Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачине (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр ачине ҫавӑтса Гленау арӑмӗ кӗрсе тӑчӗ.

Вошла жена Гленау, ведя девочку.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Ашшӗ хӑйӗн пӗчӗк кӗнекине кӗсйинчен кӑларчӗ те ачине кӑтартрӗ: вӑл ҫуркунне ҫинчен те, хӗл ҫинчен те, ҫуллахи вӑхӑт ҫинчен те ҫавӑн пекех каланӑ пулнӑ.

Тогда отец вынул свою записную книжку и показал мальчику, что он то же самое говорил и о весне, и о зиме, и о лете.

Тӑватӑ ӗмӗт // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 3–6 с.

Тата — манран тыт, унсӑрӑн, эсрел чӗрнисемпе тупа тӑватӑп, ҫил сана чӗчӗ ачине тытса пенӗн ҫапса ӳкерет.

И держись за меня, иначе, клянусь копытами сатаны, ветер опрокинет тебя, как грудного младенца.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

— Ара, хамӑр ял ачине куратӑп эпӗ, — терӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, хамӑр ял ачине куратӑп эпӗ, — тӳрех каларӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ачине Ванькка ахалех ӑссӑртарах вырӑнне хунӑ, лешӗ хӑйӗн ӗҫне аван пӗлни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ачине юратакан е кӗрӳшне хисеплекен ашшӗ тунӑ йӑнӑша тупса палӑртасси, паллах, ним те мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ хаваспах килӗшрӗ, тенкелне кӳршӗ ачине парса, ҫуна ҫине чупса пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн тесен Улька вунҫиччӗсенчех, Ванькка ӑна юрата пуҫланӑ чухнех, ялти учитель ачине Давид Никифорова савса пӑрахнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ывӑлӗ хӑйне илемлӗн уйрӑмрах тытни амӑшне кулянтарать; ачине кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса ачашланӑ самантсенче вӑл хурлӑхпа, юратупа, именӳпе тулать, чӗри хутшӑнусемпе шухӑшсен йышӑннӑ йӗркине хӑнӑхуллӑн сӑнлакан чӗлхи пек мар, урӑхла калаҫать.

Она болезненно чувствовала прекрасную обособленность сына; грусть, любовь и стеснение наполняли ее, когда она прижимала мальчика к груди, где сердце говорило другое, чем язык, привычно отражающий условные формы отношений и помышлений.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах вӑл хӑйӗн тӗлӗнмеллерех ачине Турра ӗненнӗ пек вӑйлӑ, хӗрӳллӗ туйӑмпа юратать.

Но у нее была страстная, почти религиозная привязанность к своему странному ребенку.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ачине лӑплантарса мӗскӗн хӗрарӑм хӑранипе чӗтренӗ.

Успокаивая сына, бедная женщина дрожала от страха.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Унӑн вигвами патне юмӑҫсемпе салтаксем пырса, ӑна тата унӑн пӗчӗк ачине сывлӑхпа телей суннӑ.

К вигваму его стекались знахари и воины, поздравляли вождя и желали счастья ему и его маленькому сыну.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Лида ачине ашшӗ ҫумне лартрӗ те хывӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ачи ҫывӑракан амӑшӗ вылякан ача амӑшӗ ҫине сиввӗн пӑхкаларӗ, ачине чарма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Врач ачана итленӗ хыҫҫӑн ӳпкене илни пирки каларӗ, амӑшӗпе ачине тӳрех больницӑна ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫитменнине ачине те хулара халӑх нумай пирки Канаш чиркӗвне кайса шыва кӗртме лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Лидук такам ачине ун тума хӑтланни пирки аса илсен ҫеҫ ун чунӗ вӗчӗрхенсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ пулсан ачине хӑҫан хӑварни мӗне пӗлтерет вара?

Если любят друг друга, то какой толк в том, когда забеременила?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хӑйӗн иккӗмӗш ачине те Виктор чылай ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫуратма килӗшрӗ.

Своего второго ребенка она согласилась родить только после долгих уговоров Виктора.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех