесе пӗтерсен, шухӑша путнӑ: «Паллах, ҫапла. Пирӗн ҫулҫӳреме каяс пулать!» — шухӑшланӑ вӗсем.Друзья выслушали царевича и подумали: «Да, конечно! Надо нам отправиться в путешествие!»
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вара куҫӗсене хупнӑ та турӑ ҫинчен шухӑшланӑ пек пулса выртнӑ.
Турра ӗненекен кушак аҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫара ҫерҫи вара вилесле хӑраса ӳкнӗ те «халӗ кайӑксен чӗрнисенчен хӑтӑлас ҫук ӗнтӗ эпӗ!» тесе шухӑшланӑ.Тут летучая мышь испугалась до смерти и подумала: «Не миновать мне теперь птичьих когтей!»
Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вара вӑл вӗсен енне вӗҫсе кайнӑ, анчах вӗсемпе пӗрлешмен, «ҫӗнтерсен — пӗрлешӗп!» тесе шухӑшланӑ.
Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Куҫсем йӑлтӑртатса кайрӗҫ, утӑмсем хӑвӑртланчӗҫ те ҫирӗпленчӗҫ, вӗсем пӗрин ҫинчен ҫеҫ — хӑйсене кӗтекен пуянлӑх, ҫак пуянлӑх кӳрекен хуйхӑсӑр, иртӗхлӗ, чаплӑ пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланӑ.
XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Шухӑшланӑ май эпӗ вӑхӑта та ҫухатмастӑп: каялла каютӑна кайса пушмака тӑхӑнтӑм та, эрех бутылкине илсе палуба ҫине хӑпартӑм.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ вӗсене унта питӗрсе хуратӑп та, караппа хам мӗн шухӑшланӑ, ҫавна тӑватӑп.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Хальхи вӑхӑтра ромпа усал «Испаньола» каютинче мӗн хӑтлантарни ҫинчен шухӑшланӑ хушӑра, эпӗ хамӑн челнока сасартӑк темӗн япала тӗртнине туйрӑм.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ шухӑшланӑ пекех, ку челнок ман пысӑккӗш тата йывӑрӗш ҫыншӑн питӗ юрӑхлӑ пулни курӑнчӗ.Челнок, как я и предполагал, оказался вполне подходящим для человека моего роста и веса.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫак эпӗ шухӑшланӑ ӗҫе тума кун пек лайӑх ҫӗрлехи каҫран урӑххи пуласси ҫинчен шутлама та йывӑр.Трудно представить себе ночь, более подходящую для задуманного мною предприятия.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ӑна кирек хӑш самантра та вӗлерме пултарнӑ, анчах вӑл яланах юлташӗсем ҫинчен шухӑшланӑ.Его могли уничтожить в любую минуту, но он думал о товарищах.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Халиччен эпӗ, хам уйрӑлса каякан ҫурт ҫинчен мар, хам умра тӑракан малашнехи приключенисем ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ.До сих пор я думал лишь о приключениях, которые ждут меня впереди, а не о доме, который я покидаю.
VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Мана туйӑннӑ тӑрӑх, вӗсем пире шырассинчен ытларах тарасси ҫинчен шухӑшланӑ.Они, как мне показалось, больше думали о бегстве, чем о поисках.
V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫав, тепӗр хӗрача ҫинчен шухӑшланӑ чух, Людмила Ильинична питне темӗнле тӗтре хупласа илнӗ пек туйӑнать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫав ҫумӑр пирки шухӑшланӑ май, куҫӑма таса ҫумӑр шывӗ ҫеҫ мар, темӗнле пӑнтӑхнӑ шапасем те курӑннӑ пек туйӑнчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Тен, Нина урӑхла та шухӑшланӑ пулӗ, пӗлместӗп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫук, вӑл ман енне, пуҫне тетрачӗ ҫинчен ҫӗклесен ахальтен ҫеҫ пӑхрӗ: ӑсра чертежсен кӑткӑс конструкцийӗсене калӑпласа, пирамидӑна епле шар ӑшне вырнаҫтармалла-ши тесе шухӑшланӑ чух, ӑҫталла та пулин пӑхмаллах-ҫке?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хулпуҫҫийӗсене аптӑранӑ евӗр пӗрсе илсе, ҫапла шухӑшланӑ пулӗччӗ: «Мӗне кирлӗ такамӑн хул калаккисемпе пӗчӗк чӗркуҫҫийӗсене аса илме, картишӗнче, ав, халӗ те пӗчӗк шӗвӗрсем темӗн чухлех чупса ҫӳреҫҫӗ!
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
«Ҫук, нимӗн те тухмасть, — тарӑхса шухӑшланӑ Стёпка.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Вӑл пӑрахута мӗнле те пулин ҫӑлса хӑварма пулмасть-ши тесе шухӑшланӑ.Он думал, что, может быть, пароход можно как-нибудь спасти и он не утонет.
Пӑрахут путни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.