Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шатӑр сивӗ — ҫӗре те, пӗлӗте те хыпкӑчпа хӗстернӗ пекех ҫавӑрса тытнӑ, икӗ ҫул хӗресленнӗ вырӑнта йӑпшӑнса ларнӑ яла та сивӗ хаяррӑн пӑчӑртаса лартнӑ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Бруствер хӗррине йӑпшӑнса выртнӑ Драницын тӑшман вут-ҫулӑмӗ айӗнче выртакан боецсем еннелле юр тӑрӑх хӑвӑрттӑн шуса каякан икӗ ҫын кӗлеткине курчӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Хӑвӑртрах йӑпшӑнса кай та, хамӑрӑннисене пӗлтер, — приказ пачӗ вӑл Маркина.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Уйӑх йывӑҫсен тӑррипе йӑпшӑнса пырать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Эпӗр малтан вакун ҫине хӑпарӑпӑр, вакун ҫинчен — хапха ҫине, вара хирелле вӑш кӑна тӑвӑпӑр! — пӑшӑлтатать Василёк, Андрийӗн хӑлхи ҫумне йӑпшӑнса.Мы на вагон влезем, а с вагона на ворота — и айда в поле! — говорил Василек в самое ухо Андрию.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫапла пӗррехинче стакан илтӗм те, йӑпшӑнса пырса, стенана шап! тутартӑм.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ вӗсем вӑрманта, шурлӑхра пухусем тунине пӗлет, вӑл слободка тавра ҫӗрле утлӑ полици ыткӑнса ҫӳренине те, сыщиксем, йӑпшӑнса ҫӳресе, уйрӑм рабочисене тыта-тыта ухтарнине, ушкӑнсене хӑваласа салатса, хушӑран пӗрине е теприне арестленине те пӗлет.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл куҫӗпе пӳлӗме пӑхса ҫаврӑнчӗ те ҫавӑнтах кӗнекесем хунӑ сентре патнелле вӑраххӑн, вӑрттӑн йӑпшӑнса пынӑ пек утса пычӗ.Оглянул комнату и тотчас же медленно, точно подкрадываясь, пошел к полке с книгами.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӑна тӗттӗмре хӑйӗн ҫурчӗ патнелле пур енчен те темле тӗлӗнмелле тумланнӑ ырӑ мар ҫынсем, пӗшкӗнсе, йӗри-тавралла пӑхкаласа, хуллен йӑпшӑнса килнӗ пек туйӑнчӗ.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫур ҫӗр ҫитсен электростанци ӗҫлеме чарӑнсан, вӑл анкарти хыҫӗсемпе, лӑпкӑ пралуксемпе пахчасем витӗр Хуркайӑк картишне йӑпшӑнса кӗчӗ.
Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Мӗн? пирӗн старик мар-и ҫак? — терӗ Санин, ан асӑрхаччӑр тесе айккинчен хӑвӑрт йӑпшӑнса пыракан, пӗркеннӗ кӗлетке ҫине пӳрнепе кӑтартса.
XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫил ытлашши вӑйлӑ вӗрнӗ самантра пограничниксем, ҫил ӑйӗнчен йӑпшӑнса тухнӑ евӗр, ҫӗр ҫумнелле пӗшкӗнчӗҫ.А если ветер был очень силен, они гнулись к земле, будто стараясь под ним проскользнуть.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Аякри вӑрман сӑмсахӗ хыҫӗнчен хаяр ҫил йӑпшӑнса килет, вӑл чул тусене пырса ҫапӑнать те унти юра шӑлса антарать.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Том хӑлхине хушӑк тӗлне тытса итлерӗ, — чылайччен итлесе тӑчӗ вӑл, тулта ҫаплах утаҫҫӗ, анчах юлашкинчен вӑл пире чавсипе тӗртрӗ те, эпир сарайран хӑвӑрт тухрӑмӑр; сывламасӑр, пӗшкӗнсе, пӗр сас кӑлармасӑр, индеецсем пек умлӑн-хыҫлӑн хӳме патнелле йӑпшӑнса пытӑмӑр, унта чиперех ҫитрӗмӗр, Джимпа иксӗмӗр хӳме урлӑ та йӗркеллех каҫрӑмӑр.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫӗрле леш мулатка патне вӑрттӑн йӑпшӑнса кӗретӗн те унӑн кӗпине ҫаклатса тухатӑн.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Негр хӗрарӑмӗ хыҫӗнчен виҫӗ негр ачи чупса тухрӗ, — пӗр хӗрачапа икӗ арҫын ача, — пир кӗпе ҫеҫ тӑхӑннӑ вӗсем; амӑш аркинчен тытнӑскерсем, ман ҫинелле именчӗклӗн йӑпшӑнса пӑхаҫҫӗ.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тупӑк умӗнче каланӑ сӑмах лайӑх, анчах ытлашши вӑрӑм та кичем пулчӗ; унтан король те, тупӑк умне пырса тӑрса, яланхи пекех кирлӗ-кирлӗ мара сӳпӗлтетме тытӑнчӗ; кайран тупӑкҫӑ, отвертка тытса, тупӑк патнелле йӑпшӑнса пычӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗр-ик минутран тупӑкҫӑ таврӑнчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем каллех стена ҫумӗпе йӑпшӑнса куҫрӗҫ; вӑл пӳлӗмӗн виҫӗ енне иртсен тӳрленсе тӑчӗ те ҫӑварне аллипе хупларӗ, унтан, мӑйне тӑсса, хӑйӑлти сассипе халӑх пуҫӗ урлӑ ҫапла пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ: «Йытӑ йӗкехӳре тытнӑ!»
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл стена ҫумӗпе йӑпшӑнса алӑк патнелле иртрӗ, хӑнасен пуҫӗсем урлӑ унӑн хулпуҫҫийӗсем курӑнаҫҫӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ хам читлӗхе йӑпшӑнса хӑпартӑм та кравать ҫине выртрӑм, ҫавӑн чухлӗ теветкелленсе тӑрмашрӑм пулин те ӗҫ-пуҫ хам шутланӑ пек ӑнӑҫлӑ пулайманшӑн чылаях кулянтӑм.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.