Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахнӑ (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем хускалччӑр кӑна, Ваҫли те ним пулман пекех хускалать, тутлӑн карӑнса анаслать, ҫумне пӑрахнӑ пуртине илсе, вӑрман касма утать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Борис района ӗҫлеме куҫсан пӑрахнӑ тетчӗҫ ӑна…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Карта ҫумне юпа пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӑрӑм курпун сӑмси тата ҫӗкленерех тӑракан хул пуҫҫийӗсем пӑвса пӑрахнӑ чӑх ҫине ҫӗнтерӳллӗн хӑпарса тӑнӑ хӑлата аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Мӑйран ҫакнӑ чула илсе пӑрахнӑ пекех туйрӗ вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Умра уйах пӑрахнӑ йӗс кашта йӑлтӑртатма пуҫлать, ҫӑлтӑрсем шывра такам вак укҫа сапса тухнӑ пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Темшӗн виҫӗм ҫул мана тӑван кӗтес тин ҫеҫ туртма пӑрахнӑ ҫыннӑнне чӗлӗм тӗтӗмӗ пуҫ ҫавӑрнӑ пек ҫавӑра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Виҫҫӗшне вӑл чиксе пӑрахнӑ, анчах тӑваттӑмӗшӗ хӑйне хыҫалтан пырса чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Пӗри хӗрлемесе вӗсенчен пытарас тӗллевпе резина перчеткепе миххе чиксе уя кайса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Пӗрре эпӗ пуп килӗ тӗлӗнче лутӑркаса пӑрахнӑ хаҫат тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӑнтарӑн кушака пуҫӗнчен ҫурнӑ, чӑнк! тӑракан хӑлхисене татсах пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Акӑ эпӗ сӗтел айне лучӑркаса пӑрахнӑ хут чӑмӑркки куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ачи пур — ухмахскер, чӑрсӑрскер, — ман ачанне сӑмсине катса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗнер Шӗшлӗпе Иванюк Эресип ҫаранне, Паланкассинчен аллӑ-утмӑл ҫын тара тытса, ҫултарса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пирӗн анана ҫурри ытла сухаласа пӑрахнӑ, нӳрлӗ тӑпра хуралса выртать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аҫа ҫапасшӗ, пуҫ тирне татсах пӑрахнӑ!

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр шӑрпӑкшӑн ҫынна выртаслах хӗнесе пӑрахнӑ, — ӳкӗтленӗ сасӑпа каларӗ Ҫтаппан пичче.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл качака пек сухаллӑ, мӑйракаллӑ, пысӑк ҫӑварне карса пӑрахнӑ, темрен кулать.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аннепе кукамай сӗтел ҫинче пир сӳтсе пӑрахнӑ, хурпа, чикепе виҫсе касаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Алӑк патӗнчи вырӑс ачи, пирӗн мыскараҫӑ, сиксе тӑрса шӑпӑр аврипе хӑлаҫланма пикенет: асри тӑшмана чиксе пӑрахнӑ пекки тӑвать: унтан хӑех тӑшман салтакӗ пулса урайне персе анать, каҫӑхса кайса лӑпланса выртать…

Записной артист, молодой русский, что лежал на нарах возле дверей, вдруг вскочил и, схватив веник наизготовку, словно ружье, стал изображать пораженного штыком француза, то падая навзничь и затихая, то снова поднимаясь…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех