Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗттӗм сăмах пирĕн базăра пур.
тӗттӗм (тĕпĕ: тӗттӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ усал ӗҫ тунине ҫӗрлехи тӗттӗм пытарӗ те, шывран йӗпенмесӗр тухӑп тесе шутларӑн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳртри ҫулӑм тепӗр хут вӑйлана пуҫларӗ, ҫӑра тӗттӗм хыҫҫӑн тулалла тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗм чӑваш хӗрарӑмӗ упӑшки аллинчен ҫӑлӑнса ирӗке тухас кӑмӑл-шухӑшӗпе чиркӗвӗн йӗркисене хирӗҫ тапӑнни ӑна ытла та интереслентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ача ӑна тӗнчен тӗттӗм кӗтессине ҫутатма шӑтса ӳснӗ чечек пек туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ урам урлӑ каҫса тӗттӗм тӑкӑрлӑка кӗрсен тин хӑйсем хӑрушлӑхран хӑтӑлнине туйса чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗм циркри этемсем ниме пӗлми тӗрлетнӗ хушӑра крючниксем тухса кайнине асӑрхаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тавралӑха тӗттӗм хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫавӑнпа сӗм тӗттӗм чӑлана эпир, ача-пӑча, кӗрсе ҫӳремешкӗн шикленеттӗмӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Варринче ҫул ҫеҫ тӗттӗм — уҫланкӑ айккине ҫӗр ҫине ҫӑлтӑр кавирӗ витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Штабра пач тӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ тӗттӗм ҫенӗкре темччен ыталанса тӑчӗҫ, пӗр-пӗрне чун ӑшшине парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тавралӑх паҫӑрхи пекех тӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тӗттӗм ҫӗрле ун пек чух уйра пуласси никамшӑн та ырлӑх мар.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тавралӑха тӗп сакайӗнчи пек тӗттӗм карса илнӗ, куҫран йӗппе чиксен те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

… Тулта кӑмака хӑрӑмӗ пек тӗттӗм каҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Мукин Вӗҫелиса кӑштах ачашлакаласа тӑнӑ хыҫҫӑн тӗттӗм коридора илсе тухрӗ те стена ҫумне тӗршӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Куҫӗ умӗнче — тӗттӗм хӗрлӗ, хура симӗс, кӗмӗл тӑрӑллӑ ҫӗр-ҫӗр ҫурт, вӗсенчен ҫӳллӗрех — шурӑ-хура ула трубасем, ҫуртсем хушшинчи симӗс «утравсем», вӑрӑм та сарлака урамсем.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тӗрӗсси, йывӑр пулсан та, — таса, ҫутӑ, илемлӗ; ултавли, ҫӑмӑл пулсан та — вараланчӑк, тӗттӗм, усал.

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗттӗм пуласпа ҫынсем, ывӑнса, лӑштӑрах халтан кайнӑскерсем, автобус патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Куҫне-пуҫне чарса пӑрахнӑскер, вӑл унталла-кунталла пӑхрӗ те ҫунакан кивӗ пӳрт еннелле ыткӑнчӗ, ҫӑраҫҫине хирсе вӑркӑнтарчӗ те тӗттӗм алӑк анинче ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пек ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех