Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пулӑшма (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑр вӑхӑтра юлташӑрсене ан манӑр, пӗрне-пӗри пулӑшма хатӗр пулӑр.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Ачасене пулӑшма тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Юлташӗсене ялан пулӑшма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Мобилизаципе Украинӑна каякансене крап берет хуҫи туслӑ пулма, йывӑрлӑха парӑнмасӑр пӗр-пӗрне пулӑшма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Тӗттӗмленсен тӑшман гражданкӑри ҫынсем ҫине бомба пӑрахсан хӑшӗ-пӗри ҫӗрле те Раҫҫей салтакӗсем патне пырса аманнисене пулӑшма ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Хамӑрӑн ҫакӑн пек пӗрлехи ӗҫсемпе, масштабӗпе пысӑках пулмасан та, ҫамрӑксемшӗн вара питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, эпир вӗсене ҫапӑҫма тата ҫӗнтерме вӑй паратпӑр», - тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Фронта пулӑшма тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ahmastpar/

Тулли мар мобилизаципе ҫара кайнисен ҫемйисене патшалӑх пур енлӗ пулӑшма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Ҫынсем укҫапа кӑна мар, япаласемпе те, ырӑ сӑмахсемпе те пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Пӗтӗм ҫӗршывӗпех кар тӑрса Украинӑри ҫар операцине хутшӑнакансене пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Аркадий Кузьмича пӗлтерӗр, тархасшӑн, арӑмӗ тӑварланӑ кӑмпа ҫисе аптранӑ, хӑвӑртрах пулӑшма васкатӑр…

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Килте ӗҫ пулӑшма кирлӗ-ҫке, — терӗ Вӗҫелисса, урайнелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир паян Апраҫ аппана вир ҫумлама пулӑшма каятпӑр, эс Ҫатюксем патӗнче юлӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӗсем туххӑмрах йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшма пикеннине те асӑннӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

— А-а, ӑ-ӑ-ӑ, юрать, ара, юрать, пырӑпӑр, пырӑпӑр, ыранах ҫитӗпӗр пулӑшма, — йӑрст! тӳрленсе тӑрса, куҫне вӗлтсе, тусне айӑкран кӑлт! тӗртрӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Кил-тӗрӗшре арҫын ӗҫӗсем йышланса кайрӗҫ те, ҫула май тата кампа та пулин пулӑшма калаҫса татӑлма пулмӗ-ши тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

«Э-э, Кӗркури, ку перекет мар вара», — сас кӑлармасӑр ӳпкевлӗ-сивлеклӗ куҫӑма сиктеретӗп эпӗ кил хуҫи ҫине, унтан, инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма татах та витӗмлӗрех япала шыраса, урайӗнчи чӗрӗ ҫӗрулми тултарнӑ мӑн чашӑк патне ыткӑнса ҫитрӗм те кукленсе лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Юлашки пиллӗкмӗш ҫынна (шел пулин те, ку сывӑ юлайман) шывран кӑларсан (ҫыннисем пурте строительсем пулнӑ иккен), самаях сив тытнӑ Аркадие хӑйне те пулӑшма тиврӗ: ку вӑхӑта килсе ҫитнӗ водолазсем ӑна ик енчен ытама илчӗҫ те, ише-ише, ҫырана туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ку отрасле пулӑшма иртнӗ ҫул патшалӑх 175 млн та 554 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫынна пулӑшма, ырӑпа ӑшӑтма, калаҫма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ҫумалла-тасатмалла-и, пахчаҫимӗҫ ӳстерсе пухса кӗртмелле-и… - кашнинчех пулӑшма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех