Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капитан сăмах пирĕн базăра пур.
капитан (тĕпĕ: капитан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лейтенант каҫхи рапортпа пырса кӗнӗ вӑхӑтра капитан шухӑшлӑн пасьянс хуратчӗ.

Отправляясь с вечерним рапортом, лейтенант застал капитана погруженным в раскладывание пасьянса.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Телейлӗ пулӑр, капитан.

Будьте счастливы, капитан.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капитан, — терӗ матрос сӑмах шыраса, — эпӗ ӑна килӗшрӗм-и, — пӗлместӗп, анчах вӑл мана килӗшни-килӗшменни пирки шухӑшласа пӑхас пулать.

— Капитан! — сказал, подыскивая слова, матрос, — не знаю, понравился ли ему я, но впечатления мои нужно обдумать.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Ӑнлантӑм, капитан, — Пантен тирпейлӗн хутлатнӑ таса сӑмса тутрипе мӑйӑхне шӑлкаласа эхлетрӗ.

— Понял, капитан, — Пантен крякнул, вытерев усы аккуратно сложенным чистым платочком.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӑмӑлӑра тивӗҫтертӗмӗр-ши, капитан?

Так ли все сделано, капитан Грэй?

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капитан, сирӗн пуҫӑра ку япала ӑҫтан килсе ҫакланчӗ? — Грэй аллине ленчешкеллӗн тытса кӑмӑлсӑррӑн ыйтрӗ вӑл.

— Как это вам пришло в голову, капитан?

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Никам та кӑшкӑрмарӗ, шавласа каймарӗ — капитан тата-тата каланӑ сӑмахсенче матроссем хӑйсене халиччен пулман темӗнле япала кӗтнине туйрӗҫ.

Никто не крикнул, не зашумел — нечто не совсем простое чувствовали матросы в отрывистых словах капитана.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй боцман аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ, анчах лешӗ мӗн пур вӑйне хурса хӗскӗчле ҫатӑрласа тытрӗ те — капитан парӑнчӗ.

 — Грэй сильно сжал руку боцмана, но тот, сделав невероятное усилие, ответил таким пожатием, что капитан уступил.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Акӑ мӗн иккен, капитан

 — Так вот в чем дело, капитан…

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Каласа тӑмастӑп, капитан.

 — Не стоит говорить, капитан.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капитан, эсир мана ҫыран хӗррине хӑварасшӑн марччӗ пуль те?

Капитан, вы хотели оставить меня на берегу?

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капитан кӗнӗ чух унӑн пулӑшуҫи, тӗтӗм ӑшӗнче анкӑ-минкӗленнипе каютӑри пукансенчен ҫапӑнса унталла-кунталла кумса ҫӳрекенскер, улттӑмӗш сигара туртса пӗтеретчӗ.

Когда Грэй вошел, помощник его докуривал шестую сигару, бродя по каюте, ошалев от дыма и натыкаясь на стулья.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капитан малтанах матроссене кӗтмен ҫӗртен тӑвакан рейссен, суту-илӳшӗн чи йывӑр тата ҫынсӑр вырӑнсенчи чарӑнусен — тепӗр чухне уйӑхлӑх чарӑнусен — мыскарисемпе тӗлӗнтеретчӗ, анчах матроссем вӑраххӑн Грэйӑн «грэйлӑхне» хӑнӑхса ӑша хыврӗҫ.

Вначале капитан удивлял матросов капризами неожиданных рейсов, остановок — иногда месячных — в самых неторговых и безлюдных местах, но постепенно они прониклись «грэизмом» Грэя.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй капитан авланасшӑн.

Капитан Грэй хочет жениться!

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капитан, ку — манӑн компаньон Дусс.

Капитан, это мой компаньон Дусс.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Хисеплӗ капитан, — мӑн кӑмӑллӑн хирӗҫлерӗ Циммер, — эпӗ янӑракан, ҫатӑртатакан пур япалапа та вылятӑп.

— Досточтимый капитан, — самодовольно возразил Циммер, — я играю на всем, что звучит и трещит.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫӗнӗ пусма ӗлкисене пӑхса хаклама кӑмӑл тумастӑр-и, капитан?

Не желаете ли взглянуть, капитан, образцы новых материй?

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тархасшӑн, капитан, ларсамӑр.

Прошу вас сесть, капитан.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пурҫӑнӑн ҫӑмӑл хирӗҫӗвне пӑлхата-пӑлхата Грэй тӗссене уйӑра-уйӑра тӗпчет: шупка хӗрлӗ, кӗрен, тӗксӗм кӗрен; чие тӗсӗпе хӗрле сарӑ, тӗттӗм хӗрлӗ тӗссен ҫӑра кӑпӑкӗ; «ытарайми», «ҫав тери хитре», «чаплӑ», «шеп» йыш-ши сӑмахсем евӗр суя тӑванлӑхра уйрӑлса тӑракан мӗн пур вӑйпа пӗлтерӗшлӗ сӗм кунта; пусма хутланчӑкӗсенче курсан та сӑмахпа каласа хаклайми систерӳсем пытаннӑ, анчах чӑн-чӑн хӗрлӗ тӗс пирӗн капитан куҫӗ тӗлне ҫав-ҫавах лекмест-ха.

Роясь в легком сопротивлении шелка, он различал цвета: красный, бледный розовый и розовый темный, густые закипи вишневых, оранжевых и мрачно-рыжих тонов; здесь были оттенки всех сил и значений, различные — в своем мнимом родстве, подобно словам: «очаровательно» — «прекрасно» — «великолепно» — «совершенно»; в складках таились намеки, недоступные языку зрения, но истинный алый цвет долго не представлялся глазам нашего капитана.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капитан хушса хӑварни пӗтӗмпех ӑнланмалла пулин те — Пантен куҫне чарса пӑрахрӗ те турилкки-мӗнӗпех каютине канӑҫсӑррӑн ыткӑнчӗ.

Хотя распоряжения капитана были вполне толковы, помощник вытаращил глаза и беспокойно помчался с тарелкой к себе в каюту.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех