Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиксе (тĕпĕ: сик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑнӑ Раман унталла-кунталла пӑхрӗ: хыр айӗнче те, айккинче те Анюта ҫук.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Стасик ушах тӗл урлӑ лашапа сиксе каҫасшӑн пулнӑ пулас та — сиксе каҫайман.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Стасик якалса ҫуталнӑ кивӗ йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ те Раманпа Иллене алӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шавласа пынипе сисмен те, кӗҫех ҫул кукринчен сиксе тухнӑ лашана пырса ҫапӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара сасартӑк ҫыртан чалт сиксе анчӗ те тури хӑвалӑх тӑрӑхнелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Шӑнкӑрч чӗпписене-и? — пӑкӑлт сиксе илчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсене тытса хуҫаймӑн, ирӗксӗрех урлӑ сиксе каҫма е айккинелле сирсе яма тивӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара, кӑрт сиксе, Раман хулпуҫҫийӗ ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк икӗ енчен те ун умне пӑшаллӑ ҫынсем сиксе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна хирӗҫ, кӗмсӗртеттерсе те кӑшкӑрашса, икӗ арҫын умлӑн-хыҫлӑн сиксе тухать.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Патак Палюкӗ текен вӑрӑ-хурах пуян ачисенчен, таркӑн салтаксенчен, ӗҫлемесӗр пурӑнма хӑнӑхнӑ ӑҫтиҫуксенчен пухнӑ ушкӑн таврари ялсене чӑтлӑх вӑрмантан сиксе туха-туха тапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арсентьев пӗр хушӑ пуҫне чиксе ларчӗ, унтан ура ҫине сиксе тӑчӗ те Хӗветӗре: — Минретсе ҫитертӗн ӗнтӗ эсӗ мана ҫав Ҫӗпӗр пирки! — терӗ куҫран тӳррӗн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫӑва шӑтӑкӗнчен сиксе тухрӗ пуль ман тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сиксе тӑчӗ те хурҫӑн кӗмӗлле ҫуталса тӑракан тӗсӗпе ҫуталчӗ, пружина пек тӳрленсе тӑчӗ, ӳссе, тӑсӑлса кайрӗ тейӗн, палӑк пек.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Карӑнса илчӗ, ҫӑмха пек пӗтӗрӗнчӗ, унтан хӑвӑрт, пружина пек сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Э-э-э-х! — йынӑшса илчӗ вӑл хуйхӑрнипе, ярӑнса вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ те «шурӑ» камера тӑрӑх ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Апла пулсан Гитлера пӗтерчӗҫ те пире кӑшлама тытӑнчӗҫ, — сиксе тӑчӗ Ермолай туртма пӑрахса.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫтарса тӑван ҫӗре тавӑрмалла ывӑлсен чунӗсене, — сиксе тӑрса хӑйӗн планӗсем ҫинчен карчӑкне каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чернил кӗленчи, шапа пек, сӗтел ҫинче сиксе илчӗ те хутсем ҫине кӑвак шӗвек сирпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эсӗ ӑҫта пӑхнӑ, парторг? — Малюҫ ҫине сиксе ларчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех