Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аллинче (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анушка аллинче руль ҫӑмӑлланчӗ, хӗрачана ӗнтӗ халь трактор ҫинче пынӑ пек мар, тикӗс ҫулла ҫил пек: вӗҫекен автомобиль ҫинче ларса пынӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка вара унӑн хӑрах аллинче пӗр тӗрӗс пӳрне те юлманнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аллинче кӗреҫе пур пулин те, Гариф тухнӑранпа та пӗр ывӑҫ тӑпра ывӑтса курман-ха, каҫ пуличчен ывӑтас та ҫук.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Участок хӑйсен аллинче юлни вӑл ниме те пӗлтермест, вӗсем унта ӗҫлеймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла ҫапӑҫтарнӑ ҫитмен пурнӑҫ икӗ яла, ҫӗршер ана ҫӗртсе улӑх-ҫаран тытакан пуянсем вара хресченсене сирӗн ҫӗр кӳршӗ ял аллинче тесе хӗтӗртнӗ, вӗсем ҫапӑҫнине савӑнса пӑхса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ниепле те чухласа илеймест: мӗнле хут вӑл ывӑлӗн аллинче, мӗн пирки савӑнать Ятман ҫав териех?

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ну, кӳр, йӑлт вуласа тухам, — вӑл куннинче хута аллинче нумайччен тытса тӑчӗ ӑна пӗрре мар, иккӗ мар, темиҫе хутчен вуласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Революциччен нумай ӗлӗкех ял ҫыннисем, улпут аллинче тӑракан хӑвана хаклӑ хак парса илсе, хӗл каҫиччен корзинка авнӑ, кайран вара ӑна Тарасов купеца ҫурма хакпа сутса янӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ӳлӗмрен пире ҫын вырӑнне хуман Хусан ханӗн аллинче мар, пире йывӑр вӑхӑтра яланах пулӑшса тӑнӑ вырӑс ӗмпӗвӗ аллинче пултӑр.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫӗнни, пире шухӑша яраканни кунта ҫакӑ: халиччен Хусан аллинче пулнӑ Ту енчи ҫӗр-шыв, Хусана парӑнтарас ӗҫре калама ҫук пысӑк вырӑн йышӑнса тӑраканскер, Нухай аллине куҫать.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сеид хӑйӗн йышлӑ ҫырӑвӗсенче ҫапла ҫырать те: вара эпир пурсӑмӑр та аслӑ пичче аллинче — султан аллинче — пулӑттӑмӑр тет.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс халь хӑвӑн тарҫу аллинче мар, халӑх аллинче, — терӗ вӑл мӑнаҫлӑн, — ҫавӑнпа йӗркеллӗрех пул, Тукай ӗмпӳ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пысӑк кимӗсем вӗсен аллинче.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ваттисем ӑна темиҫе ҫамрӑка нухай эшкерӗсен аллинче курни ҫинчен, вӗсене ҫыхса пӑрахса тыткӑна илсе кайни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине карчӑкӑн тутӑрӗ ҫеҫ сӗвӗнсе юлчӗ ун аллинче.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн тӑватӑ ялӗ ҫав эсремет аллинче!

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Санӑн ялусем халь Урасмет аллинче.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӗве тӑрӑхӗнчи пысӑк ялсем хан аллинче те Девлизер аллинче.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускав ҫӗнӗ ҫӗрсем, ҫӗнӗ хуласем туянать, Хусан халиччен хӑй аллинче тытса тӑнӑ ҫӗрсене те ҫухатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр енчен, вӑл хан, ҫӗр-шывра пуринчен асли, ун аллинче пӗтӗм пӑхӑт — влаҫ та пуянлӑх, ҫынсен шӑпи; тепӗр енчен, вӑл пукане вырӑнӗнче ҫеҫ — ӑна мӗнле ҫавӑрас теҫҫӗ, ҫавӑн пек ҫавӑркалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех