Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйӗн пӗчӗк чышкисене ҫав тери ҫилӗпе пӑчӑртарӗ — ҫивӗч чӗрнисем ывӑҫ тупаннех кӗрсе кайрӗҫ.

Она гневно сжала кулаки, так что острые когти впились в ладони.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Хӑрушӑ та юнлӑ вӑхӑтсем иртсе кайрӗҫ.

— Прошли страшные, кровавые времена.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тепӗр кунне ӑна вӑрласа кайрӗҫ.

А на следующий день его украли.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ҫамрӑкраххисем — партизана кайрӗҫ, эпир, ватӑсем, пӗтеттӗмӗр, пирӗншӗн тӗттӗм ҫӗр ҫитрӗ.

— Ребята — в партизаны, а мы, убогие, погибали, ночь постигла.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вагонран тухсан, Фроловпа Гринева чугун ҫул хӗррипе тӑсӑлса выртакан сукмакпа утса кайрӗҫ.

Выйдя из вагона, Фролов и Гринева пошли по дорожке, тянувшейся вдоль путей.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тупӑсем тӑшман тылне пеме пуҫласан, темиҫе цепе пайланнӑ батальонсем атакӑна кӗрсе кайрӗҫ.

Когда орудия перенесли огонь на вражеские тылы, батальоны, развернувшись в несколько цепей, пошли в атаку.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Юлашкинчен, миллеровецсем чакса кайрӗҫ.

В конце концов миллеровцы откатились.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫурҫӗр Двина ҫинчи ҫапӑҫусенче Хӗрлӗ Ҫар хӑватлӑн пырса ҫапнипе поражени тӳснӗ американецсемпе акӑлчансем, халӑх ҫиллинчен, хӑйсене халӑх тавӑрассинчен хӑраса, Архангельскран васкасах пӑрахса тухса кайрӗҫ.

Чужеземные войска, потерпев поражение, разбитые Красной Армией в боях на Северной Двине, поспешили оставить Архангельск, боясь народного гнева, народной мести.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫурҫӗр еннелле ҫынсем, тупӑсем, боеприпассем, ӑшӑ кӗпе-тумтир тиенӗ эшелонсем туха-туха кайрӗҫ.

На Север пошли эшелоны с людьми, орудиями, боеприпасами, теплым обмундированием.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Салтаксем шавласа кайрӗҫ, тахӑшӗ чупса кайрӗ, прожектор ухтарса шырама тытӑнчӗ.

Солдаты загалдели, кто-то побежал, заметался прожектор.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗтӗмпех юнпа хӗретсе хӑварчӗҫ, пурне те ҫаратса кайрӗҫ!

Все залили кровью, все ограбили!

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ылтӑн кӑшкарлӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ пӗчӗк японец иртсе кайрӗ; французсем, скандинавсем, акӑлчансем, американецсем — Френсиспа Линдлей наместникӗсем — иртсе кайрӗҫ, вӗсен секретарӗсем, клеркӗсем, тарҫисем иртрӗҫ.

Прошел маленький японец в золотых очках, прошли французы, скандинавы, англичане, американцы, наместники Френсиса и Линдлея, прошли их секретари, клерки, слуги.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсем ҫаратнипе иртӗхсе, ытлашши мӑнтӑрланса кайрӗҫ.

Они разжирели на грабеже.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пирӗн тӑван Архангельск крайне, вырӑс халӑхӗн чӑн-чӑн ҫӗршывне, вӗсем ылтӑнпа шутласа пӗр миллиард тенкӗлӗхе ытла ҫаратса та кайрӗҫ ӗнтӗ.

Почти на миллиард рублей золотом уже ограблена ими наша родная Архангельщина, исконная русская земля.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тепӗртак вӑхӑт иртсен, ҫыран хӗрринче кӑшкӑрашнисем илтӗнсе кайрӗҫ:

Через некоторое время на берегу раздались крики:

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Питӗ вӑйлӑ взрывсем пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑраса кайрӗҫ.

Оглушительные взрывы раздавались один за другим.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫакнашкал кимӗсенчен пӗринпе Чесноков, Потылихин тата Греков пулӑ тытма тухса кайрӗҫ.

На одном из таких суденышек отправились на рыбалку Чесноков, Потылихин и Греков.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн белогвардеецсем хушшинче чуна ҫӳҫентерекен калаҫусем пуҫланса кайрӗҫ.

После этого свидания в стане белогвардейцев поползли панические слухи.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Командующи сӑн-сӑпатне курсан, вӗсем иккӗшӗ те тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ.

Оба они были поражены видом командующего.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Миллерпа Марушевский генералсене Двина ҫинчен таврӑнма ӗлкӗрнӗ Айронсайд патне ҫийӗнчех чӗнсе кайрӗҫ.

Генералы Миллер и Марушевский были немедленно вызваны к уже возвратившемуся с Двины Айронсайду.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех