Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫех ватӑ стариксемпе карчӑксем пурте ял Советӗнчен тухса кайса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чӑнах та ку Озеров Уҫӑп ӗҫӗ пулсан, шантаратӑп сире, ӑна пуҫран ачашласа тӑмастпӑр эпӗр, ял халӑхӗ умӗнче явап партаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ халӗ тем парсан та хамӑр ял чиркӳне ура ярса пусмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан пӗр карчӑкӗ алӑк патнелле ҫывхарнӑ хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Кала, Укаҫ тӑхлачӑ, ял пуҫлӑхӗсене, йӑлтах тӗп-тӗрӗсне каласа пар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем апла-капла шухӑшласа ларнӑ вӑхӑтра ял Советне пӗр ушкӑн халӑх кӗпӗрленсе кӗчӗ, ытларах стариксемпе карчӑксем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак тӗлӗнтермӗш хыпара ял Советӗнче ӗҫ туса ларакан Казаковпа Степанов та тӳрех ӗненмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Гури, йӗри-тавра пӑхса, шӑппӑн кӑна паян хӑй Уҫӑппа тата Павӑлпа пӗрле малтан чиркӳ хуралҫи патӗнче пулнине, унтан Уҫӑп Якку пуппа мӗнлерех калаҫнине, кайран пӗлтерӳсем ҫырса вӗсене Павӑлпа иккӗшӗ ял тӑрӑх ҫыпӑҫтарса ҫӳренине йӑлтах тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем ҫав ҫынна ял Советне ман пата илсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл парти организцийӗпе те, сирӗнпе те каншламасӑрах «чиркӗве хупса унта халӑх клубӗ уҫасси» ҫинчен ыйту кӗртсе, ҫав пӗлтерӗве ял тӑрӑх ҫапса тухма хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пирӗн ҫак пухура ларакан хӗрсем ҫаплах ял хушшинче пур ҫӗртре те арҫынсемпе тан хутшӑнса ӗҫлеме хӑюлӑх ҫитереймеҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑ ҫӗклесен, ял халӑхӗ умӗнче мӗнле пуҫа кӑтартас?

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, тепри пулсан, ял Советне илсе килнишӗн ятласа пӗтермелле, ку вара пуҫне тайсах тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ялан тенӗ пекех ял Советӗнче.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна ял Советне ҫавӑтса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

2. Ял чиркӳне хупса унта халӑх клубӗ уҫасси.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем ял Совечӗ еннелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ял Советне кайса, кӗҫӗр комсомолецсен пухӑвӗ пуласси ҫинчен пӗлтерӳсем ҫырар, — терӗ Уҫӑп, юлташӗсем ҫине хӗп-хӗпӗрчӗк куҫпа пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нурӑс ҫывӑхӗнчи Тени ял пачӑшкиех ав, ӑслӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял пупӗ чиркӳпе юнашар шатрун ҫуртра пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла турӗҫ те, Иван хапхана уҫса ячӗ ҫеҫ, картишӗнчи тахӑш самантра кӳлсе тӑратнӑ лашасем умлӑн-хыҫлӑн урама вашкӑртса тухрӗҫ, тулхӑркаласа илсе, ҫуна тупанӗсем якатнӑ ҫулпа кӳршӗ ял еннелле тапса сикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех