Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхса (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсем кӑшт кансан вӗсем лаша урлӑ вӗренпе ҫыхса пӑрахнӑ ҫынна илсе ҫӗр ҫине тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вара Аспар кӗпе ҫаннине ҫурса кашкӑр ҫурин хуҫӑлнӑ урине патак хурса ҫыхса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тата хӑвасенчен мӗлкесем ҫыхса хӗҫпе пӗрре сулсах касатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӳрнесем юнлансан ҫуса тасат, эмел курӑкӗсемпе ҫыхса яр.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫыхса вырттартӑмӑр, — каласа пачӗ Клавдия Ивановна.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пысӑк мар пулин те, ачасене хывӑнтарса пӑхма, суранӗсене ҫыхса яма ҫителӗклех вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахтупай ҫӗр пӳрт алӑкне пушӑт таткипе ҫыхса хӑварнӑччӗ — вӑл ҫаплипех тӑрать.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл чи малтан Ахтупайне, унтан Иштерекпе Пикпавне чӗп-чӗр юн тумалла, ҫыхса пӑрахса вырӑнтан хускалайми пуличчен, тархасласа каҫару ыйтиччен ислетмелле, юлашкинчен витине чӑл-пар аркатса ӑйӑра утланса тухмалла.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав миҫе мӑрса ҫӗмрӗлнӗ пит-куҫне тутӑрпа ҫыхса янӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнер вӗсем саншӑн воеводӑпа элчӗ шутланнӑ, сана хушма, вӗрентме, ирӗксӗрлеме пултарнӑ, паян, аллаха шӗкӗр, сан умӑнта ҫыхса пӑрахнӑ халлӗн йӑраланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сан кӗпӳнтен илнӗ ҫип сӗвемне эпир Патирек кӗпинчен илнӗ ҫип сӗвемӗпе пӗрле ҫыхса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алли-урине ҫыхса илсе кайрӗҫ-ши ӑна Урасмет килне е илӗртсе те улталаса илсе тухрӗҫ-ши?

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь упӑшкине ҫапла хӑюллӑ тавӑрни Ухтепие вӑтантарса пӑрахрӗ, вут пек ҫунса тӑракан пит-куҫне кӑтартас мар тесе вӑл часрах тӗпелелле пӑрӑнчӗ, ҫивӗтлемен ҫӳҫне мӗнле килнӗ ҫапла пуҫтаркаласа тутӑр ҫыхса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳрнине ҫыртнӑшӑн тавӑрас тесе пӗр йывӑҫ ҫумне ҫурӑмпа тӑратса ҫыхса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тытӑҫу нумая пымарӗ, икӗ арҫын хӗр ачана вӑл темле вӑйлӑ пулсан та наччасах парӑнтарчӗҫ те аллисене ҫыхса сарайне хупса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунашкал ҫыхса илсе кайма эп вӑрӑ таврашӗ мар пуль?

Куҫарса пулӑш

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элентейпе Мӑрсук иккӗн ик енчен пырса Иштерек аллисене хыҫалалла хирсе илчӗҫ те сӳс кантрапа туртса ҫыхса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ туххӑмра указкӑна сӗтел ҫине хутӑм та алӑ тупанӗ ҫумне пралукпа ҫыхса хунӑ пӗчӗкҫеҫ шӑмма пӳрнепе тӗртсе кӑтартрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав тери кӳренмелле-ҫке капла: чул муклашки илет те Павлуш, ӑна пиҫиххи вӗҫне ҫыхса, Паймук еннелле вӑркӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Виктӑртан хут илнӗ кунах Лисук почтӑна посылка леҫме кайнӑ, амӑшӗ ҫыхса хатӗрленӗ алсише чиксе янӑ, ҫыру та ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех