Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл нихӑҫан та вутӑ хатӗрлемен, пӳрте ытларах хӑйне сивӗ пулнӑран кӑна хутса ӑшӑтнӑ, шывне те аран-аран ҫитмелле ҫеҫ хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫурҫӗрти хаяр сивӗсенчен сыхланма унӑн хӑйне евӗр меслет пур иккен.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӑйне тыткаланинчен вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, лӑпкӑ, вӑйӗ тапса тӑни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Халӗ хӑйне кӑларса шаплаттарчӗҫ вырӑнтан.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ӑнсӑртран килсе кӗрӗ те, мӗн лартас сӗтел ҫине хаклӑ ҫын умне? — тет вӑл, хӑйне хӑй хавхалантарса.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кӑшт хускални те юрамарӗ хӑйне, йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Наполеон салтакӗсем пекех, Гитлер ҫарӗ те вырӑс ҫӗрӗ ҫинче хӑйне валли вилӗм тупать.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӑйне ҫапла йышӑнасса Лариван кӗтмен пулас.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Акӑ атте пӗчӗк хӗрне ҫӗре антарса тӑратрӗ, хӑвӑрт пӑрӑнчӗ те хӑйне кӗтсе тӑракан кӳлнӗ урапа ҫине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Атте хӑйне лӑпкӑ тытма тӑрӑшать, анчах ҫак сӑмахсене каласан, унӑн сасси пӳлӗнчӗ, чӗтренсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ӑна хӑйне пӑхмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Алли ылтӑн ӗнтӗ, анчах, хӑйне усӑ пулмасан, урлӑ выртана тӑрӑх ҫавӑрса хумасть.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Анчах хӑшпӗр учительсен урокӗсенче ытла та ирӗк тыткалать пулас хӑйне.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӑл яланах хӑйне майлӑ, тав сӑмахӗ тупать.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара СВОна хутшӑнакансене пысӑк пулӑшу паракансен эпицентрӗ тесе Клара Семенована калама пулать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3797558

Кашни ял Совечӗ хӑйне майлӑ кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр! кӗрлерӗ Акатуй // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... uy-3803699

Ирек Бадретдинов ҫак ӗҫре хӑйне хӑй тӗрӗслесе пӑхма шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра "Агростартап" истори преподавательне ӑнӑҫлӑ фермер пулма пулӑшнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... hn-3807879

Ҫапла вара фонд панӑ грант укҫи-тенкипе паллӑ поэт-фронтовик Шараф Мударрис пурнӑҫӗпе пултарулӑхне кӑтартса паракан хӑйне евӗрлӗ экспонатсем пухма май пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шараф Мударрисӑн музей-кӗтесӗ уҫӑлчӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ktes-ucalc

Хӑйне пӗр шеллемесӗрех Украинӑри ачасем патне вӗceне кирлӗ япалисене часрах илсе ҫитерсе пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Мухтанас та, савӑнас та килет ял ҫыннисемпе! // Тамара Соловьева. https://avangard-21.ru/gazeta/50352-mukh ... cynnisempe

«Экологи» наци проекчӗн ӗҫӗ-хӗлӗ каяшсене вырнаҫтарассипе, атмосферӑна тухакан сиенлӗ япаласен калӑпӑшне чакарассипе, шывлӑ вырӑнсене тасатассипе, вӑрмансем лартса ӳстерессипе, хӑйне евӗрлӗ флорӑпа фаунӑна упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet

Ҫав вӑхӑтрах ҫывӑх ҫыннисене те, июнӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Сурӑмӗнчи вӑтам шкула пухӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсене те ҫирӗпрех пулма, Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫ хунине, ҫавӑнпа та хӑйне тата паттӑрлӑхне асра тытмаллине асӑрхаттарать.

Куҫарса пулӑш

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех