Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупа сăмах пирĕн базăра пур.
тупа (тĕпĕ: тупа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Узурпаттӑра Алмазов куҫран хӑрамасӑр пӑхса ларнинче: «Ҫук, никама та ҫур сӑмах шарламан», — тесе тупа тунине вулама пулать.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эпӗ мӗнле тупа тунине пӗлетӗн-и эсӗ, Зоя?

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Пӗтӗм бригадипех тупа тӑватпӑр… — уҫҫӑн илтӗнет Маша сасси.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Юратакансем пӗрне-пӗри тупа тунине те, уйрӑлакансем куҫҫуль юхтарнине те курнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

2019 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче вӑл тупа тунӑ.

3 октября 2019 года приведён к присяге.

Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82

Сикким монархине пӗтерсе вӑл Инди шутне кӗнӗ хыҫҫӑн 1979 ҫулта Нар Бахадур Бхандари правительствине, Сикким Джаната Паришада парти ертӳҫине тупа тыттарнӑ.

После упразднения монархии и вхождения Сиккима в состав Индии в 1979 году было приведено к присяге правительство Нара Бахадура Бхандари, лидера партии Сикким Джаната Паришад.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Унӑн тивӗҫӗ, тӗпрен илсен, церемонисем валли кӑна кирлӗ, тӗп функцийӗ вара — Тӗп министра тупа тума пулӑшасси.

Его роль в основном церемониальная, а главная функция — привести к присяге Главного министра.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Лай Циндэпе правительство пайташӗсем президент керменӗнче тупа тунӑ

Лай Циндэ и члены правительства были приведены к присяге в президентском дворце

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Ху ним те пытармастпӑр тесе тупа турӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ӗмӗр тус пулма тупа тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ҫак ялава чуптуса тупа тӑвар, юлташсем, — ура ҫине тӑчӗ Гали.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Салтаксем юлашки юн тумламӗ юлмиччен ҫапӑҫма Тӑван ҫӗршыв умӗнче тупа турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эрхипен пуҫне ҫапса лапчӑтма тупа тунӑскер, тепӗр куннех ялти ик-виҫ ӑҫти-ҫук ҫапкаланчӑк качча ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ те Эрхиппе Улькана вӑйӑра куҫ илмесӗр сӑнама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Атя, кума, Микулай ухатникпе Праскавье светтуй умӗнче тупа тӑвар.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тупа тӑватӑп, хӗрӗм…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ халь ҫеҫ таса хӗресе чуптуса тупа турӑн-иҫ?

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал тупа тунӑшӑн турӑ сиен кӳмӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана е упӑшкипе вырӑс хӗрарӑмне сутма, е суя тупа туса чунне ӗмӗрлӗхе пӗтерме хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫана Михха пачӗ тесе тупа ту та ҫак хӗресе чупту.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак таса уй-хирпе кӑвак тӳпе умӗнче сирӗн ума ҫирӗмшер пуслӑх ҫурта лартма тупа тӑватӑп».

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех