Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутларӗ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул ҫинче хӑйӗн ҫыннисене пӗр сӑмах чӗнмесӗр нумайччен пит ҫинчи, хулпа ҫурӑм ҫинчи юнланнӑ вырӑнсене сӑтӑркаласа пычӗ вӑл, шӑлне шатӑртаттарчӗ, Кӑкшамара мӗнле пырса кӗресси ҫинчен шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай ӑна хирӗҫлесшӗнччӗ, чӗлхе вӗҫпе «Малтан ханлӑхне туса хумалла, вара тин ханне шырамалла» текен сӑмахсем те килнӗччӗ, Мамич-Бердее тавлашса ҫӗнтерес ҫук тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл пӗтӗм вӑйне пухса хуларан тухма, пӑлхавҫӑсене вӑрмана шала кӗмесӗр аркатса тӑкма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫар кӑткӑ пекех хӗвӗшрӗ ӗнтӗ пирӗн таврара, чӗтресе кӑна пурӑнтӑмӑр, — сӑмах чӗнмесӗр ларни аван мар тесе шутларӗ пулас Илтепи.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Тухмасӑр тӗрӗс турӗҫ-ха вӗсем хальхинче, — шутларӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамрӑк мӑрса ӑна тата ытларах тӗлӗнтерме шутларӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри, кунта нумайранпа пулманран-тӑр, вӗсемпе калаҫса пӑхма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫирӗп чунлӑ мур илесшӗ этемӗ, — шутларӗ Сарри ӑна хӑваласа кӑларасси патне ҫитсе.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсенчен, хӑнасенчен кӑшт хӑтӑлсан мӑрса хӑйӗн хуҫалӑхне пӑхса ҫаврӑнчӗ: выльӑх-чӗрлӗх мӗн чухлӗ юлнине тӗрӗслерӗ, кӗлечӗсене кӗрсе тухрӗ, утӑ капанӗсене шутларӗ, ял тулашӗнчи арманне ҫитсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑшра кашни ку туслӑха ӳлӗмрен те ҫухатас марччӗ тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫӗрпӗве тухса кайни лайӑх-ха вӑл, — татах шутларӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ватӑлтӑм иккен, — шутларӗ вӑл урам кукӑр-макӑрӗпе утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Тепӗр тесен юрать-ха хама тытса хупмарӗ, — шутларӗ хӳшӗре ӗнтӗркесе выртакан мӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ытти мӑрсасем умӗнче хӑй хаярлӑхне кӑтартасшӑн мар, — шутларӗ тӗкӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Кӗрсех курас-и? — иккӗленсе шутларӗ Иливан. — Тек-тек килсе ҫӳрес ҫук, юлашки хут курам хуҫа ҫуртне».

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Горбатый-Шуйскин вайпут хӑй патне чӗнтерет вӗсене, — шутларӗ Иливан.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Пулать те иленкӗллӗ япала, — шутларӗ вӑл ӑшра.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Пӗлеймерӗм пулмалла, — шутларӗ ҫул кӑтартакан ирҫе чунтан ӳкӗнсе, мӗн те пулин ыйтмаллаччӗ манӑн воеводӑран, тутлӑ апат ҫинипе ҫеҫ ҫырлахмалла марччӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Кӑна тума пултарать вӑл, — шутларӗ аслӑ князь ҫыру хучӗсене хӑйӗн дьякне тыттарса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуралҫӑ Ахмедзяна ҫывӑрса кайнӑ тесе шутларӗ пулас, хыттӑнах аяк пӗрчинчен чышрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех