Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрман сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрман (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗп ҫыран хӗррипе вӑрман кашласа ларать.

По другую сторону ее рос лес.

Вӑрманти пушар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 58–60 с.

Вӑрман ҫаралма тытӑнчӗ, ҫулҫӑсем юр ҫунӑ пек тӑкӑнаҫҫӗ.

Лес начинал сквозить и все больше и больше осыпал листву на землю.

Вӑрманти пушар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 58–60 с.

Ҫынсем йӑнӑшни вӑрман тӑрӑх янӑра-янӑра каять.

оглашая тайгу громкими стонами.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Ҫӳлте вӑрман, эпир касма палӑртнӑ ту хырҫи тинӗс шайӗнчен пин те икҫӗр метр ҫӳллӗшӗнче шутланать.

Самый перевал — это покрытая лесом седловина высотою в тысячу двести метров над уровнем моря.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Вӑл куяна та хӑйпе пӗрлех вӑрман еннелле йӑтса кайрӗ.

Ястреб полетел к лесу вместе со своей добычей.

Xурчкапа куян // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 38–40 с.

Унтан вара ҫӳллех мар йывӑҫ тӗмӗсем лараҫҫӗ, вӗсем хыҫӗнчен тем тӗрлӗ вӑрттӑнлӑхсем усракан ӗмӗрхи шӑп вӑрман пуҫланса каять.

Дальше шел кустарник, а за ним — таинственный, молчаливый лес.

Каҫхи сунар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 27–32 с.

Икӗ енӗпе те вӑрман кашласа ларакан ҫыран хӗррисем кӑшт ҫеҫ палӑраҫҫӗ.

Я еле различал оба берега, покрытые лесом.

Каҫхи сунар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 27–32 с.

Вӑрман хыҫӗнче ӗнтӗ вӑл пачах та палӑрми пулса ҫитнӗ, анчах ытти ҫӗрте пур вырӑнта та — тӳпере-и е ҫӗр ҫинче — ҫутӑ тӗттӗмпе кӗрешни сисӗнет.

За лесом ее не было видно, но всюду — в небе и на земле — чувствовалась борьба света с тьмою.

Каҫхи сунар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 27–32 с.

Вӑрман хӗрне ҫитме ҫӗр метр пек юлнӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк хам мӗн шыранине курах кайрӑм.

Не успел я дойти до опушки леса, как увидел того, кого искал и боялся найти.

Йӑнӑш курӑннӑ-мӗн… // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 11–15 с.

Вӑрман тин ҫеҫ ҫаралма тытӑннӑ-ха, пӑт-пат кӑна ҫулҫӑсем ӳккелеҫҫӗ.

Появились первые признаки листопада — под ногами шуршала опавшая листва, лес начинал сквозить.

Йӑнӑш курӑннӑ-мӗн… // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 11–15 с.

Ҫӗнӗ офицер тавралӑхри вӑрман тӑрӑх пӑшалпа ҫӳреме юратнине полк командирӗ часах асӑрханӑ, ӑна вара кӗҫех сунарҫӑсен командин начальникӗ туса хунӑ.

Командир полка заметил, что новый офицер любит бродить по сопкам с ружьем в руках, и назначил его начальником охотничьей команды.

Инҫет хӗвелтухӑҫ тишкеревҫи // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 3–7 с.

Паянхи пысӑк чул ҫуртсем вырӑнӗнче, трамвайсемпе автобуссем чупакан анлӑ урамсем вырӑнӗнче ун чухне вӑрман кашласа ларнӑ, унта час-часах тигрсем те пыра-пыра тухнӑ.

Там, где сейчас стоят большие каменные дома, где по широким улицам ходят трамваи и автобусы, тогда росли леса, в которые нередко заходили тигры.

Инҫет хӗвелтухӑҫ тишкеревҫи // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 3–7 с.

Вӑрман ӑҫта иккенне кӑна каласа кӑтартрӑм…

Сказал, где лес лежит, и все…

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кала, Шыҫмак Ваҫилейне вӑрман пирки кам юла юпса пӗлтерчӗ?

Скажи, кто донес Шысьмак Васьлею про лес?

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пикмӑрса мӗн-ха вӑл, ӑна вӑрман вӑрланӑ тесе кӑна айӑплама пӑхнӑ.

Ему еще и то повезло — его только в краже леса обвинили.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чи лайӑх ҫӗр, шыв-шур те вӑрман — улпутсенче.

Все лучшие земли, вода, леса — все в руках улбутов.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑрман хӑлхаллӑ, хир куҫлӑ, кайса ыйтах ҫавсенчен.

— Лес ушаст, лес глазаст — у него и спрашивай.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Утламӑша килсе, хӑйсен ирӗкӗпе вӑрман касакансене ушкӑнӗпех тытӑп та, вӗсем мӗншӗн пӗтӗм вулӑс халӑхне хӗтӗртсе ячӗҫ тесе айӑплӑп, ҫавӑншӑн мана исправникрен чыс та хисеп пулӗ тесе шутланӑччӗ вӑл.

А он-то надеялся без особого труда изловить утламышских лесокрадов, заодно обвинить их в том, что вся волость занялась самовольной вырубкой лесов, и тем самым вырасти в глазах исправника.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑрман вӑррисене ялта урӑх пӗр ҫын та тупайманшӑн уретник калама ҫук тарӑхрӗ.

Урядник же был вне себя от гнева, больше никого и лесокрадов не нашли.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Апла эс те вӑрман вӑррисене пӗлместӗн?

— Так ты говоришь, не знаешь лесных воров?

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех