Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чее сăмах пирĕн базăра пур.
чее (тĕпĕ: чее) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул ҫинче пӗр хӗрлӗ сухаллӑ чее старике тӗл пултӑм.

По дороге встречаю какого-то хитрого старичка с рыжей бородкой.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— Эсир мана пит чее улталарӑр вара, Иван Игнатьевич, анчах сирӗн пит хытӑ ӳкӗнмелле пулать ун пирки!

— Вы ловко меня провели, Иван Игнатьевич, но вам придётся жестоко раскаяться в этом!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Пит те чее!

До чего тертый!

XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Бауман вӗретнӗ чее пит те кӑмӑлласа ӗҫрӗ-ха вӑл, куҫ шӑрҫисем те йӑлтӑртатрӗҫ, тӗксӗмленмерӗҫ.

Он пил заваренный Бауманом чай очень благодушно и благонравно, в зрачках не было ни блеска, ни мутноты.

XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӗсем те, меньшевиксем, хӑйсен ӗҫне питӗ чее тӑваҫҫӗ.

Меньшевики свое дело выполняют уж очень хитро.

II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Эпӗ сана тӳрех куҫран пӑхса калатӑп, пӗр пытармасӑр, эсир вара, вырӑсла пӗлмен пек пулса, чее пуласшӑн хӑтланатӑр…

— Я вам это в лицо говорю, без утайки, и вы — воспринимаете, хотя и делаете вид, будто не разумеете по-русски…

I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Гурскин чее куҫӗ каллех хӗсӗнчӗ.

Опять мигнул лукавый глаз Гурского.

XXXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Разведка вӑл, тусӑм, питӗ чее ӗҫ!

— Разведка, брат, дело хитрое!

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Питӗ чее шухӑшласа кӑларнӑ!

— Ишь, как хитро придумали!

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Э, чее иккен эсир!

— Э, да вы хитрецы!

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫавӑнтах таҫтан хӑяматран, шӗвӗр сӑмсаллӑ, чее, тилӗ евӗрлӗ, хыткан та ҫивӗч, вицмундир тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑчӗ.

И сейчас же, неведомо откуда, вынырнула около них остроносая, хитрая, лисья мордочка: тощий и юркий человечек в вицмундире.

XXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Василий Григорьевич пичӗ ҫинче темле чее кулӑ йӑлкӑшса илчӗ.

На лице Василия Григорьевича мелькнула лукавая улыбка.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Яр-ха, — тепӗр хут каларӗ вӑл, чее те вӗчӗллӗ кӑмӑлпа.

— Отпусти, — повторил он с унылым отчаяньем.

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫырса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Эпӗ стаканри чее ӗҫсе ятӑм, диван ҫине выртрӑм та ҫывӑрса кайрӑм.

Я допил стакан чаю, лег на диван и заснул.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Чее хӑтланаҫҫӗ — хӑйсене кирлӗ тӗлте ҫеҫ!

Хитрые — в нужном месте!

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӑт чее ҫӗлен!

Вот гад хитрый!

XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Эхе, ытла та чее иккен эсӗ!

— Ишь ты, какой хитрец!

XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫавӑн пек тӗлӗнмелле, чее, ултавҫӑ ҫын пулать вӑл…

Уж такой он будет удивительный, лукавый человек.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Ҫиелтен пӑхсан, Зверков господин питех кӑмӑла каякан ҫын марччӗ: сарлака та тӑваткал питҫӑмарти ҫинчен шӑшинни пек чее куҫсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, пысӑк та шӗвӗр, сарлака та уҫӑ ҫунатсемлӗ сӑмсийӗ малалла кӑнтарса тӑратчӗ; кӑвакара пуҫланӑ пӗртан каснӑ ҫӳҫӗсем картлӑ-картлӑ ҫамки патӗнчен ҫӳлелле хӑпарса каятчӗҫ; ҫӳхе тути тӑтӑшах вылянса, ҫепӗҫҫӗн кулса ҫӳретчӗ.

Наружность самого г. Зверкова мало располагала в его пользу: из широкого, почти четвероугольного лица лукаво выглядывали мышиные глазки, торчал нос, большой и острый, с открытыми ноздрями; стриженые седые волосы поднимались щетиной над морщинистым лбом, тонкие губы беспрестанно шевелились и приторно улыбались.

Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.

Ҫав пӑшалпа вӑл мӗнле персе тивертнине чи чее ҫын та шухӑшласа тупас ҫук, анчах вӑл унпа ҫав-ҫавах персе тивертет.

Как он попадал из этого ружья — и хитрому человеку не придумать, но попадал.

Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех