Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑк чухне эп пӗренесем хыҫҫӑн нумай чупнӑ, вӗсем, ӗненетӗр-и, шывра ухмаха ернӗ пек хӑвӑрт юхаҫҫӗ…В молодости мне довелось побегать за бревнами, а они, верите, несутся по воде, как сумасшедшие…
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пантелей Прокофьевич, тарӑхнипе чӗтреме ернӗ пӳрнисемпе пакета уҫса, ун хыҫӗнчен васкарӗ.Пантелей Прокофьевич поспешал за ним, разворачивая кулек пальцами, объятыми злобной дрожью.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сиккипе килнипе хашкама ернӗ утсене кантарас тесе, взвод пилӗк минут хушши утӑмпа пычӗ.Взвод пять минут ехал шагом, давая передышку хрипевшим от скачки лошадям.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сарлака хулпуҫҫийӗсем ҫинчи тӗреклӗ кӗске мӑйлӑ та хуран евӗрлӗ пуҫне пӑркаларӗ, сӑмсине нӑшлаттаркаласа туртса (нӳрӗ ҫӗр ҫинче выртнипе шӑнса, вӑл сунаса ернӗ пулнӑ), патронташне ҫыхрӗ, унтан винтовкине сӗтӗрсе, сарайӗнчен тухрӗ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья пичӗсене аллапписемпе хӗстерсе тытнӑ та якалса ҫитмен тумхахлӑ ҫул тӑрӑх енчен енне тайкаланса ыткӑнакан кӳмеллӗ урапа ҫинче, чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе ухмаха ернӗ пек пӑхкаласа, силленсе пырать.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пурнатӑп, килсе ернӗ йытӑ пек.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья чупса е питӗ васкаса утса килнӗ курӑнать, пӗтӗмпе хашкама ернӗ, хӑйӗн шӑнса кайнӑ тутинчен темӗн шӑрши кӗрет — те ҫил шӑрши, те аякран аран кӑна сисӗнмелле вӑштӑртатса килекен тин ҫеҫ ҫулса пӑрахнӑ ҫеҫенхир ути шӑрши.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Куҫӗсем Петро ҫине ҫитсе тӑрӑнсан тин вӑл ухмаха ернӗ пек кулма чарӑнчӗ: Петро кӗрлесе хумханса тӑракан ушкӑн хушшинчен енчен енне сулланкаласа тухрӗ те, юн сурса пӑрахса, урапа айне тӑсӑлса выртрӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пантелей Прокофьевич ӑнран кайсах пуҫне чӗтретсе илчӗ те, чӗлпӗрне ярса, хашкама ернӗ лаши ҫинчен сиксе анчӗ.— Пантелей Прокофьевич исступленно затряс головой и, бросив повод, соскочил с задыхавшейся лошади.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫав кунтан пуҫласа Астаховсен килне куҫа курӑнман виле килсе ернӗ пек пулчӗ.С того дня прижился в астаховском курене невидимый покойник.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Митька нумаях пулмасть хумханса ӳкнипе чӗтреме ернӗ алӑсемпе ӑйӑрне мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ те, питне хускатмасӑр йӑл кулса, Григорий ҫине пӑхрӗ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл Патша пӗви патне пырса ҫитнӗ вӑхӑтра тара ӳкнӗ лашасене пӗр тӗле кӗпӗрлентерсе тӑратнӑ, хашкама ернӗ йӗкӗтсем сотнике хупӑрласа илнӗ.Когда подъехал он к пруду, потные лошади уже стояли кучей, спешившиеся ребята окружали сотника.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Каҫару ҫук апла?» ухмаха ернӗ пек кӑшкӑрса ячӗ ҫылӑхлӑ ҫын.
XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чылайччен кӗрешрӗ лешӗ, ун аллинчи ҫӗҫҫе туртса илме хӑтланса; юлашкинчен туртса илчӗ те хӑмсарса ячӗ — хӑрушла ӗҫ пулса иртрӗ: ашшӗ хӑйӗн ухмаха ернӗ хӗрне вӗлерчӗ.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ачисене хӑратас мар тесе, питне лайӑхрах ҫурӗ те, хуллен пӳрте кӗчӗ; пӑхать — ачисем ун патне кутӑн чакса пыраҫҫӗ, хӑраса ӳкнӗскерсем, ӑна пӳрнисемпе тӗллесе кӑтартаҫҫӗ: «Пӑх-ха, пӑх! Анне ухмаха ернӗ пек сикет!» теҫҫӗ.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗлетӗп вӗт-ха эпӗ, кашнинех хӑй ҫивиттийӗ айӗнче сив чире ернӗ пек чӗтресе выртать, пуҫӗпех хӑй тӑлӑпӗ айне кӗрсе кайма хатӗр.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пирӗн пата ҫакӑн пек хыпар ҫитрӗ: эсӗ, ват ухмах, халичченхи недоимкӑсене пухас вырӑнне, ялта йӗрке тӑвас вырӑнне, ху ухмаха ернӗ, иртӗнсе ҫӳретӗн…»
VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ухмаха ернӗ ҫын пек, ҫӗҫҫине ярса тытрӗ те вӑл, айӑпсӑр ача юнӗ вара тӳрех пӗрхӗнсе унӑн куҫне лекрӗ…Как безумный, ухватился он за нож, и безвинная кровь брызнула ему в очи…
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Тӗлӗнтермӗшсем сиксе туха пуҫларӗҫ-ха, — терӗ вӗсенчен пӗри: — илтесчӗ сирӗн ҫак мошенник мӗн-мӗн каласа панине, сӑнӗнчен пӑхсах курӑнать, вӑрӑ иккенни, мӗншӗн ухмаха ернӗ пек тартӑн тесе ыйтма пуҫларӑмӑр та хайхинчен: — нӳххи табак шӑршлас тесе, алла кӗсьене чикрӗм те, пурак вырӑнне шуйттан свитки татӑкне турт кӑлар, тет.
XI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Ухмаха ернӗ пуль эсир, йӗкӗтсем!