Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиркӳ сăмах пирĕн базăра пур.
чиркӳ (тĕпĕ: чиркӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чиркӳ тӑвассине хирӗҫ пулнӑшӑн хӑрушла асапа лекме пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫӗнӗ чиркӳ тӑвас тесе калаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юри-мари хӑтланакансене фельдфебель чиркӳ айӗнчи путвала хупса лартатчӗ.

Пытающихся биться понарошку он заточал в подвал под церковью.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чиркӳ лаптӑкне пуҫтарӑннисем Янтул еннелле ҫаврӑнса тӑчӗҫ.

Собравшиеся на церковной паперти тоже повернулись к Яндулу.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кил картинче те ҫынсем: чиркӳ старасти, Каҫҫан пичче, Михапар, Миклайпа арӑмӗ…

Во дворе тоже собрался народ: церковный староста, дядя Касьян, Михабар, Миклай с женой…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантурпа чиркӳ умӗнчен иртет Ухтиван, хушлӑхпа ҫырма хӗррине анать, каҫма урлӑ леш енне каҫать.

А Ухтиван уже миновал церковь, контору и, спустившись к реке, перешел ее по мосту.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чиркӳ ҫыннисем…

К церковным людям, например.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чиркӳ (тӗн) пусмӑрне ан манӑр.

и церковные притеснения, станет ясной причина волнений малых народов.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чиркӳ — кирлӗ япала.

Церковь — вещь необходимая.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эсӗ пӗрмай чиркӳ тӑшманӗсене тупса туслашма тӑрӑшан.

К тому же ты все время ищешь друзей, кои против церкви божией настроены.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чиркӳ тӑрринчи чанасем ыйхӑ тӗлӗшпе чӑнкӑл-чанкӑл калаҫса илчӗҫ.

На церковной макушке сонно переговариваются беспокойные галки.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Уявсенче вара чиркӳ лартас тенӗ вырӑна тухса ташлама юрататчӗ тет.

Говорили, очень любил плясать на том месте, где церковь собирались строить…

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чиркӳ никӗсне хывма турттарса пынӑ чула вӑл пӗр каҫра ҫырмана персе пӗтернӗ.

Когда в селе надумали строить церковь и навезли огромных камней для фундамента, он их за ночь все побросал в реку.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем чиркӳ тулашӗнчи пӗрӗнӗ пуҫӗ ҫине лӑрчӗҫ.

Они присели с наружной стороны ограды.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чиркӳ умӗнче тупнӑ юратнӑ теттине — хурт пуҫҫине хурӗччӗ Ульти, — ашшӗ курӗ ӑна.

Ульди не поскупилась бы отдать свою любимую игрушку — ужонку, которую она нашла как-то возле церкви, но ее видел отец.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Православие малтан йышӑннӑ тенисенчен икӗ ҫын чиркӳ таврашӗнче ӑшӑ вырӑн тупма ӗмӗтленсе Золотницкий тавра йӑпӑлтатса ҫаврӑнаҫҫӗ.

Два человека из тех, что приняли православие раньше других, обхаживали Золотницкого, желая найти теплое место в окрестностях церкви.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кам та пулин ӑна: «Санран пур пӗрех йӗркеллӗ священник пулас ҫук — ытла нишлӗ эс; ҫитменне — ухсах. Чиркӳ ҫынни кӗрнеклӗ пулмалла. Пӗртен-пӗр ҫул сан — малалла вӗренесси», — тенӗ пулсан Сбоев ҫине тӑрсах, юриех приход илме тӑрӑшӗччӗ.

Если бы, к примеру, кто-то сказал Сбоеву, мол, зря тщишься, все равно из тебя не выйдет путного священника — уж больно ты худосочный да вдобавок хромой, а церковному служителю надобно быть человеком крепким, так что тебе одно остается учиться дальше, он бы непременно постарался всеми правдами и неправдами получить приход

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӑх ҫӳремелли вырӑнсем хулара татах та пур: хупах, чиркӳ.

Есть, конечно, в городе и другие места, куда идут люди, к примеру, церкви, кабаки.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем чиркӳ хыҫӗпе кантур ҫурчӗ еннелле пӑхса тӑраҫҫӗ, унта кам та пулин пырса кӗрессе е тухса каясса кӗтеҫҫӗ.

А они все еще с надеждой смотрят на конторский дом и церковь: авось кто-нибудь войдет туда или выйдет.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чиркӳ тӑрринче ҫывӑрса кайма ӗлкӗреймен чанасем ыйхӑллӑн чанкӑлтатса илеҫҫӗ.

На церкви сонно перебраниваются не успевшие устроиться на ночлег галки.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех