Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑпра сăмах пирĕн базăра пур.
тӑпра (тĕпĕ: тӑпра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл — ҫӗр ӗҫлеме ҫуралнӑ ҫын хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчи тӑпра ҫинче ӗҫлесе тӑранса пурӑнма пӑрахнӑранпа, ҫӗр ӗҫлекенсем хушшинче пурӑннӑ тӗрӗслӗх уйсенчен Олимп ҫине пытаннӑранпа пуҫланнӑ; ҫавӑнтанпа ҫӑткӑнлӑх, чарусӑр кӑмӑлсем, капӑрлӑх, аскӑнлӑх, хархашусем, вӑрҫӑсем, намӑслӑ ҫапӑҫусем пуҫланса кайнӑ…

 — Они появились с того дня, когда плодов земли не стало хватать для всех ее обитателей; с того дня, как человек, рожденный для земледелия, перестал возделывать почву своей родины и этим добывать себе пропитание; с того дня, как справедливость, жившая среди земледельцев, ушла с полей, бывших последним ее убежищем, и скрылась на Олимп, — вот когда возникли неумеренные аппетиты, безудержные желания, роскошь, кутежи, распри, войны и постыдные побоища!..

XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Аса илӗр-ха вӑт ҫӗре путса аннӑ, ҫеремпе витӗннӗ, кантӑксӑр-мӗнсӗр; кӑмака вырӑнне чул вучахлӑ, тӑпра урайлӑ, теплерен кӑна нарсемлӗ пысӑк та лутра пӳрте.

Представьте себе широкую низкую избу, вросшую в землю, крытую дерном, без окон, о очагом из камней вместо печи, с земляным полом и в редких случаях с нарами.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Чӗкӗнтӗр тӑпра ӑшӗнчех иккен.

Она вся в земле сидит.

Эпӗ пахча сапни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ вара, Опанас пичче пек тӑпра муклашки илтӗм те, йытӑсене хӑратса: «Геть!» терӗм.

Я тоже, как дядя Опанас, схватил кусок земли и замахнулся на собак и опять крикнул: «Геть!»

Эпӗ асанне патӗнчен йытӑсене хӑвалани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Йытӑсем тӑпра муклашкине ҫимелли япала терӗҫ пулмалла, васкасах чупса кайрӗҫ.

А собаки побежали кусать эту землю, потому что подумали может быть, это еда.

Мучи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Тӑпра муклашки ҫине сурчӗ те, кӑшкӑрса: — Ме! — терӗ.

Поплевал на кусок земли и крикнул: — На!

Мучи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Опанас пичче сасартӑк пӗшкӗнчӗ те — тӑпра муклашки илсе йытӑсене хӑратрӗ.

А дядя Опанас вдруг как нагнётся — и схватил кусок земли и крикнул:

Мучи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӗсем симӗс катка ӑшӗнче, каткисенче — тӑпра.

Они в зелёных кадках, а в кадках земля.

Пионерсен ҫурчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сарса тухнӑ тӑпра ҫинче вут ҫунать те ӗнтӗ, ҫавӑнпа унта пушар пулмасть, терӗ асанне.

Дрова на земле горят, и пожара не будет.

Сулӑ мӗнле пулать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Унта сулӑ ҫине тӑпра пӑрахнӑ.

— А там земли накидали, на плоту.

Сулӑ мӗнле пулать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ниҫта та тӑпра ҫук.

А земли никакой нет.

Эпӗ метрора ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Унта тӗттӗм, тӑпра та нумай, — терӗм эпӗ.

А я говорю: — Там темно и земля.

Ҫӗр айӗнче ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл пирӗн пата чупса пычӗ; макӑра-макӑра, тӑпра муклашкисем илсе, пирӗн ҫинелле печӗ.

Она подбежала к нам, плача, хватала с земли комья и бросала в нас.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кадетсем, мӑшкӑлласа, пире тӑпра ҫитереҫҫӗ, чул кӑшлаттараҫҫӗ, пирӗн ҫине сӑнчӑрти йытӑсене вӗҫертсе ярса вӑскӑртаҫҫӗ.

Кадеты, насмехаясь, заставляли нас есть землю, грызть камни, спускали на нас цепных собак.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тӑкӑннине эпӗ шывӗ паклакӑ тӗпне ҫур стакан пек юлсан тин сисрӗм, ытти шывне типсе кайнӑ тӑпра ӗҫсе ячӗ.

Но я замечаю это уже тогда, когда воды осталось не больше полстакана, а остальная ушла в жадную сухую землю.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Вӑл каллех хӑйӗн ылттӑнне пайларӗ, халӗ ӗнтӗ вӑл унӑн ҫуррине тӑпра ҫинех кӑларса тӑкрӗ.

Он опять разделил золото, на этот раз просто высыпав половину на землю.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ҫапла шухӑшлакаласа лакӑмран тухрӗ те, нӳрлӗ тӑпра ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.

В отчаянии он опустился на мокрую землю и заплакал.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Кӗленчелле йӑлтӑртатакан чуллӑ тӑпра ҫийӗн, лаптак сӑрт-тӗмеске, хӑйӑр хумӗсем тӑрӑх кимӗ мӗлки кӑна вӗҫет.

Одна только тень от лодки летела по плоским холмам, по волнам песка, по трещинам поблёскивающей, как стекло, каменистой почвы.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӑпра айӗнчи хуласене ҫыхӑнтаракан туннельсем планета айӗнче пӗтӗм ҫӗрте тӑсӑлаҫҫӗ.

Тоннели, соединяющие подпочвенные города, тянутся почти подо всей планетой.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Хӗвел пайӑрки тӑпра ҫине ӳкет, пӗтет те Ҫӗр ҫимӗҫӗсенче чӗрӗлсе тӑрать: акӑ — пурнӑҫӑн тӗп йӗрки.

«Солнечный луч падает на землю, погибает и воскресает в плод земли: — вот основной закон жизни.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех