Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫрӗ (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс тӳре-шарипе — стрелецкий головасемпе, тиексемпе, подьячисемпе уйрӑммӑн калаҫрӗ вӑл, чӑвашпа ҫармӑс, удмурт ҫӗрпӗвӗсене чи юлашкинчен кӗртме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пур, пур, — ун шухӑшне пӗлсе тарӑхса калаҫрӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла эпир санпа ӳлӗмрен тӑшманлӑ пулатпӑр-и? — сӗмсӗррӗн калаҫрӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫук, Тукай тусӑм (ҫавӑн пекех калаҫрӗ ҫармӑс мӑрси, «тусӑм» терӗ), эп сана туя чӗнме килтӗм.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пултаратӑн, пултаратӑн, — ҫав-ҫавах тулашмасӑр калаҫрӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Илтрӗм ҫав, таврӑннӑ терӗҫ, ҫавӑнпа чупса килтӗм, — хӗпӗртенӗ пек калаҫрӗ Туринке.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс ав час таврӑнаймарӑн, — калаҫрӗ ваттисенчен пӗри, Яркункка текенни.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп халь кӑна Васильев-Новгородран таврӑнтӑм, — юри тенӗ пекех, васкамасӑр туртса ҫапсан ытларах ыраттарать тенӗ пекех, лӑпкӑн калаҫрӗ Лупин князь.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр кунне, мӑрсасене хӑйсене кӑна йышӑннӑ чух, ҫав княҫах урӑхла калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗрле пурӑнӑр, туслӑ пурӑнӑр, — пыл чӗлхепе тутлӑн, япшаррӑн калаҫрӗ Шигалей.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хамӑр килтех, — евӗклӗн калаҫрӗ Пинеҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьянӑн хӑйӗн те вӑхӑт хӗсӗкрех пулчӗ те-ха, ҫапах та вӑл тыткӑнран таврӑнакан пӗр хула ҫыннисемпе тӑраничченех калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Иван Семеновичӑн ашшӗ Шупашкарта ҫӗре кӗнӗччӗ-ҫке, ывӑлӗ ӑна манмасть, ашшӗ вил тӑприне тирпейлесех тӑрать, — ятлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пекех калаҫрӗ вӗсемпе кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьян эп чӑваш мар, вырӑс, чӑн-чӑн вырӑс тесе те ӗнентерме хӑтланса пӑхрӗ, хуҫапа вырӑсла шакӑртаттарса калаҫрӗ, ҫавах усси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссене тӗл пулнӑран хӑпартланса кайнӑскер, Северьян вӗсемпе чылайччен калаҫрӗ, вӗсем ку таврана ӑҫтан килнине те ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паллакан йывӑҫсене, уҫланкӑсене, упа тытма тунӑ тарӑн шӑтӑксене шырарӗ вӑл, ӑсран тайӑлнӑ ҫын евӗр, тӑршшӗпе хӑй тӗллӗн калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мана он кӗрӗкӗ кирлӗ мар, — лӑпкӑн ҫеҫ калаҫрӗ Аттеней.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа вӑл пӑшӑрханса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун пеккисем чылай, — Ятламас ҫурӑмӗ хыҫӗнчи ухӑ такмакне курса кӑмӑллӑн калаҫрӗ тиек.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫара кунта хӑварма юрамасть, государь, — хӑй тӗллӗн калаҫнӑ евӗр калаҫрӗ Адашев.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех