Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вӑл мӗншӗн хаваслине халь ӗнтӗ лайӑх ӑнланатӑп: этем хӑйӗн чун-чӗри тасалма тытӑннине туйса, хӑйне хӑй пур енчен те пӑхса тухма, тӗрӗс хак пама вӑй ҫитернӗшӗн хӗпӗртет.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫырӑва эпир парткомра пӑхса тухма ӗлкӗреймерӗмӗр-ха, — калаҫӑва ерипен хутшӑнчӗ Кудряшов, — мӗншӗн тесен вӑл пирӗн пата тинтерех ҫеҫ ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Текех эпӗ ун пирки урӑхла шухӑшланине ӑнланать пулас та вӑл, ҫавӑнпа тӳрре тухма, хӑйӗн ятне-шывне ҫӗклеме тӑрӑшрӗ пулас:

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Картран тухма пуҫларӑн-ҫке…

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калаҫӑвӗ ку хӑвӑрт хӗрсе кайса менелнике пӑсса хума пултарассине лайӑх ӑнланаттӑм-ха эпӗ, ҫапла пулин те ӑшра, таҫта шалта, ӑна кӗтни хӑюсӑррӑн, ҫиеле тухма аванмарланса канӑҫсӑрлантаратчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Симфони музыкине е картина шухӑшне ӑнкарса илме, роман вуласа тухма йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Леш «тус» халь тӗл пулмассерен тӳрре тухма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каллех ҫаврӑнчӗ пӗве еннелле, анчах йӗкӗт ҫаплах хӑйӗн ҫине пӑхса ларнине курчӗ те кӗвентине хулпуҫҫийӗ урлӑ васкаса уртрӗ, витрисене ҫаклатса илсе, пусма ҫинчен тухма тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Брак плитасем вӗсем, — хӗрӳллӗн тӳрре тухма тытӑнчӗ аслӑ прораб — Хӑвӑрах куратӑр, хӑшӗ чапрас, хӑшӗн кӗтесси тӗпреннӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йӗкӗт ун куҫӗнчен пӑхса ларать-ларать те килӗшет ҫула тухма.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Графикран тухсан, шанӑҫран та тухма пулать.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Корреспондента та пулӑш ҫыру вӗҫне-хӗрне тухма, — пуҫне васкаса сӗлтрӗ партком секретарӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Апла иккен-ха, Турунов ҫине хыҫал енчен пӑхас терӗр, ҫар ҫыннисен чӗлхипе каласан, Турунов тылне тухма шут тытрӑр, — вӑрӑммӑн ӗмсе илнӗ тӗтӗме катрамӗпех кӑларса янӑ хыҫҫӑн чунне те уҫса ячӗ хайхискер, калас сӑмахӗсене эпӗ ӑнланса илмеллӗхех каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кун каҫа миҫе сӑмах тухма пултарать-ши этем ҫӑварӗнчен?

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрӗсрех каласан, пӑлханмасӑр, вӗчӗрхенмесӗр ирттерсе яраканччӗ, ҫавна пулах — йывӑрлӑхран тухма яланах, кашнинчех шанчӑклӑ ҫул тупаканччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шӑтӑр-шатӑр персе хума пултаракан Анюк та ним калама пӗлеймест, калама шухӑшласа тӑрать пулсан, Алиса ӳпкевӗнче тӗрӗсси пурах апла, Алиса халь ҫеҫ каланӑ сӑмахсене хирӗҫ калани кӑлӑхах ҫиеле тухма хӑтланни ҫеҫ-ха апла?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ял витӗр йӑтса тухма та хатӗр эпӗ сана», — тет те ҫавӑнтах хаяррӑн каласа хурать: «Строги выговор шаплаттаратӑп сана, ӳлӗм кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре пырса ан сӗкӗн», — тет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан ҫӗкленчӗ те, тухма тӑнӑ Елюка чарса, алӑк еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

(Вите умне тимӗр сетка тытнӑ: чӑхсем пахчари йӑрансене ан чавччӑр, карта айӗнчи хушӑкран урама тухма ҫеҫ пултарччӑр).

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗншӗн тесен пысӑк залра пухӑннӑ ҫурри ытла ҫамрӑк — пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗрленекенсен умӗнче АПК ветеранӗсем, ытти яваплӑ должноҫсенчи ҫынсем тухса калаҫни питех те вырӑнлӑ пулнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех