Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ытлашши сăмах пирĕн базăра пур.
Ытлашши (тĕпĕ: ытлашши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытлашши юлнине пӗр пус хӑвармасӑр каялла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса хӑй те ытлашши васкамарӗ.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Канмалли кунсенче ытлашши ан лӑпланӑр, шӑпа сире тӗлӗнтермелли май тупӗ.

В выходные не слишком-то расслабляйтесь, судьба найдет способ вас удивить.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне лӑпкӑ иртӗ, анчах ытлашши лӑпланмалла мар.

Неделя в целом будет спокойной, но излишне тоже расслабляться не стоит.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре пуҫару кӑтартмалла, ҫӗнӗ опыт илмелле, анчах ытлашши ӑшталанмалла мар.

На работе вам необходимо проявлять инициативу и приобретать новый опыт, но нельзя поддаваться излишней суете.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах хӑвӑрӑн пултараслӑха ытлашши ан хаклӑр.

Но не стоит переоценивать свои возможности.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ҫынран ытлашши нумай ыйтсан уйрӑлас хӑрушлӑх тухса тӑрӗ.

Если повысите свои требования к партнёру, то это приведёт к размолвкам.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унтан ачасем интереслӗ конкурссене хутшӑннӑ: «Пур е ҫук», «Пантомима», «Виҫҫӗмӗшӗ ытлашши», «Ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем».

Затем ребята участвовали в интересных конкурсах «Да или нет», «Пантомима», «Третий лишний», «Пословицы и поговорки».

"Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программи // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... mi-3372821

Сӑнсем нумаях ӳкереймерӗм — ӗҫпе каймалла пулчӗ те вӑхӑт ытлашши пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер Йошкар-Олара хӑнара пултӑм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/305?single

Вӑл ытлашши сӑмахламасӑр вырӑн ҫине выртрӗ те пуҫне минтерпе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

…Кунта ытлашши тӗлӗнме кирлӗ мар пуль.

Куҫарса пулӑш

«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ытлашши чун ҫывӑхне ан илӗр.

Важно относиться ко всему без излишней важности.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ытлашши чӗлхеллӗ ҫынсен ӳпкевӗ (унсӑр мӗнле вара?) вара пӗтӗмпех хыҫа юлтӑр.

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Вӑл, сӑмаха ытлашши ваклама юратманскер, ку хутра кӑмӑллӑн ҫуталса-ҫиҫсе илет.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Сӑмахран, электричествӑна нумайлӑха сӳнтерсен е вӗри шыв ытлашши вӗри мар пулсан.

Например, если электричество отключали на долгое время или горячая вода была не такой уж и горячей.

Пушкӑртстанра пурӑнакансем коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳленӗ чухне укҫана перекетлеме пултараҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ra-3372838

Валентина Александровна каланӑ тӑрӑх, унӑн ытлашши тимлӗх ыйтман, нумай мар тӑкакламалли ӳсентӑрансем.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Ытлашши шанни, сапаланчӑк пулни хирӗҫӳ, авари е суранланасси патне илсе ҫитерме пултарӗҫ.

Сейчас излишняя доверчивость и рассеянность могут привести к конфликтам, авариям или получению бытовых травм.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ытлашши нумай тӑкакланасран асӑрханӑр.

Контролируйте их, чтобы они не оказались слишком большими для вашего бюджета.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗнӗ киленӗҫ суя пулма пултарать, ҫавӑнпа ытлашши ан калаҫӑр, нумай ан шантарӑр.

Новое увлечение может оказаться фикцией, поэтому не говорите лишнего и не обещайте многого.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑрӑн стиль пирки те ан манӑр - лавккасем тӑрӑх ҫӳрени ытлашши мар.

Также не забывайте про собственный стиль, нелишним будет пройтись по магазинам.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех