Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑл сăмах пирĕн базăра пур.
йӑл (тĕпĕ: йӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Каҫарӑр, эпӗ сире кӳрентерес теменччӗ, — йӑл кулчӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Укҫу пур-тӑк, майӗ ма ҫук пултӑр, — йӑл кулчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Путишле этем эсӗ, — йӑл кулчӗ Улька.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫне уҫрӗ те… тӳрех Улькана курчӗ, савӑннипе йӑл кулам пекки те турӗ, ҫавӑнтах, унталла-кунталла пӑхкаларӗ те нимӗн те ӑнланманнипе канӑҫсӑррӑн туртӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ассоль куҫӗсене хупрӗ; унтан хӑвӑрт уҫрӗ те савӑнӑҫпа ҫиҫекен Грэя куҫӗсенчен хӑюллӑн йӑл кулса тӗмсӗлчӗ:

Ассоль зажмурилась; затем, быстро открыв глаза, смело улыбнулась его сияющему лицу.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пушартилле кӑшкӑрса Пантен «Вӑрттӑнлӑха» ҫил ҫинчен кӑларчӗ; карап чарӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах крейсер патӗнчен шурӑ перчеткеллӗ лейтенантпа командӑна лартса пӑспа ӗҫлекен катер ку еннелле ыткӑнчӗ; карап палуби ҫине улӑхсан лейтенант йӗри-тавралла тӗлӗнерех пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Грэйпа пӗрле каютӑна иртрӗ, тепӗр сехетрен тухрӗ те — аллине тӗлӗнерех сулкаласа, чинне ӳстернӗ чухнехилле йӑл кулӑпа ҫиҫсе сенкер крейсер патне ҫул тытрӗ.

Пантен, крича как на пожаре, вывел «Секрет» из ветра; судно остановилось, между тем как от крейсера помчался паровой катер с командой и лейтенантом в белых перчатках; лейтенант, ступив на палубу корабля, изумленно оглянулся и прошел с Грэем в каюту, откуда через час отправился, странно махнув рукой и улыбаясь, словно получил чин, обратно к синему крейсеру.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл — йӑл кулӑ пек — шалти чи ҫутӑ туйӑмсен ытарайми илемӗпе хӗрелсе-ҫуталса йӑлкӑшать.

Он рдел, как улыбка, прелестью духовного отражения.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе Ассоль ӑна пӳрнинчен хывса илчӗ, йӗкӗр ывӑҫ ҫинче шыв тытнӑ пек тытрӗ, ҫамрӑклӑхӗн таса тӗшмӗшлӗхӗпе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм чӗрипе, ҫав тери хӗпӗртесе, тӗплӗн тишкерсе тухрӗ, унтан кӑкӑрӗ ҫумне пытарса питне ывӑҫ тупанӗсемпе хупларӗ; вӗсен витӗр чарӑнми йӑл кулӑ ӑнтӑлать, ҫакӑн хыҫҫӑн пуҫне усса Ассоль килнӗ ҫулпах ерипен каялла утрӗ.

Вся дрожа, сдернула она его с пальца; держа в пригоршне, как воду, рассмотрела его она — всею душою, всем сердцем, всем ликованием и ясным суеверием юности, затем, спрятав за лиф, Ассоль уткнула лицо в ладони, из-под которых неудержимо рвалась улыбка, и, опустив голову, медленно пошла обратной дорогой.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Чӳречен ҫӳлти харшинчен уртӑннӑ хӗр йӑл кулса пӑхса тӑрать.

Держась за верх рамы, девушка смотрела и улыбалась.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тӗкӗр ҫинчи хӗр те Ассоль пекех нимӗн шухӑшсӑр йӑл кулса ячӗ.

Отраженная девушка улыбнулась так же безотчетно, как и Ассоль.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Чӗлӗме туртса пӗтерсен, Шурӑ Кашкӑр йӑл кулса янӑ та, кӑмӑллӑн пулса хӑйӗн пӗчӗк аллисене шӑлса илнӗ.

Докуривая трубку, Белый Волк улыбнулся и с довольным видом стал потирать свои маленькие руки.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫу кунӗнчи сада эп юрататӑп Вӑл кӗмӗл сывлӑмпа йӑл ҫуталнишӗн, Пур йывӑҫ пӑшӑл-пӑшӑл калаҫнишӗн, Чун-чӗрене патвар ҫунат панишӗн.

Куҫарса пулӑш

Сада эп юрататӑп // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 8 с.

Кайран ҫак сап-сарӑ ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ та илемлӗ кӗлеткеллӗ хӗре хӑйсен группи йышӑнакан аудиторире курсан Юрий пӗр самант тӗлӗнсе тӑчӗ те тахҫанхи пӗлӗше курнӑ пек йӑл кулса алӑ тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Утмӑлтурат ҫеҫки пек Марине аппӑшӗ ҫине айӑплӑн йӑл кулса пӑхнӑн туйӑнать.

Марине казалось, что она виновато улыбается сестре, словно стебель василька.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Аня вӗсем ҫине пӑхса йӑл кулатчӗ те вӑтаннипе хӗрелсе пуҫне чиксе малалла утатчӗ.

Аня улыбалась им и, покраснев от смущения, шла, опустив голову.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

(Руднев ача пек йӑл кулса илчӗ те Ворошилова ҫыру тыттарчӗ.)

(Руднев мальчишески улыбнулся, протянул ему письмо.)

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сталин уссийӗсем айӗпе йӑл кулса илет.

Сталин усмехнулся под усами.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл ҫывхарса ҫитсен, Иван Гора, пысӑк ҫӑварне ҫӑмӑллӑн хускатса, йӑл йӑлтӑрарӗ.

Иван Гора, когда он приблизился, облегченно раздвинул большой рот улыбкой.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл ман ҫине пӑхса йӑл кулса илчӗ.

Она улыбнулась мне.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

«Аха! — йӑл кулса илчӗ вӑл.

«Ага, — улыбнулся он.

18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех