Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах Прошкӑна пӗр япала ниепле те канӑҫ паман: ӑшӑра вӑл ыйхӑпа «ирӗлсех» кайнӑ, вара, йӗкехӳре пек, ҫын курман кӗтессене кӗре-кӗре ҫывӑрма вӗреннӗ.
VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Ҫак сирсе сирӗлми шухӑш Федоркӑна килте те, ӗҫре те канӑҫ паман.Эти неотступные мысли преследовали Федорку и дома и на работе.
V // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Ҫитменнине Прошка иккӗмӗш хӗле мӗнле ирттересси Федоркӑна канӑҫ паман.К тому же наступившая вторая зима Прошкиной работы приводила Федорку в отчаяние.
V // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Ҫӳретӗр сӗтӗрӗнсе, шуйттан шахтерӗсем, пӗр канӑҫ та памастӑр.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ывӑлӑма лӑпкӑ ыйхӑ пар, кӑнтӑрла та, каҫ та, хуть те хӑш сехетре те, хуть те хӑш минутра та канӑҫ пар.Дай ему сон-покой, угомон во полудни, во полуночи, во всяком часу, во всякой минуте.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫук, сирӗн канмалла, канӑҫ кирлӗ сире…
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Лелька инҫе, анчах ӑна пурпӗрех намӑс пулса ҫитет, ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшни канӑҫ памасть.Лелька далеко, а угрызения совести и благородный порыв не дают покоя сейчас.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Красс вӑл — манӑн асап, ялан ун ҫинчен шухӑшлатӑп, вӑл мана тӗлӗкре те канӑҫ памасть! — йывӑррӑн сывласа илчӗ Кай Веррес.— Красс — вот мой кошмар, предмет всех моих мыслей, всех моих снов! — сказал со вздохом Кай Веррес.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпӗ мӗн ҫуралнӑранпах канӑҫ курман.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Анчах Кишӑн сунарӗ яланах ӑнса пыни арҫынсене канӑҫ паман.Но загадочность чудесной охоты Киша не переставала всех занимать.
Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.
Учӗнӑйсем вӑл ҫак канӑҫ паман шухӑшран та хӑтӑлма пултарать терӗҫ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Анчах пуринчен ытла ӑна чӗри канӑҫ памасть.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Упре-пӑванран ҫеҫ канӑҫ ҫук ҫулла.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Князь пусрӗ хуллен пуҫшӑммийӗ ҫине — «Ыр канӑҫ сана, янаварӑм!Князь тихо на череп коня наступил И молвил: «Спи, друг одинокий!
Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.
Ҫӗрле пӗр сторожсене кӑна канӑҫ пур, халлӗхе вӗсене ҫеҫ тивмест.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Евсеич хӑй пулӑ тытмалли шак ҫыхса, хуллен кӑна юрласа ларатчӗ, Петя, хӑйӗн сӗтелӗ хушшинче ҫырса ларса, старике канӑҫ памарӗ.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Анчах вӑл хӑйне канӑҫ парать: хӑйӗн нормине ӗҫет те, нагрузка пысӑк пулин те, пурте йӗркеллӗ пулса пырать — уй-хир ӗҫӗнче те, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре те.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Лере сыснасене чир тапӑннӑ, лере темле тыркассем теме ҫиеҫҫӗ, тет, кунта трактористсем тӑна кӑлараҫҫӗ, агрономсем канӑҫ памаҫҫӗ, ҫӗрйӗркелекенсем…
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Евсеич пӗрре хӑйӗн кепкине тытса лутӑркарӗ, тепре ӑна пуҫӗ ҫинелле ывӑтса тӑхӑнчӗ, унтан каллех хывса илсе унӑн тӑрринчи тӳмине пӗтӗркелерӗ; пӑлханса кайнипе аллисем шӗвӗр сухалне те канӑҫ памарӗҫ; вӑл чӗлӗмӗ ӑшне табак тултарма манса кайсах ӑна чӗртме тӑчӗ, вара ӑна каллех кӗсйине чиксе хучӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Анчах мана, ухмаха, ҫак шухӑш мӗншӗн канӑҫ памасть-ха…
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.