Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

никама (тĕпĕ: никам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑван кӑмӑлӗ ҫемҫешке, ҫилленмест вӑл никама.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Ача «никама та курман эп», — тет.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Никама та ан кала, — терӗ аппа.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир никама та сиен тумастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр вырсарникун эпӗ никама каламасӑр чир-кӗве кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сиртен пуҫне никама та патша кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Тимӗркке пуян // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Урӑх нихӑҫан та, никама та култармастӑп, уйӑхпа хӗвел умӗнче ҫӗр ҫыртса калатӑп…» — «мачча кашти картрӗ» вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пухусенче ҫав кутсӑр-пуҫсӑр шалак, чара, палка ҫӑвар — сӑнчӑрти йытӑ «хам! хам! хам! хамлатнипе» янӑраса тӑнах илетчӗ: никама та ум памасӑр тем чанкать, тем паврать, тем кӑранклатать, пырне те шеллемест.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Никама та, ҫав шутра хуҫине те, уйӑрса-шеллесе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Аркадий тек никама та итлемерӗ, нимӗн ҫине те пӑхмарӗ — кӗпер ҫинчи тротуарпа малалла ҫӗмрен пек виркӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ячӗшӗн е тата мухтанассишӗн кӑна туни никама та усӑ кӳмест, вӑл шутра - хӑвна та.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Унта вӑл яланлӑхах Турра манӗ, мансӑр пуҫне малашне никама та аса илмӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ ҫынсем вилсен вӗсем ҫӗр ҫинче епле пурӑннине кура чунӗсене хак пама, суд тума пултаратӑп, анчах хам патшалӑха тӗрӗс, ыхлаҫ, икӗ питленмесӗр, никама та кӳрентермесӗр пурӑннисене кӑна йышӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, яла таврӑнсан Ула Тимӗр юлташӗпе хулара тӳссе ирттернӗ тамашаллӑ пӑтӑрмахсем ҫинчен шӑла ҫыртсах ҫӳрерӗ — ниҫта та никама та шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ас ту, пирӗнпе тӗл пулни ҫинчен ниҫта та, никама та (ҫав шутра юлташуна та) ан кала, унсӑрӑн пурнӑҫна та ҫухатма пултаратӑн!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак шанӑҫа куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упраса пурӑнма пуҫларӗҫ те вӗсем — никама та каламасӑр, никама та кӑтартмасӑр, вӑрттӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ачасем килти е колхозри ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла аври пек ҫыхланса пыракан пур ӗҫе те чӑтӑмлӑн, никама та куҫҫуль кӑтартмасӑр, йӗркеллӗ туса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Никама та кирлӗ пулмарӗ, пуриншӗн те ытлашши пулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хӗрӗн чун-чӗринче мӗн пулса иртни никама та интереслентермерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Утрӗ те утрӗ вӑл никама асӑрхамасӑр, автобус ҫине лармасӑрах хӑйсем пурӑнакан ҫурт умне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех