Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллинчи (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пур пӗрех мар-и? — аллинчи шурӑ чечекӗпе вылякаласа унпа юнашар утрӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, Ахтупай ӑна пӗрре те асӑрхамарӗ, ҫак вӑхӑтра вӑл ачашшӑн нӑйлатакан кӗвӗсӗр пуҫне нимскер те илтмерӗ, хӑйӗн умӗнче маттур хӗр аллинчи ӑса пек вылянакан сӗркӗч вӗҫӗсӗр пуҫне ним те курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Карамыш куҫӗсене шиклӗх палӑрчӗ, тутар мӑрси, урай варринче юман кӗрешӗ пек тӑракан Тукая пӗрремӗш хут курнӑ евӗр, ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таран пӑхса илчӗ те аллинчи хӗҫне васкамасӑр йӗннине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑҫта вӑл? — аллинчи саламачӗпе унта чупрӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вара алманчӑна татӑклӑнах виҫерен кӑларчӗ, вӑл, хӑйне патакпа йӗкӗлтесе тулаштаракан йытӑ пек, ҫиллессӗн ӑрлатса шӑлне шатӑртаттарса илчӗ те аллинчи суллине пӗтӗм вӑйпа урайне ҫӗклесе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑн ҫинчен эпӗ хамӑн шӑллӑма Мухаммед-Гирее ҫырупа та пӗлтеретӗп, — Дмитрий Бельский аллинчи пергамент тӗрки ҫине кӑтартрӗ аслӑ князь.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Василий Иванович Юрий Пронский аллинчи пергамент ҫырусене илчӗ те хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ, элче вырӑна ларма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Крым пирӗн сӗнӗве йышӑнмасть, — терӗ Пронский аллинчи пергамент тӗркевне ик аллипе те сарса, — Крым ханӗ Мухаммед-Гирей Мускава элчӗ хыҫҫӑн элчӗ ярать.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патирек аллинчи пушшине таҫта аякка ывӑтрӗ те вырӑн ҫине кайса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан пӗр хӗрарӑм аллинчи тирӗкрен капӑртма илчӗ те ӑна икӗ пая пайласа пӗр пайне Патиреке, тепӗр пайне Эрнепие тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай аллинчи пушӑ куркана ҫӗре ҫапса ӳкерчӗ Карамыш.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сӑмахӗсене тӗрӗс каларӑн-и? — ун аллинчи хуранпа тирӗкне йышӑнчӗ Северпи.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуҫа Тукай чӑмӑртаса ыраттарнӑ аллине суллакаласа лаша пуҫӗнчи сӳс йӗвене хывса илчӗ (ӑна лашапа пӗрле пама юрамасть, унсӑрӑн килте лаша выльӑх ӗрчемест), ун вырӑнне Тукай аллинчи тем пек илемлетсе пӗтернӗ чӗн йӗвене тӑхӑнтартрӗ, сӑхман аркипе чӗркесе тытнӑ чӗлпӗре Нухрата пачӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Маттур, хӗрӗм, — ун аллинчи чӗлпӗре илчӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан Ахтупай хӗр ачан хӑрах аллинчи патак ухӑ йӗппи пулнине асӑрхарӗ те пушшех те хӑпма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аллинчи илемлӗ ухӑ йӗппипе вылякаласа Эрнепи сукмак еннелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утти те урӑх халь унӑн, чӗлхи-ҫӑварӗ те урӑх, вӑл ҫеҫ мар, аллинчи саламачӗ те урӑх — ун аврине таҫтан кӳрсе килнӗ йывӑҫран тунӑ, ик вӗҫне те пӑхӑрпа тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай пуринчен ытла Булат Ширина сӑйлама тӑрӑшса аллинчи куркапа ун умӗнчен пӑрӑнма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат ашшӗ хӑйне сӑнаса пӑхнине асӑрхаса кулса ячӗ, сӑран аттине аллинчи хӑва хуллипе ҫатлаттарчӗ те: — Атте, пар мана яланлӑхах хӑвӑн Асаматна, питӗ ҫӑмӑл унпа ҫӳреме! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Каллех кӗчӗҫ-и? — терӗ Тукай ун аллинчи кӑкшӑма тытса.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех