Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майпа (тĕпĕ: май) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла майпа Раҫҫей ҫарӗсем вӗсене тивменнине, ракета яманнине, танкран пеменнине пӗлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Эпир ҫӗнтерме тивӗҫ, халӗ пирӗн ҫамрӑксем кӗрешекен усала темле майпа пирӗн еннелле куҫма тата хӑҫан та пулса пуҫ ҫӗклеме памалла мар.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ahmastpar/

Тӑвайри таса мар шыва биологилле майпа (талӑкра 500 кубла метр) тасатакан станцие хута ярасси те кун йӗркинчи ыйту.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ҫапла майпа 25 участокри автомобиль ҫулӗсене юсанӑ, ача-пӑчапа вӑйӑ площадкисене, социаллӑ-культура сфери, коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене, халӑхӑн канмалли вырӑнӗсене, пӗвесене йӗркене кӗртнӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

— Епле майпа, камсем?! — кӑшкӑрса ячӗ Якур мучи, кӗҫӗн хӗрне шӑтарасла пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Ҫапла майпа билет хакӗ 23-рен 25 тенке ҫитӗ.

Таким образом стоимость билета вырастет с 23 до 25 рублей.

Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуспа ҫӳреме хакланӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34574.html

Калӑпӑр, кирлӗ пек таварсене централизациленӗ майпа туянни, уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе хакланӑ ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Вӑл каланӑ тӑрӑх,чи малтанах саккунсӑр майпа килекен рекламӑсем, смс- рассылкӑсем, шӑнкӑравсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Анчах хӑҫан, епле майпа эпӗ юлташӑмсене мана та тӑмран йӑваласа туманнине, вӗсем пекех шикпе мӗскӗнлӗхе парӑнтарма, ҫивӗччӗн ҫавраҫил вӗҫтерсе, ҫавӑрттарса ҫӳреме пултарнине уҫса кӑтартаям-ха?

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Эпӗ, янахӑма ялт-ялт сиктере-сиктере, хӗпӗртӗве-савӑнӑҫа пач хӗстермесӗр, хӳме лартмасӑр, епле майпа футбол мечӗкӗ ҫак ӑш хыппине пӗр ыраттармасӑр самант «майласа, пуҫтарса хуни» ҫинчен ынатласа, пал-пал ҫулӑмланса, ҫӗтерех панӑ саспа пайӑрласах каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ҫапла майпа Улькка аппа татах тепӗр икӗ нӑк арҫынна «вӑлтана» ҫаклатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

— Епле майпа?

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Ну юрӗ, каласа пар эппин малалла, «пит ӑслӑскер», кам пурнӑҫне татрӑн, епле майпа култартӑн ӑна…

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫапла майпа аранах манӑн туратсен юппине хӗсӗнсе ларнӑ урана ирӗке кӑларма май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эпӗ, билетра палӑртнӑ вырӑна меллӗн вырнаҫса ларнӑскер, чӗлхене кантарас та пуҫа «туртана кӗртес», ҫапла майпа ҫул чуппине «кӗскетес» терӗм: целлофан пакетран Чӑваш Енре тухса тӑракан пӗр хаҫат кӑлартӑм та, ӑс-тӑн аппарачӗн куҫ умне ӳкерес пӗтӗм вӑй-халне ӗҫе кӗртсе, тиме ухӑ кантри пек карӑнтарса, вулама пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫапла майпа, чӑх пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн сӑхсах тӑраннӑ пек, юр-вар туянмалах та, тутли-пылаккине тутанса пӑхмалӑх та услам-паришӗ пулатчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Автобусран темле майпа ҫӑлӑнкаласа тухнӑ-тухнах пулас (шоферӗ хӑй мар-ши?).

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ав епле майпа шывалла ҫул хывнӑ иккен автобус!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗрре ҫеҫ темле майпа ӑна салтса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хутшӑнусене официаллӑ майпа ҫирӗплетмелли ӑнӑҫлӑ эрне.

Удачное время для официального оформления отношений.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех