Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне хӑй ывӑннӑ пек туйса, вӑл ҫул хӗрринчи тунката ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан аллине хытӑ туртса ҫыхрӗ те, урӑх хӑрамалли ҫуккине туйса, ун ҫине кулкаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмах Макҫӑмпа иккӗшӗ калаҫса татӑлнӑ май пынине туйса, Ҫтаппан кӑштах лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ хӑйне хӑй ывӑннӑ пек туйса, Макҫӑм урапа кӳлсе килессе кӗтнӗ май, вут каски ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла шухӑшласа ларнӑ вӑхӑтра Макҫӑм лаша кӳлсе тӑратнине туйса та юлаймарӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Лукарье ытлашширех хумханма пуҫланине туйса, ҫакна вӑл ӑнсӑртран каласа панӑ сӑмах ҫеҫ тесе ӗнентерме васкарӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье хӑй мӗншӗн телейсӗррине ыйтса пӗлесшӗнччӗ, сасартӑк пичӗ ҫинче пупӑн вӗри сывлӑшне туйса илчӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тупӑк ӑшне кӗрсе выртнӑ чухне те ман хӑвата туйса вырттӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уҫка хреснашшӗ вӑлтса ҫеҫ каланине туйса илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫи ҫывӑха пырса тӑнине туйса, лаши, пуҫне кунтӑк ӑшӗнчен кӑларса, янӑравлӑн кӗҫенсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тен, хӑшӗ-пӗри публицистика е литература енне туртӑм пуррине туйса илӗ, вӑл енсемпе ытларах аталанӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Упӑшки аллинчи черккене курсан, ку ырра маррине туйса, ҫавӑнтах юпа пек хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сана ҫапла пек-и? — Хӗр хӑй ухмахла ыйту панине ҫийӗнчех туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйсен ялӗсем Кӑкшамарпа тӗлме-тӗл тенӗ пекех ларнине туйса тӑракан Тукайпа Алттыш уйрӑммӑнах сыхӑ пулма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нургали вӗсене хӑнӑхрӗ те пулас, сӑйлакансем ют ҫынсем маррине туйса апата тӑраниччен ҫирӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗскер, хӗрӗм? — ыйтрӗ вӑл хӑйне ахальтен чӗнсе кӑларманнине туйса.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чечекпи хӑй хыҫҫӑн хапхана питӗрмен иккен те, хыттӑн калаҫнине илтсе-ши е ҫуллӑ пӑтӑ шӑршине туйса картишне хура та вӑрӑм тумтир тӑхӑннӑ игумен кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗкӗрҫӗсем ҫул ҫӳресе ывӑннине, иртнинче вӑрласа тухнӑ хӗре алӑран вӗҫертнӗшӗн кӑмӑлсӑр пулнине туйса тӑракан Мамич-Бердей хальхинче пӗтӗм ӗҫе вӗсемпе канашласа тума шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Али-Акрам Кӑкшамарта виҫӗ кун пурӑнсах тунсӑх мӗн иккенне туйса илме те ӗлкӗрнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫитӗ, ыттине тепӗр чух пӑхтарӑн, — терӗ Илтимӗр хӗрарӑм ҫак самантра мӗнле асапланнине туйса.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех