Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмака сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмака (тĕпĕ: кӑмака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи хӑрушши — ир тӑрсан, каллех кӑмака хутмалла.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Кӑмака умӗнчех выртатӑп иккен.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Анчах хам та кӑмака умӗнчех ыйха путнӑ.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Ҫунать, тетӗп, манӑн, кӑмака.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Тем самантра вӗл кӑмака шӑтӑкӗнчен лӑстӑр-ластӑр хут туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Кӗтерне кӑмака умнелле кӗрсе каять, кашӑк-чашӑк сасси илтӗнет.

Катерина уходит к печке, слышен звон посуды.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Пуҫа ҫӗклесе пӑхнӑччӗ — кӑмака ҫинчен ман ҫине виҫҫӗн пӑхса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Выҫӑ виличчен ҫисе вил, — тесе мана тиркӗпе кукӑль тыттарчӗ те кӑмака хыҫне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрре ҫапла эпир кӑмака ҫинче выртатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӗттӗм пулсан, каҫхи апат ҫисен, эпир Апраҫ аппапа кӑмака ҫине хӑпарса выртатпӑр та, вӑл мана халап калама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апраҫ аппа пӗччен, тата унӑн кӑмака хутма вутти ҫук, ҫавӑн-па эпир Апраҫ аппа патне пурӑнма куҫрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апраҫ аппа мана кӑмака ҫине хӑпартса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑмака ҫине хӑвӑрт хӑпартӑм та кӑҫатӑсене урайне вӑркӑтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ирхине эпӗ кӑмака хутса пӳрте ӑшӑтсан ҫеҫ тӑраканччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Илтрӗм! — хаярлӑ-хатарлӑ витӗр тӗсекен чалхӑртнӑ куҫӗсенчен те, кӑмака ани пек ҫӑварӗнчен те хӑррӑн вут-кӑвар пӗрхӗнтерсе, тулхӑрса-ҫатӑртатса кайрӗ Аслӑ Шуйттан.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрремӗш семестрти экзаменсене тытнӑ хыҫҫӑнах вӑл хӑй пурӑнакан общежитирех кочегар ӗҫне вырнаҫрӗ: путвалта, чан пек пысӑк хуранти шыва пӳлӗмсене пӑрӑхсем тӑрӑх ӑшӑ парса тӑмалла вӗрилетсе, вӗретсе, кӑмака хутса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫрен йӗнчесе, выҫӑпа касӑнса таврӑнсан, Ула Тимӗр, пуснӑ кроликӑн тин ҫеҫ сӳнӗ тирӗ пек ланчӑркаланнӑ чуссӑнккине хывса, тӑлине салтса, шывне пӑрса юхтарса кӑларса, япаласене ӑшӑ кӑмака ҫывӑхне типме вырнаҫтарать, анчах пӗр хут та пулин чуссӑнкки типтипех типесси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ кӑмака хутса ҫунтарам, тем сивӗрех пек сан кунта, кайран вара Ираида Васильевнӑна чӗнсе килӗп.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ те ав кӑмака хутса кӑларнӑ, вучахра яшка пӑсланса ларать.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн сӗт пек таса пичӗ, кӑмака умӗнче хӗрелсе кайнӑ пирки, ытармалла мар асамлӑ чечек пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех