Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуллахи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи кунсенче вӑл пахчара тӑрмашма юратать, кӑмпа-мӑйӑр пухма ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Вӗсене пур енчен те ӑннӑ теме юрать: ҫуллахи каникула интереслӗ кӑна мар, сывлӑхшӑн усӑллӑ та ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Ҫуллахи каникул пуҫланман та тейӗн – шкул пурнӑҫӗ вӗресе тӑни кашни утӑмран палӑрчӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Ҫуллахи вӑхӑтра вара вӗсем пасара е чиркӗве аркӑсӑр шап-шурӑ кӗпепе, чылайӑшӗ хура сӑран атӑпа ҫӳреҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак йӗркене вӑл ҫуллахи шӑрӑхра та, хӗллехи шартлама сивӗре те, ҫиллӗ-тӑманлӑ, йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкра та пӑсмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫуллахи чи хитре вӑхӑт — ҫимӗк ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуллахи кун вӑрӑм, Мускава ҫав кунах пырса ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Ҫуллахи каникул ҫитсен пӗрремӗш куннех тухса вӗҫтертӗм, тӳрех юмансем патне ыткӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Ӑсансем, кӑсӑясем юлаҫҫӗ, ҫуллахи вӑхӑтра ҫурҫӗрте пурӑннӑ уйӑпсем вӗҫсе килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ҫуркунне ҫав лакӑма шыв тулса юлать те ҫуллахи шӑрӑхсемчченех тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Улӑх тӑрӑх юхакан сивӗрех ҫил халь ҫуллахи пек ачаш мар, ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑнӑ ҫын ҫине шыв сапнӑпа йӗрех ҫӳҫентерсе илет…

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пӗр ҫуллахи ӑшӑ каҫ, чылайччен упӑшкине кӗтсе ларнӑскер, Тимук арӑмӗн килӗ енне ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫуллахи шӑрӑх та аптратаймасть тислӗкпе торф тӑкса кӑпкалатнӑ лайӑх ҫӗр ҫинчи тырӑсене.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӗвеллӗ те илемлӗ ҫуркунне килет-и, ҫуллахи сап-сарӑ кунсем чӗкеҫ ҫунаттине вӗҫсе ҫитеҫҫӗ-и — эпир иксӗмӗр те тӗнче панӑ савӑнӑҫпа икӗ тӗрлӗ усӑ курма тӑрӑшатпӑр, эпир пӗр-пӗрин ҫинчен манатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.

Ҫуллахи ҫумӑр телей куҫҫулӗ евӗр ҫеҫ ҫав.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Илемлӗ ҫуллахи каҫсенче, Веруксен пахчи умӗнче ҫума-ҫумӑн ларнӑ чух, хӗр ӑна салтака кайсан та кӗтме сӑмах панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Ахальтен мар пуль ҫав, ҫуллахи канӑва нумайӑшӗсем Хусантан, Горькирен тата ытти хуласенчен килсе ҫакӑнта ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫуллахи вӑхӑтра кунӗпе ҫӗр лаптӑкӗнче тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Ҫуллахи ӑшӑ каҫсенче хамӑр урамра кӗсле сасси янӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫуллахи ир.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех