Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫрен (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Левентей туйрӗ, ӑна паян ӗҫрен хӑварас тесен те хӑвараймастӑн, хӑй каларӗшле, унӑн паян ӗҫшӗн ӑлӑ тупанӗ кӗҫӗтсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ тек пултараймастӑп, тархасшӑн ӗҫрен кӑларӑр, теместӗп.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нумай пулмасть вӑл ферма пуҫлӑхне Сехрене ӗҫрен кӑларма сӗннӗ, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫрен пушаннӑ хыҫҫӑн Кӗтерне урай ытла ҫӳпӗленнине кура, пӳрте тирпей кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку эрнере Укахви ӗҫрен кашни кун ҫав тери ывӑнса таврӑнчӗ, — нихҫан ҫӗрулми кӑларман пек, аллисем сурса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, чӗрни хушшисем йӑлтах чӗрре кӗрсе пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑш ӗҫрен пӑрӑнса тӑнӑ вӑл халиччен?

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Паянхи кун пирӗншӗн ӗҫрен хакли ним те ҫук.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ав лашасем ӗҫрен килнӗ, эс тухса та курмастӑн.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Иван, лашасем ӗҫрен таврӑннӑ, курмастӑн-им? — кӑшкӑрчӗ вӑл, анчах вӑл кӑшкӑрни ҫине конюхсем пурӑнакан пӳртрен никамам та тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ, ват ҫын пулса, ҫапла калатӑп: вӑрҫа кайнӑ тӑванӑрсем ҫинчен-пӗр минутлӑха та ан манӑр, колхозра ӗҫрен пӑрӑнма пӑхаканни пӗр ҫын та ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем ӗҫрен чылай ҫӗрле пулсан ҫеҫ пушанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳрт мӑрйинчен тӗтӗм тухать, апла пулсан, амӑшӗ те килтех, ӗҫрен таврӑнса каҫхи апат ҫакса янӑ пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗншӗн халӗ ӗҫрен хакли нимӗн те ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вырӑскас Пикших ялӗнчи «Надежда» ача-сачӗн ӗҫченӗсем те ҫак паллӑ ӗҫрен айккинче пӑрӑнса юлман.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Иливан кӑҫал ялан ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нимпе те ӗҫрен кӑлармасть вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ӗҫрен хӑраман — ҫӑкӑрлӑ пулнӑ», — каларӑша тӗпе хурса канмалли кунсемпе уявсене пӗлмесӗр иртен пуҫласа каҫчен тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Пӗтӗм хутсем тӗрӗслев витӗр тухсан 2 млн тенкӗ грант илме пултарнӑ ҫак ӗҫрен хӑраман ҫемье.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме ӳркенменнисем малашлӑх енне хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9374-grantse ... 27-05-2022

Паллах, вӗсем кӑна мар, ытти вӗрентекенсем те хаҫат кӑларас ӗҫрен айккинче юлмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналистикӑри утӑмсем сӑвӑ ҫырассинчен те пуҫланаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9678-zhurnal ... -puclanacc

Фермерӑн анлӑ тавракурӑмлӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ, нимӗнле ӗҫрен те хӑраман ҫын пулмалла тесе калас килет.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех