Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйрӗ (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗксӗм лаптак савӑтран лайӑх темиҫе сыпкӑмласан Пэд хӑйне хуранта е ҫунакан кӑмака ҫӑварӗнче ларнӑн туйрӗ.

Сделав несколько хороших глотков из темной плоской посудины, Пэд почувствовал себя сидящим в котле или в паровой топке.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Калюков сулахай хул калакки айӗнчен тем пӗҫертсе илнине, ҫав ӑшӑ пӗтӗм шӑмшака капланса сарӑлнине, шалта ӑшчик шӗвекпе («Юнпа!» — тавҫӑрса илчӗ самантрах) тулнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халь ӗнтӗ вӑл хӑйне, ирӗкре пулин те, ейӳ вӑхӑтӗнче пӗчӗкҫӗ утрав ҫинче пӗччен тӑрса юлнӑ тискер кайӑк пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл халӗ Сӑпани, унӑн юратнӑ, чи ҫывӑх ҫынни куҫ умӗнчех вӑйсӑрланса пынине кӑна туйрӗ, курчӗ, ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка, унӑн хусканӑвӗсене сӑнасах тӑраканскер, хулӑн хӑмаран тунӑ сӗтел хыҫне ыткӑнчӗ, пытанса ӗлкӗреймерӗ, сылтӑм хулпуҫҫине тем пӗҫертсе илнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл сухаллӑ арҫынна унччен курнӑ пек туйрӗ, анчах тимлӗрех пӑхса ӗлкӗреймерӗ, лешӗ, Калюкова хулран ҫавӑтса, тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин пач чӗнмесӗр ларма аван маррине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах Телегин, вӑрманта ҫӳрекелесе курнӑскер, йывӑҫ вуллисем тӑрӑх кӑнтӑрпа ҫурҫӗр енсем ӑҫтине кашни кукӑртах асӑрхаса пыма тӑрӑшнӑскер, хӑйсем пырса ҫитнӗ утар хӑш тӗлерех вырнаҫнине ӑнкарса илнӗн туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна лектернине, лешӗ самантрах ӳкмерӗ пулин те, ҫавӑнтах туйрӗ вӑл, анчах ӑна-кӑна пӑхса тӑмарӗ, мӗншӗн тесен хыҫалта вирхӗнсе пыракан ҫури сасартӑк хӑвӑртлӑха чакарнӑ амӑшӗнчен вӑшлаттарса иртсе кайрӗ те сунарҫӑ ҫине ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Мӗтрине юлташлӑх укҫи ӑҫта упраннине кайса пӗлтерсе, яла пирвай — милиционерсем, каярах — Крапивин килмелле тунӑ хыҫҫӑн, ӑна ун чухне самантлӑха кӑна курчӗ пулин те, Сӑпани тек ӗнтӗ Хӗлимунсӑр пурӑнма пултараймассӑнах туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, хӑй темле ачапчалларах каласа хунине Никифоров ахаль те туйрӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа аванмарланса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун пичӗ-куҫӗ, вӑл ҫеҫ-и — пӗтӗм шӑмшакӗ вӗриленсе кайнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мамӑк утиял айӗнче юнашар выртакан Санюкӑн ачаш ӳт-пӗвне пир кӗпе витӗрех таччӑн туйрӗ, туйрӗ кӑна мар, паҫӑр ҫурӑм ҫума пынӑ чухнехи пекех, куҫпа та курчӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегинӑн вара чунӗ лӑшах кайрӗ, хӗсӗнсе-хытӑнса ларни майӗпен иртсе пынӑран вӑл хӑйне темле пуш-пушӑ, ӑшчиксӗр ҫын пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йысна куҫӗ халӗ те чӑл-чал тукаласа илнинчен вӑл ӑна ҫав-ҫавах шанманнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑшра вӑл Телегина Йӗпреҫре чухнех «хамӑр ҫын» тенӗччӗ, ҫавӑнпа юлташӗ ытлашши сыхӑ пулнӑшӑн хӑйне аван мар туйрӗ, уҫӑ мар лару-тӑрӑва тӑрлама май тупӑннишӗн савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков, сӑмах мӗн ҫинчен пынине ӑнланса илнӗскер, ҫав такамсем хӑйне ҫупкӑ парса намӑслантарнӑ пекех туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл кӑкӑрта сасартӑк ӑшӑ-ӑшӑ, кӑмӑла ырӑ-ырӑ пулнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин чӗри хӗссе-хӗссе килнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа Крапивин халиччен яланах шанатчӗ Константин Дмитриевича, кунче вара вӑл обком секретарӗ хӑйне тем сӑлтавпа пысӑк ӗҫрен пӑрнӑ пек туйрӗ

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех