Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнлантарма (тĕпĕ: ӑнлантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑванлӑх ҫеҫки хушнипе ҫемьесем ӑру-тӑванлӑх сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнлантарма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

11. Ҫакӑн ҫинчен пирӗн нумай калаҫмаллаччӗ, анчах каласа ӑнлантарма хӗн, мӗншӗн тесессӗн эсир итлейми пултӑр.

11. О сем надлежало бы нам говорить много; но трудно истолковать, потому что вы сделались неспособны слушать.

Евр 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Унтан тухсан вӑл халӑха нимӗн калама та пултарайман; ҫынсем вара ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темӗскер курӑннине чухласа илнӗ; вӗсене вӑл аллисемпе кӑтарта-кӑтарта ӑнлантарма тӑрӑшнӑ; ҫапла вӑл чӗлхесӗр пулса тӑнӑ.

22. Он же, выйдя, не мог говорить к ним; и они поняли, что он видел видение в храме; и он объяснялся с ними знаками, и оставался нем.

Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эпӗ сан ҫинчен эсӗ пӗлтерӗше ӑнлантарма, кӑткӑслӑха татса пама пултарни ҫинчен илтрӗм; ҫапла вара, ҫакӑнта ҫырнине вуласассӑн, унӑн пӗлтерӗшне мана ӑнлантарса парсассӑн, сана хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартӗҫ, санӑн мӑюнта ылтӑн вӑчӑра пулӗ, эсӗ патшалӑхра виҫҫӗмӗш ҫын пулӑн, тенӗ.

16. А о тебе я слышал, что ты можешь объяснять значение и разрешать узлы; итак, если можешь прочитать это написанное и объяснить мне значение его, то облечен будешь в багряницу, и золотая цепь будет на шее твоей, и третьим властелином будешь в царстве.

Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Даниил патша патне кӗнӗ те патшанӑн тӗлӗкне ӑнлантарма пулса вӑхӑт ыйтса илнӗ.

16. И Даниил вошел, и упросил царя дать ему время, и он представит царю толкование сна.

Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Моисей ҫак саккуна хӑй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурӑннӑскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурӑннӑскере — вӗлернӗ хыҫҫӑн 5. Иордан леш енчи Моав ҫӗрӗнче ӑнлантарма пуҫланӑ та ҫапла каланӑ: 6. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хоривра пирӗнпе калаҫса ҫапла каларӗ: «сире ҫак ту ҫинче пурӑнса ҫитӗ! 7. каялла ҫаврӑнӑр, ҫула тапранса тухӑр: аморрейсен тӑвӗ ҫине тата вӗсен кӳршисем патне кайӑр, тӳремлӗхе, сӑртлӑха, айлӑм вырӑнсене, кӑнтӑрти ҫӗрсене, тинӗс хӗррине, Ханаан ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ патне ҫитӗр, аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, хӗррине ҫитиех кайӑр; 8. акӑ Эпӗ сире ҫакӑ ҫӗре паратӑп, кайӑр, Ҫӳлхуҫа тупа туса хӑвӑр аҫӑрсене — Авраама, Исаака, Иакова — вӗсене хӑйсене тата вӗсенӗн ӑрӑвӗсене пама пулнӑ ҫӗре ӗмӗрлӗхе илӗр» терӗ.

4. По убиении им Сигона, царя Аморрейского, который жил в Есевоне, и Ога, царя Васанского, который жил в Аштерофе в Едреи, 5. за Иорданом, в земле Моавитской, начал Моисей изъяснять закон сей и сказал: 6. Господь, Бог наш, говорил нам в Хориве и сказал: «полно вам жить на горе сей! 7. обратитесь, отправьтесь в путь и пойдите на гору Аморреев и ко всем соседям их, на равнину, на гору, на низкие места и на южный край и к берегам моря, в землю Ханаанскую и к Ливану, даже до реки великой, реки Евфрата; 8. вот, Я даю вам землю сию, пойдите, возьмите в наследие землю, которую Господь с клятвою обещал дать отцам вашим, Аврааму, Исааку и Иакову, им и потомству их».

Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Фараон Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм, анчах ӑна никам та ӑнлантарса параймасть; эпӗ сан ҫинчен тӗлӗк ӑнлантарма пӗлет тенине илтрӗм, тенӗ.

15. Фараон сказал Иосифу: мне снился сон, и нет никого, кто бы истолковал его, а о тебе я слышал, что ты умеешь толковать сны.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Халӗ лавккасенче хаксем ҫӗпре ҫинчи пек ӳснине ӑнлантарма та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ку Афиатулловсемшӗн сӑмахпа ӑнлантарма ҫук пысӑк телей.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Капиталлӑ юсав фондӗнче хӑвӑрт кӑна канашлу пуҫтарса лару-тӑрӑва ӑнлантарма васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫапла, хамӑрӑн пӗчӗк ялти кӑмӑлсӑр ӗҫ-пуҫа тӗнче шайӗнчи пулӑмсемпе ӑнлантарма пулать-тӗр, анчах тӳрре кӑларма, ман шутпа, май ҫук.

Да, жизненное недовольство маленькой деревни может и можно объяснить происходящими мировыми событиями, но оправдать, по моему мнению, нельзя.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Спорт мероприятийӗсенче тӗл пулакан пӗр пулӑма эп урӑхла ниепле те урӑх ӑнлантарма пултараймастӑп.

Явление, которое встречается на спортивных мероприятиях я по другому никак объяснить не могу.

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех