Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑхӑрса (тĕпĕ: шӑхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытлашши ҫӳлте те мар, таҫтан пӗлӗтсем хушшинчен, тӑшман штурмовикӗсем, сӑнсӑр кӑвак тӗслӗскерсем, хаяррӑн та хӑрушшӑн ӳлесе, виҫҫӗн килсе тухрӗҫ те ҫуртсем ҫийӗн аялтанах шӑхӑрса иртсе кайрӗҫ.

На небольшой высоте из облаков вынырнули три огромных темно-серых вражеских штурмовика и, пронзительно завывая, промчались над крышами домов.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ерипен!.. — тетчӗ вӑл, Сашӑн вара хӑлхара ҫил шӑхӑрса тӑрас пек хӑвалас килет…

Тише!.. — испуганно просила она, а ему хотелось мчаться быстро, так, чтобы дух захватывало и ветер свистел в ушах.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Хыттӑн шӑхӑрса Саша ачасене пурне те хӑй патне чӗнсе илчӗ.

Пронзительный свист Саши собирал всех ребят.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Тенора шӑхӑрса илсе, ачасем вӑрмана кайрӗҫ.

Свистнув Тенора, ребята отправлялись в лес.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Текех тӳссе тӑраймасӑр, Саша хытӑ шӑхӑрса ячӗ.

Не вытерпев, Саша резко свистит.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вӗсем тавра пульӑсем шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ.

Вокруг них со свистом летели пули.

47 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ун патӗнче темскер шӑхӑрса аяккалла сирпӗнчӗ…

И около нее со свистом посыпалось что-то…

40 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ваҫҫук хӑрушлӑх пуррине систерсе шӑхӑрса ячӗ…

Васек издает тревожный крик…

35 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Анчах хӑй начар шӑхӑрнӑ пек туйӑннӑ пирки Ваҫҫук тепӗр хут шӑхӑрса пӑхрӗ.

Но Ваську показалось — плохо, и он крикнул еще раз.

35 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Аса илтӗм! — хавасланчӗ Ваҫҫук, вара хӑй ҫавӑнтах саркайӑк пек шӑхӑрса пӑхрӗ.

Вспомнил! — обрадовался Васек и тут же крикнул, подражая иволге.

35 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Федька, икӗ пӳрнине ҫӑварне хыпса, ши! шӑхӑрса илчӗ.

Федька заложил два пальца в рот и издал короткий свист.

31 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Кӗл пухнӑ хыҫҫӑн тепӗр эрне ҫурӑран пӗр ирхине Саша картишӗнчи йывӑҫ тураттисем ҫинче шӑнкӑрчсем илемлӗн шӑхӑрса юрланине илтрӗ.

Недели полторы спустя после сбора золы, проснувшись утром, Саша в звонком хоре грачей, облепивших на усадьбе голые, с корявыми сучьями деревья, различил оживленное щебетанье скворцов.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Анчах ӑста платниксен аллинче вӗсем выляса тата шӑхӑрса ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

Но у мастеров-плотников эти инструменты играют и поют в руках.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Чӗлӗм тӗтӗмӗ мачча патне ҫитичченех йӑсӑрланса тӑрать, сӗтел ҫинче пӗчӗк лампа тӗксӗммӗн кӑна ҫунать, тулта хаяр ҫил шӑхӑрса вӗрет, чӳречесем ҫине ҫил-тӑман пыра-пыра ҫапӑнать, ҫынсем вара ҫаплах лараҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ…

Плавал у потолка сизый табачный дым, тускло светила надяетолом пятилинейная лампа, свистел ветер за стеной, и вьюга била в окна, а люди все не расходились, шумели, спорили…

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ун хыҫҫӑн тата темиҫе пуля шӑхӑрса иртнӗ.

За ней еще и еще.

Маньчжури сопкисем ҫинче // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 111–125 с.

Сасартӑк сывлӑшра пуля шӑхӑрса иртнӗ.

Вдруг в воздухе запела пуля.

Маньчжури сопкисем ҫинче // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 111–125 с.

Пульӑсем шӑхӑрса иртнӗ, Кошка ҫаплах малалла шунӑ, унӑн ҫурӑмӗ ҫинче виле силленсе пынӑ.

Пули летят, а Кошка все ползет, мертвец у него на спине.

Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.

Тӑшмансем енчен пульӑсем шӑхӑрса килнӗ, анчах вӗсенчен пӗр усӑ та пулман.

С вражеской стороны запели пули, но тщетно.

Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.

Ҫакӑн ҫинчен вӑл начальствӑна пӗлтерме кайма хатӗрленнӗ, анчах ҫак самантрах ун пуҫӗ ҫийӗнчен тупӑ етри шӑхӑрса иртсе кайнӑ.

Он хотел было пойти доложить начальству, но над его головой просвистело пушечное ядро.

Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.

Кайӑксем вӑранчӗҫ, тӗмӗсем хушшинче тӑрмашма пуҫларӗҫ, юрласа, шӑхӑрса ячӗҫ.

Проснулись птицы, засуматошились в кустах, защелкали, засвистели.

9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех