Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тар сăмах пирĕн базăра пур.
тар (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн чухлӗ милиционера малашлӑха шута илмесӗр вӗрентмеҫҫех ӗнтӗ, так ахаль тӑккаламаҫҫех ура ҫине тин тар акан ҫӗршыва ахаль те ҫав тери кирлӗ укҫа-тенке…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шамшутдина каллех сивӗ тар витӗр ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сераситдинов ҫамки ҫине самантрах сивӗ тар тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ваньккана сивӗ тар тапса тухрӗ: командира, ентеше, амантрӗҫ!

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, янтта мар, хӑй тар тӑкса тунӑ ырлӑх-пурлӑха шаннӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Блемерӑн пит ҫӑмартисем тӑрӑх шапӑртатсах тар юхать.

По щекам Блемера градом катил пот.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Бертольдӑн тар киллинчи хӗлхем евӗр — ҫак туйӑм Грэй чунӗнче темӗн арканнӑ хыҫҫӑнхи ишӗлчӗк айӗнчен ыткӑнса тухакан ҫулӑмла ялкӑшать.

Подобно искре в пороховой ступке Бертольда, — одного из тех душевных обвалов, из-под которых вырывается, сверкая, огонь.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сӑлтавӗ — шӑпах Гринландире: ара, унта класс кӗрешӗвӗ ҫук, пролетариатпа хресченсем социализм стройкисенче тар тӑкмаҫҫӗ; коммунизм идеологийӗ вара культурӑпа искусствӑра, литературӑра социализм реализмне кӑна тӗп меслет тесе йышӑннӑ, эппин, «пурин те тӗнчере халиччен пулман ҫӗнӗ патшалӑх тума хутшӑнмалла».

Причина — как раз в Гринландии: там нет классовой борьбы, пролетариат и крестьяне не работают на стройках социализма; а коммунистическая идеология признавала главным способом достижения социализма реализм в культуре, искусстве, литературе, а значит, «все должны участвовать в строительстве нового небывалого в мире государства».

Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.

Ача тӑма ҫамки ҫине тар тухичченех тӑрӑшса питӗ лайӑх вӗтетнӗ.

Мальчик растирал глину долго и старательно, пока пот не выступил у него на лбу.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Уласа пыракан юланутсемпе тар шӑрши саракан, кӑпӑкланса ҫитнӗ лашасен юхӑмӗнче пыракан Ворошилов каллех хайхи донец-лашан хушка ҫамкине, ун ҫинчи пӗчӗк кӗлеткене, шыв тӗслӗн йӑлкӑшакан ҫутӑ сабля вӗҫӗ вылянса пынине курчӗ…

Ворошилов, уносимый потоком ревущих всадников и взмыленных, пахнущих потом, коней, снова увидел оскаленную, лысую башку донца, и маленькую жилистую фигуру, и водяной блеск его клинка…

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Пирӗн кунта лайӑхах тар юхтарма тивет.

— Придется нам тут попотеть.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫыннисем кунта якарах тумланнӑскерсем ҫӳреҫҫӗ: вӗсен хушшинче ҫурҫӗр енчен килсе тулнӑ «дамӑчкӑсем» — шурӑ пиртен хитрелетсе ҫӗлетнӗ кӗпе тӑхӑннӑскерсем; сухаллӑ, ним тума аптӑранӑ интеллигентсем; хӑйсен профессине палӑртман офицерсем; «апаш» фасонлӑ кӗпе тӑхӑннӑ лутра та самӑр спекулянтсем; большевиксем хупнӑ хаҫатсенче ӗҫленӗ, вичкӗн тар шӑршиллӗ журналистсем, тата тӗрлӗрен йышши ытти этемсем те — вӗсем пурте, ҫил татса вӗҫтерекен ҫулҫӑсем пек, хуларан хулана лӑпкӑрах йӗркепе шурӑ булкӑсем шыраса куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ.

Здесь держалась публика почище — понаехавшие с севера «дамочки» в холстинковых хорошеньких платьях, изнывающие бородатые интеллигенты, офицеры, скрывающие свою профессию, низенькие плотные спекулянты в рубашках фасона «апаш», пронзительно воняющие потом журналисты из прихлопнутых большевиками газет и много разных людей, гонимых, как сорванные ветром листья, из города в город в поисках сравнительного порядка, минимального спокойствия и белых булок.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫӗнӗрен вӑрҫӑ хӗрсе кайнӑ хир енчен тусанпа тар шӑрши вӗҫтерсе килет.

С поля, где опять разгорался бой, гнало пыль и пороховую вонь.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унтан тар шӑрши кӗрет, пӑшал тӗтӗмӗ шӑрши ҫапать…

От него резко пахло потом, порохом…

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тахшин ун ҫине хӑвӑрт сиксе ӳкет, хӑйӗнчен тӳсме ҫук тар шӑрши перет, вӑл ӑна тытса урнӑ пек тулла пуҫлать, ҫавӑнтах темӗн ҫивӗччӗшпе — йӗпескерпе — пуҫран лектереҫҫӗ…

Кто-то кинулся на него, остро воняющий потом, — бешено обхватил, ломая, и сейчас же ударили лезвием вскользь — мокро — в голову…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Нимӗҫсем Ромолан ҫине вӑйлӑн тӑрӑннӑ, айӑккисенчен ҫавӑрса иле пуҫласан, хӗрлисем, сахӑрпа тар тӑвакан заводсен районне сыхлас шутпа, Бахманчпа Конотоп патӗнче капланса пухӑнма тытӑннӑ.

Немцы нажимали на Ромодан, и, когда обошли его, красные, отступая, начали скопляться под Бахмачем и Конотопом, загораживая район сахарных и пороховых заводов.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫавӑнпа Дон халӗ — чисти хыпакан тар пекех тӑрать.

Этот Дон — это порох.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тар! — кӑшкӑрчӗ те Васька, тӗттӗмелле чӑмрӗ.

— Тикай! — крикнул мне Васька и метнулся в темноту.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Лӑпкӑрах пул эсӗ, Ваҫҫук, — терӗ Матрена инке, куҫҫулӗсене шӑлса: — чӗнсе илсен ан тар… ан ҫапӑҫ.

— Ты потише, Васечка, — вытирая слезы, проговорила тетя Матрена, — не беги, если кликнут, не дерись.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унран халӗ те тар шӑрши кӗрет тата ун ҫинче пульӑсем тивнипе пулнӑ шӑтӑксем курӑнаҫҫӗ».

От него пахло порохом и видны были пробоины от пуль.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех