Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анса (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран, Баймашкин анса ларсан, вӑл ӑна чылайччен ҫав шӑйрӑк пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Антоша» Хурӑнвар ҫийӗн пӗрре ҫаврӑнчӗ те хатӗрленӗ площадкӑна анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юрать арӑмӗ, хӑранипе, анса юлнӑ…

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫавӑн чух хам мӗн палканине аса илсен, эпӗ халь те, вӑтаннипе, ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗр, тӑванӑм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юлашкинчен, кӗҫ-вӗҫ йывӑҫ тӑррисене пырса ҫапӑнас чух, пӗр пӗчӗк уҫланка анса ларма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗрремӗш аэродромах анса лар! — хушнӑ ӑна командир.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Халех анса лар!

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мана та ан ман, — терӗ те хурланма пӗлмен йӗкӗт Таньӑна упа пек ыталарӗ, малтан питӗнчен, унтан тутинченех чуп туса илчӗ, вара, Ритӑна ҫавӑтса, пусма картлашкисем тӑрӑх чупса анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унтан вӑл, ҫырма тӗпне анса, аллисемпе ывӑҫла-ывӑҫла, виле ҫине тӑмпа хӑйӑр ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Паян ирхине ялтан килнӗ чухне юри анса тӗрӗслерӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мана тӳрех асӑрхарӗ те, лав аяккипе шуса анса ал пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Лартнӑ ҫыннисем Кӳкеҫре анса юлчӗҫ, вӗсем Василий Викторовича укҫа сӗнчӗҫ, ахӑртнех, шофер терӗҫ пулмалла ӑна, укҫа илменрен вара тав турӗҫ те анса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Управлени умӗнче анса юлнӑ Василий Викторович каткари шывпа аттине ҫурӗ, лайӑх сӗрсе тасатнӑ пусма картлашки ҫине йӗр хӑварса кантура кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Унӑн мӑйӗнчи юн тымарӗсем тилхепе тачкӑш карӑнса каятчӗҫ, хураларах паратчӗҫ, чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш типпыр мӑкӑлӗ, ӑшне темӗнле чӗрчун кӗрсе ларнӑ пек, пӗрре аялалла анса, тепре ҫӳлелле хӑпаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Общежитирен тахӑшӗ тухать, ҫенӗкрен анса, Парамун патне пырать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Парамун вите тӑрринчен ҫамрӑк ҫын пек йӑпӑр-япӑр анса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пичӗ ҫине юн юхса анса темиҫе йӗр хӑварнӑ та кӗвелсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Юрлакансем, клирос ҫинчен васкавлӑн анса, чиркӳрен тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха лаш ларчӗ те, таҫта анса каясран хӑраса, аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха, ҫуна ҫинчен сиксе анса, Трифун кӑтартнӑ еннелле пӑхрӗ те сивӗ тытса пӑрахнӑ пек чӗтресе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех