Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫсе (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрремӗш хут, халиччен никам тӗпчемен-пӗлмен пӑрлӑ тинӗс урлӑ вӗҫсе каҫса, икӗ материка сывлӑш ҫулӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Сывлӑшра нумай вӗҫсе пухнӑ опыт, хастарлӑх, чӑрсӑрлӑх, самолета лайӑх тыткалама пӗлни май панӑ виҫӗ Героя паттӑрла ҫӗнтерӳ тума.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Унта: «Пурте йӗркеллех, полюс урлӑ вӗҫсе каҫрӑмӑр, ҫил майлӑ вӗрет, йӗри-тавра пӑрсем, шап-шурӑ ҫеҫенхир пек уҫлӑх, унта пӑр ҫурӑкӗсемпе шырлавӗсем. Кӑмӑлсем хаваслӑ. 4200 метр ҫӳллӗшӗнче вӗҫетпӗр», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Мускаври аэродромран ҫӑмӑл кайӑк пек вӗҫсе ҫӗкленет самолет.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Октябрь уйӑхӗнче вара вӑл АНТ-25 самолетпах Пӗтӗм тӗнчери авиаци выставкине Мускавран Парижа вӗҫсе каять.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

АНТ-25 самолет экипажӗ, пӗр канмасӑр 56 сехет те 20 минут вӗҫсе, 9374 километр кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Халиччен никам вӗҫсе курман самолетсене сывлӑшра тӗрӗслеме тытӑнать В. П. Чкалов.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

1930 ҫулта ӑста истребителе ҫӗнӗ йышши самолетсене вӗҫсе тӗрӗслекен летчик туса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫав вӑхӑтра ун енне пуля вӗҫсе пынӑ.

В это время в его сторону прилетела пуля.

Ҫынна пӑшалпа пенӗ-и? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35804.html

Эсир халех заявкӑсем пама вӗҫсе каяссине пӗлетпӗр, ҫавӑнпа чи кирли ҫинчен кӗскен каласа парӑпӑр:

Знаем, что вы сейчас полетите подавать заявки, поэтому коротко расскажем о самом важном:

"Росмолодёжь.Гранты" конкурсӑн иккӗмӗш сезонӗ уҫӑлнӑ! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/konkurssem/2023- ... ln-3397660

Ҫемье ҫулсерен пысӑкланса пынӑ, Шарафуковсен килне «ҫӗнӗ кайӑк» вӗҫсе килсех тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

Уяра тупасси лайӑх паллӑ шутланнӑ, ҫавӑнпа та ачасем уяра пӳрне ҫине лартса:«Уяр, пӗлӗтелле вӗҫсе кай, унта санӑн ачусем канфет ҫиеҫҫӗ, пурне те пӗрер, сана пӗр чӗптӗм те ҫук», - тенӗ.

Найти Божью коровку считалось хорошей приметой, наверное поэтому дети во всём мире, посадив Божью коровку на палец приговаривают: «Божья коровка, полети на небо, там твои детки, кушают конфетки, всем по одной, а тебе ни одной».

Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3392564

Хӑш-пӗр чухне кунта рабочисем маяка тӗрӗслеме, кӑлтӑксене тӳрлетме вӗҫсе килеҫҫӗ.

Иногда сюда прилетают рабочие проверить состояние маяка, подправить возможные неполадки.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

Ҫӗрпе хӗвелӗн искусственнӑй спутникӗсем, тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе ямалли хӑватлӑ карапсем, атом вӑйӗпе ӗҫлекен электростанцисем, совет ҫыннисем космос карапӗсем ҫинче Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра ӑнӑҫлӑн вӗҫсе ҫаврӑнни — ҫаксем пурте коммунизмӑн иксӗлми вӑй-хӑватне кӑтартса параҫҫӗ, пӗтӗм этемлӗхӗн ҫута шанчӑкӗпе савӑнӑҫне палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Антон куҫне хӗсрӗ ҫеҫ, Георгий хӑй патне вӗҫсе пыракан мечӗке пӗтӗм вӑйран ҫапса ярса Кирилл питӗнчен лектерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Паян ҫӗрле эсир тӳпене вӗҫсе хӑпаратӑр тенӗ унта.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Анчах ҫапах та леш автанӗ вӗҫсе килчӗ-тӗк?

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Сар хӗр урама тухса ӗлкӗриччен таҫта та «вӗҫсе» ӳкме пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Ку таранччен ҫак таврара пулнӑ мӗнпур иртнӗ ҫамрӑклӑх, иртнӗ юрату — кам вӗсемпе хӑй вӑхӑтӗнче киленсе юлман — йӑлтах ҫакӑнта вӗҫсе килнӗ те кунта пурӑнать пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сӗлхе текен хура кайӑк ҫынна ҫывӑхах ярать, ик-виҫ утӑм юлсан тин, кӑвакарчӑн пысӑкӑшскер, сасартӑк ҫунат ҫапса ярать те, ҫынна шартах сиктерсе, вӗҫсе тарать.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех