Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулса (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи малтанах санӑн сӑн-питӳнте хытӑ тӗлӗнни палӑрчӗ, унтан эсӗ кӑштах хӑвӑнтан ху кулнӑ евӗрлӗ кулса ятӑн та ҫапла каларӑн:

Сначала ты очень удивился, а потом засмеялся над собою и сказал:

VI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Куна илтсен манӑн тусӑм каллех шӑнкӑрав пек уҫӑ саспа кулса ячӗ:

Тут мой друг опять весело рассмеялся:

III // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Пӗчӗк принц савӑк кӑмӑлпа ахӑлтатса кулса ячӗ.

И Маленький принц звонко засмеялся,

III // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗчӗк тусӑм, ман кӑмӑл еккине кӑштах ҫӗклес тесе-ши, ман ҫине ӑшшӑн пӑхса кулса илчӗ:

Мой новый друг мягко, снисходительно улыбнулся.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Завьялов ҫемҫен кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса, хӑйсем кӑна пӗлекен вӑрттӑн япалапа ҫыхӑннӑ пек, никам та курайманнине курма пултарнӑшӑн мӑн кӑмӑллӑн пек, хуллен кӑна кулса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ӑна кӑнтӑрла куратӑн-им! — кулса илчӗ техник.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Нимӗн те мар, ку вӑл цитата ҫеҫ, — хуллен кулса илчӗ Гладышев.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Хаваслансах калаҫма килӗшетӗп! — Звягинцев эрех кӗленчине ҫӗре лартрӗ, кӑмӑллӑн, пурне те килӗшмелле кулса илчӗ те малалла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хуллен кӑна кулса илнӗ, ун ҫине темле тӗлӗнмеллерех пӑхнӑ та: «Мӗнех вара, атьӑр, тӗрӗслесе пӑхӑпӑр», тенӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Звягинцев хӑй путсӗр те ирсӗр пулнине куҫ кӗрет пӗлсе тӑракан ҫын патне пырса ӑна уҫҫӑнах, ыррӑн кулса: «Пулӑшӑр-ха мана, ҫак ӗҫе маншӑн тӑвӑр-ха!» — тесе каламашкӑн пултарать.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Акӑ эсир халь ман умра ларатӑр та эпӗ каллех аяккалла пӑрӑнса кайни пирки, хӑвӑршӑн чи кирлӗ ӗҫ ҫинчен калаҫас вырӑнне сире ирӗксӗр тенӗ пекех хамӑн пурнӑҫ ҫинчен каласа панӑ пирки тарӑхса шухӑшлатӑр… — йӳҫҫӗнтерех кулса илчӗ Гладышев.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Гладышев пӗр хушӑ чӗнмерӗ, унтан йӳҫҫӗнтерех кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халь эпир каллех тинӗс хӗрринче ҫанталӑк юсанасса кӗтсе ларатпӑр… — хавассӑр кулса каласа хучӗ Валя.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак сӑмахсене каланӑ чух Завьялов пӗрмаях хӗрарӑм сӑнӗ ҫине пӑхса сӑнаса ларчӗ, унӑн кӑмӑлӗ халех ҫемҫелессе, вӑл, кулса илсе, хӑй унччен хаяртарах пулнӑшӑн каҫару ыйтасса, кунта пурӑннӑ Миронова Завьялов шыраканнипе нихӑш енчен те ҫыхӑнманни ҫинчен каласса ҫирӗп шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эпӗ Мускавран килнӗ, — хуравлать те Завьялов, хӑй те темле ирӗксӗрех ҫемҫен кулса илет.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку ыйту ытла тӳрӗ тата питӗ ӑнланмалласкер пулнине Завьялов хул пуҫҫисене хускатса кӑшт кулса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, — Осокин йӳҫҫӗнтерех кулса илчӗ, — унӑн политикӑллӑ-мораллӗ лару-тӑруне пӗлме кайнӑ пек пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Ҫапла, — йӳҫҫӗн кулса илнӗ следователь, — енчен те вӑл, путсӗр ҫын, халӑх тӑшманӗ пулман пулсан».

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫук, пӗтӗмпех мар, — кулса илет старик.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех