Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫуртра (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗҫ-пӑшалсене пирӗн ҫуртра та пытарнӑччӗ анчах кунта нумаях марччӗ.

Прятали оружие и в нашей квартире, только в меньшем количестве.

Пурте — пӗриншӗн, пӗри — пуриншӗн те // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӗсен планӗсене эпӗ лайӑх пӗлсе тӑнинчен ачасем шикленместчӗҫ — вӗсем эпӗ пулӑшнине пысӑк хака хуратчӗҫ, пӗр хутчен кӑна мар мана вӗсем хӑйсен пухӑвӗсене, е ҫав вӑрттӑн пухусем пирӗн ҫуртра пулса иртнӗ чухне мана пӗчченех хуралласа тӑма шанатчӗҫ.

Ребята не остерегались того, что я знакома с их планами, — они охотно пользовались моей помощью и не раз доверяли мне охрану собраний, когда конспиративные заседания проходили в нашем доме.

«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пирӗн разведчиксем пӗр ҫуртра чӑлана пытанса ларнӑ темӗнле этеме шыраса тупнӑ.

В одном доме наши разведчики нашли человека, спрятавшегося в чулане.

Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫавна пула ҫуртра таса мар шӑршӑ перет, шӑнасем туллиех.

Грязь, вонь, мухи.

Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Арестленисене хупса усракан ҫуртра ҫынсем калама ҫук нумай, унта ларма та вырӑн ҫук, пурте ҫӗрӗпех ура ҫинчех ирттереҫҫӗ, ура ҫинче тӑрсах ҫывӑраҫҫӗ.

В арестном помещении людей набито столько, что сесть негде, все стоят целыми ночами, спят стоя.

Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вара ҫуртра унӑн шапанни пек вӗҫӗмсӗр сасси илтӗнетчӗ:

Только и был слышен по дому его квакающий голос:

Тытӑҫу // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пирӗн ҫуртра тӑшман пурӑнни ывӑла чӑтма ҫук ҫилентеретчӗ.

Присутствие врага в нашем доме приводило сына в ярость.

Нимӗҫсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пирӗн юратнӑ ҫуртра, нумаях пулмасть ҫав тери шавлӑ та канлӗччӗ, савӑнӑҫпа хаваслӑх тӑратчӗ, Олег кулли тата Коляпа кукамӑшӗ шӳт туни пӗр чарӑнмасӑр янӑраса тӑнӑ ҫуртра, халӗ пушӑ, кичем.

В нашем милом домике, где недавно было так шумно и уютно, полно радости и веселья, где не умолкал смех Олега, шутки дяди Коли и бабушки, стало пусто, глухо, одиноко.

Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пирӗн ҫуртра та ҫула тухма хатӗрленме тытӑнчӗҫ.

В нашем доме тоже готовились к отъезду.

Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пирӗн ҫуртра Зоя ҫинчен нумайччен калаҫрӗҫ.

Долго в нашем доме говорили о Зое.

Зоя // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Олег пирӗн ҫуртра пӗртен-пӗр арҫынччӗ, ҫавӑнпа та мӗнпур ӗҫсем ун ҫине ӳкрӗҫ.

Олег был единственным мужчиной в нашем доме, и на его плечи легли все заботы, связанные с эвакуацией.

«Анне, яр мана!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Полицейскисем, пӗр-пӗр килхушшине тутӑхса лапчӑнса пӗтнӗ гильза тупӑнсанах, ҫав ҫуртра пурӑнакан ҫынсене пӗтӗм ҫемьипех персе пӑрахаҫҫӗ.

Стоит полицейскому найти на дворе затоптанную в землю заржавевшую патронную гильзу — расстреливается вся семья.

«Усачсемпе» тӗлпулни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вара вӑл, уява пула ҫынсем ҫуртра каялла-малалла ҫӳренине сӑнаса, атриум витӗр, витнӗ галлерея витӗр тухнӑ; унтан коридор тӑрӑх пӗчӗк сада ҫитнӗ, сад витӗр чупса тухса, ҫуртӑн тепӗр енне пынӑ.

Он, среди суматохи, поднятой приходом клиентов, прошел через атриум, крытую галерею и коридор в садик и добрался до выхода.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫак ҫуртра законсене тата государство хыснине сыхласа усраҫҫӗ.

В этом здании хранились законы и государственная казна.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тытах хӑвӑн шӑшисене тата эпӗ хамӑн ҫуртра пурӑннине курса ӑмсан.

Лови своих мышей да посматривай, как я заживу в своем домике.

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

«Прошка ӳстӗр кӑна, каллех ҫуртра «тӑрантаракан» пулать, эпӗ заводран тухатӑп вара…»

«Вот бы только вырастить Прошку, опять будет «кормилец» в доме, и уйду с завода…»

V // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Ленинпа Сталин пӗчӗкҫӗ пулнӑ пулсан тата пирӗн ҫуртра пурӑннӑ пулсан, мӗн тери аван пулнӑ пулӗччӗ.

Как хорошо было бы, если бы Ленин, когда был маленький, жил бы в нашем доме.

Акӑ Ҫӗнӗ Ҫулти каникул та ҫитрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вӗсем пӗр ҫуртра пурӑнаҫҫӗ.

Они на одной площадке живут.

Акӑ Ҫӗнӗ Ҫулти каникул та ҫитрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вӑл ҫиччӗмӗш номерлӗ ҫуртра пурӑнать.

Он в доме номер семь живёт.

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Пирӗн ҫуртра пурӑнакан хӗрачасем пурте ҫырӑнчӗҫ ӗнтӗ, — ӑнлантарать Маруся.

— Все девочки с нашего двора записались уже, — объясняет Маруся.

Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех