Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав хайхи калуша илетӗп те хуҫу патне леҫсе паратӑп, эсӗ ана мана полтинике сутрӑн тетӗп?Возьму эти самые калоши, да к хозяину отнесу, да и скажу, что продал ты мне их за полтину?
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мана суккӑр пек туйӑнать, ҫавна пӗлесех тесе, эпӗ пит-куҫа пӑркаласа илетӗп.Он кажется мне слепым, и, желая убедиться в этом, я делаю гримасы.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ну, кӑна эпӗ хам суйласа илетӗп, хам хушатӑп.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑш-пӗр чухне хӑнасем умӗнче эп намӑсланса та илетӗп.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Мана хӑҫан та пулин каллех Морава ҫинче пулма тӳр килсен, хампа пӗрле пӑчкӑпа сава илетӗп.— Если когда-нибудь еще придется быть возле Моравы, прихвачу рубанок и пилу.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Хампа пӗрле пилӗк ҫын илетӗп те яла каятӑп, хресченсене витресемпе ертсе килетӗп.— Я и еще пять человек пойдем в деревню и приведем крестьян с ведрами.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
«Победа» илетӗп.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ну, тӑванӑмсем, кирек мӗнле пулсан та «Победа» машина илетӗп!
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кимӗ илетӗп, темиҫе кунлӑха апат-ҫимӗҫ, вӑлтасем илетӗп те Морава тӑрӑх анаталла Джердапа ҫитичченех каятӑп».
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тепӗр чухне, хӑна пӳлӗмне пӗччен тӑрса юлсан, Любочка пӗр-пӗр авалхи кӗвве калас-тӑк, ирӗксӗрех кӗнекене хуратӑп та балконӑн уҫса хунӑ алӑкӗнчен ҫӳлӗ хурӑнсен усӑнса тӑракан кӑтра турачӗсем ҫине пӑхатӑп, ку туратсене каҫхи мӗлке хупласа илет ӗнтӗ, таса тӳпенелле тинкеретӗп, ун ҫине сӑнаса пӑхатӑп-пӑхатӑп та, сасартӑк тусанлӑ сарӑрах пӑнчӑ курӑннӑ пек, унтан каллех ҫухалнӑ пек пулса каять; вара залри музыкӑпа, хапха чӗриклетнине, хӗрарӑмсен сассисене тата ялта кӗтӳ антарнине итленӗ май, эпӗ сасартӑк Наталья Савишнӑна, аннене, Карл Иваныча аса илетӗп те, ман пӗр минута ӑш вӑркаса каять.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Учительсене хӑрамасӑр кӗтсе илетӗп ҫеҫ мар, класс мана кӑштах хӗпӗртеттерет те.Не только без страха ожидаю учителей, но даже чувствую некоторое удовольствие в классе.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ пӗр сехет хыҫҫӑн тепри хӑварнӑ асаилӳсен йӗрӗпе каймастӑп, хам каласа ҫитнӗ вӑхӑт хыҫҫӑнхи тата ман кӑмӑлпа туртӑмсем мӗнле ҫулпа каяссине татӑклӑн та усӑллӑ татса пама пулӑшнӑ пӗр тӗлӗнмелле ҫынпа ҫывӑхланичченхи чи паллӑ асаилӳсем ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илетӗп.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑшпӗр чухне, тарӑхнӑ самантсенче, Карл Иваныч пире хӑех линейкӑпа е шӑлавар ҫаккипе тивертсе илетчӗ; анчах ӑна эпӗ пӗр кӳренмесӗр аса илетӗп.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрех кунтан ман чунӑм пӗлӗт ҫине вӗҫсе хӑпарать; эпӗ унта: тӗлӗнмелле илемлӗ, шурӑ, витӗр курӑнакан вӑрӑм япала куратӑп та ку анне пулнине чухласа илетӗп.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах сасартӑк чӑн-чӑн Сен-Жером хулӑ тытса кӗҫ-вӗҫ кӗме пултарасси ҫинчен шухӑшласа илетӗп те, каллех хам тӑван ҫӗршыва ҫӑлакан генерал мар, чи мӗскӗн, чи хурлӑхлӑ чун пулнине куратӑп.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах кӗтмен ҫӗртен хама намӑс кӑтартса ҫаптармаллине аса илетӗп те, куҫ умне чӑнлӑх тӗп-тӗрӗссӗн тухса тӑрать, ӗмӗтсем самантрах сапаланса каяҫҫӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хамӑн ҫамрӑклӑха, уйрӑмах ҫав инкеклӗ кун кӑмӑл мӗнле пулнине аса илетӗп те, эпӗ пӗр тӗллевсӗр, сиен тӑвас килмен ҫӗртенех, ахальтен — интересленнипе тата мӗн те пулин тӑвас килнипе кӑна чи хӑрушӑ айӑплӑ ӗҫ тума пултарнине питӗ уҫҫӑн ӑнланатӑп.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халь ҫавӑн чухне мӗн туйнисене аса илетӗп те, хама хам манӑҫнӑ самант ҫеҫ чӑн-чӑн хуйхӑ пулнӑ пулӗ, тесе шутлатӑп.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шухӑшпа эпӗ ӑна темиҫе тӗрлӗ: чӗрӗ пек, хаваслӑ пек, ӑшшӑн кулнӑ чухнехи пек куртӑм; унтан мана шурса кайнӑ пичӗ ҫинчи куҫӑм тӗлне пулнӑ пӗр-пӗр йӗр сасартӑк шалтах тӗлӗнтерет: вара эпӗ хӑрушӑ чӑнлӑха астуса илетӗп, тӑр-р чӗтретӗп, ҫапах пӑхма чарӑнмастӑп.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пире ташлама черет часах ҫитмест-ха, каллех пӗр-пӗрне нимӗн те чӗнейместпӗр: вӑл ман пирки мӗн шухӑшланине пӗлес тесе эпӗ ун ҫине, пулӑшу кӗтсе, пӑшӑрхануллӑн пӑха-пӑха илетӗп.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.