Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗслӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗслӗ (тĕпĕ: тӗслӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав чӗнтӗр айӗнчен ҫӳлелле, икӗ еннелле, ҫутӑ сарӑ тӗслӗ ансӑр хӑмасем хӗвел пайӑркисем пек хӑпараҫҫӗ те ҫивитти хӗррине тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫеҫкесен, пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ункӑсемпе тӳр кӗтессен ҫурма кӑшӑлӗ айӗнче ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кравачӗ тутӑхса ҫӗр тӗслӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ шыв транспортне Чӑваш Ен ҫыннисем инҫетренех палласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Валдай» карапсен тапхӑрӗ пуҫланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=dmCcClbXVlQ

Паллах, кашни бибилотека тӗрлӗ тӗслӗ пулмалла, вӗсем интереслӗрех ӗҫлемелле, пӗри тепринчен лайӑхрах ӗҫлемелле».

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗн ҫӗнӗ кӗнекипе паллашрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=1_Rw32EsKd4

Вӑл кӑшт ӳснӗ те ҫӑмӗ хӑйӑр тӗслӗ пулса тӑнӑ.

Он уже чуть подрос и стал песочно-рыжим.

Торт // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/636

Ӳсентӑрана хӳтӗлемелли 100 ытла тӗслӗ хими препарачӗ кӑларакан предприятишӗн ку чӑннипех ырӑ паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Мӗнпур хаклӑ пурлӑха, вӑл шутрах тӗслӗ металлсене, тырпула тата горючине, вӗсене турттарса тухма май пулмасан, пӗр сӑмахсӑрах пӗтерсе тӑкмалла.

Все ценное имущество, в том числе цветные металлы, хлеб и горючее, которое не может быть вывезено, должно безусловно уничтожаться.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Питӗнчи вир пӗрчи тӗслӗ чӗкеҫ шатри яр уҫҫӑн палӑрать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫуллахи вӑхӑтра чечекӗ сӗре хитре ҫав курӑкӑн: роза пек чӑмӑркка, хӗрлӗ кӑвак тӗслӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Туллирех тӑрӑхла пит ҫӑмартийӗ яп-яка, пӗркеленчӗк таврашӗ ҫук, ҫӑка хуппи тӗслӗ хӑмӑр хулӑн пуҫӗнче те кӑвак пӗрчӗсем курӑнсах каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Оранжевый тӗслӗ, шурӑ ҫаврашкасемпе.

Оранжевый, с белыми кругами.

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

Ҫӗнӗ хура тӗслӗ рюкзакне пӗр хулпуҫҫи ҫине ҫеҫ ҫаккаланӑ, мӗншӗн тесен пӗчӗккӗ мар ӗнтӗ вӑл.

Мальчик небрежно повесил новый черный рюкзак только на одно плечо, потому что уже не маленький.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Кунта брама, тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмарта тӑвакан чӑхсем.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт аталанма майсем уҫса парать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60766

«Ачасем, ман панамка ҫухалчӗ. Хӗрлӗ тӗслӗ, шурӑ полоскӑллӑ. Пулӑшӑр тупма».

«Ребята, у меня панамка пропала. Красная, с белыми полосками. Помогите найти».

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Сухалне вӑл паян ҫеҫ хырнӑ, хырнӑ вырӑн, ытти ҫӗртипе танлаштарсан, шурӑрах тӗслӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Темиҫе ҫӗр тӗслӗ шухӑш килет пуҫа: тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ пуласшӑн, ҫынсене телей кӳресшӗн, виличчен епле те пулин нумайрах пархатарлӑ ӗҫ туса хӑварасшӑн, пӗр сӑмахпа каласан, — илемлӗн пурӑнасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

…Халӗ ӗнтӗ тул та ҫутӑлса ҫитнӗпе пӗрехчӗ, анчах сывлӑшра пурпӗрех кӑнтӑрлахи тӗслӗ ҫутӑ марччӗ-ха — кӑвак ҫутӑччӗ, хулӑн кӗленче витӗр пӑхнӑ евӗрлӗрех.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Варкӑш сывлӑш каллех Ҫеруш кӗлеткине лӑпкать, куҫ умӗнче татах тӗрлӗ тӗслӗ ункӑсем, ҫутӑ пӑнчӑсем сарӑлаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Паллах, тӗкӗр ҫинчи пек уҫҫӑн курӑнмасть ӗнтӗ те — эпӗ пӑхмасӑрах пӗлетӗп: манӑн сӑн-сӑпат халь — ывӑннӑ тӗслӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

— Ав епле! — терӗм эпӗ, унӑн утмӑлтурат тӗслӗ куҫӗсене ытараймасӑр.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех