Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркеленӗ (тĕпĕ: йӗркелен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӑн 19-мӗшӗнче пирӗн округри Асанкасси территори уйрӑмӗнче граждӑнла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен Чӑваш Республикинчи патшалӑх комитечӗн, Раҫҫей Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енти управленийӗн, республикӑри муниципалитетсен совечӗн вырӑна тухса йӗркеленӗ коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкек пуласран асӑрханмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b8%d0%b ... %bb%d0%b0/

Кунта пурӑнмалли, канмалли условисене аван йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Пӗччен юлнӑ ватӑсемпе хевтесӗрленнисем хӑнӑхнӑ вырӑнтах пурӑнма пултарччӑр тесе ҫынсене килӗнче социаллӑ пулӑшу паракан уйрӑм йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

2022 ҫулта футболистсен «Химик-Август» професси командине йӗркеленӗ, стадиона ҫӗнетсе улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Компание августӑн 31-мӗшӗнче йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Пӗлетпӗр, эсӗ ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансене, чирлӗ ачасене пулӑшас тӗллевпе уйрӑм концертсене хутшӑннӑ, хӑв та йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Хӑтлӑх кӗртмелли ҫак объектсемшӗн Раҫҫей Строительство министерстви йӗркеленӗ онлайн-платформа za.gorodsreda.ru урлӑ палӑртма май пур.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-6/

Уява яланхиллех тӗплӗн хатӗрленни куҫкӗрет: тӗрленӗ пуканесен, минтерсен, алмазран хатӗрленӗ картинӑсен куравӗсене йӗркеленӗ, куҫа йӑмӑхтаракан чечексен тӗнчи те илӗртӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗхӗн черетлӗ уявӗнче // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b5%d0%b ... %87%d0%b5/

Ӑна хальхинче ачасен ашшӗ-амӑшӗсенчен йӗркеленӗ комисси пайташӗсен тутанса тӗрӗслеме те май пур.

Куҫарса пулӑш

Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149

Олег Николаев ачасен канӑвне йӗркеленӗ май пӗлтӗрхи йӑнӑша тума юраманни ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвне йӗркелемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60520

Пирӗн Тӑван ҫӗршыв ҫине ултавлӑн тапӑннӑ тӑшмана отпор пама ССР Союзӗнчи халӑхсен мӗнпур вӑйӗсене хӑвӑрт мобилизацилес шутпа, Оборонӑн Государственный Комитетне туса йӗркеленӗ, халӗ государствӑра пӗтӗм власть ҫав Комитет аллинче пӗтӗҫсе тӑрать.

В целях быстрой мобилизации всех сил народов СССР, для проведения отпора врагу, вероломно напавшему на нашу Родину, создан Государственный Комитет Обороны, в руках которого теперь сосредоточена вся полнота власти в государстве.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Яланхи пекех фойере курав йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Ку япала ялсенче колхозсем йӗркеленӗ тапхӑрӑн тӗкӗрӗ пултӑр, ҫавӑн пек ман тӗллев.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакна шута илсе Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксен мӑшӑрӗсемпе амӑшӗсене пӗр чӑмӑра пухакан пӗрлешӳ йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп чунлисене те пулӑшу кирлӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60568

Предприяти ертӳҫисем ЧР ФСИН управленийӗпе пӗрле айӑпланӑ арҫынсем валли тивӗҫлӗ ӗҫ тата кану вырӑнӗсем йӗркеленӗ».

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

Кунта ҫакна та палӑртса хӑвармалла, ача-пӑча поликлиникисенчен пурне те федераци стандарчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха сиплев пулмалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60567

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ Николай Смелов, демобилизациленнӗ хыҫҫӑн тӑван ялӗнчи Ишекри шкулта математика вӗрентсе пурӑннӑскер, йӗркеленӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫе.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Ҫак пултаруллӑ хӗрарӑм пуҫарӑвӗпех 1985 ҫулта Нева ҫинчи хуларан куҫарса килнӗ ача ҫурчӗн воспитанникӗсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

- Ҫынсене медицина пулӑшӑвӗ парассине мӗнле йӗркеленӗ?

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Ӑна Интернет-лапамра куҫӑмсӑр майпа йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавӑт ача сачӗ Раҫҫейре палӑрнӑ // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/tavat-acha-sache- ... larna.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех