Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнта (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асанкасси ялӗ ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнта ларать.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Тӑватӑ ҫухрӑм тӑршшӗнче ҫулӑма ҫичӗ вырӑнта тупса палӑртнӑ, вӗсене пӗтерме виҫӗ сехет кирлӗ пулнӑ.

На протяжении четырех километров возгорание было обнаружено в семи местах, и потребовалось три часа для их тушения.

Юсавсӑр пуйӑса пула заповедникри курӑк тивсе илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35517.html

Кунта коммунизм строительствин практикине тӗпчесе вӗренесси тата теори енӗпе пӗтӗмлетесси, социализмӑн экономикӑллӑ, политикӑллӑ тата культурӑллӑ аталанӑвӗн, социализмран коммунизма куҫса пынин тӗп закономерноҫӗсене тӗпчесе вӗренесси, ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас ыйтусене тӗпчесе хатӗрлесси тӗп вырӑнта тӑнине уйрӑмах палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Чӑваш Енре пурӑнакансен кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче спорт тӗп вырӑнта тӑрать тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Кирилл чупнӑ пек туса пӗр вырӑнта тапӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӗҫ вӑхӑтӗнче унӑн вырӑнта пулмалла!

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Хӑйне усрасчӗ ман вырӑнта!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Унсӑр пуҫне шыва кӗме уйӑрнӑ ятарлӑ вырӑнта кӑна чӑмпӑлтатма юрать.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Чӑваш Ен паян цифра аталанӑвӗн рейтингӗнче ҫӗршыври мӗнпур субъектсем хушшинче иккӗмӗш вырӑнта тӑрать.

Чувашия сегодня занимает второе место в рейтинге цифровой зрелости здравоохранения среди всех субъектов страны.

Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/18/gla ... aet-s-dnem

Укавяие вара ҫав вырӑнта кирек хӑҫан та ҫын пур пек туйӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫырӑва вӑл, пӗр вырӑнта сиктерсе хӑварнине шута илмесен, кӑлтӑксӑр майлах вуласа пачӗ, анчах сиктерсе хӑварнӑ йӗркесемшӗн ӑна тепӗртакран ытларах та намӑс турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫынсем — ӗлӗк пулсан — паянхи кун вӑрмана е улӑха каймалла та, пӗр-пӗр вырӑнта чарӑлса, йӗри-тавра хӗрӗх те пӗр силлӗ курӑк татса пухмалла.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Торф ушах вырӑнта

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ал-урана ниҫта хума та, куҫсене пӗр вырӑнта чарса тӑратма та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл япала ҫак вырӑнта ларнӑ чух ҫуралакан туйӑмран тухса тӑмалла…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вара сак вырӑнта ӗлӗк питӗ чуна хумхантаракан пӗр-пӗр япала — пӗр-пӗр паттӑрла ӗҫ-и е пысӑк юрату-и — пулнӑ пек, анчах ӑна халӗ никам та астуман пек, ҫав ӗҫ чӑнахах пулнине ҫакӑнта ларнӑҫем ӑшра хускалса илекен туйӑм ҫеҫ систерсе тӑрать пек…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫак вырӑнта ларсан, Санькӑпа мӗн ачаранпах темӗнле хурлӑ аваллӑхӑн астаракан мерченлӗхӗ чуна пырса сӗртӗнет…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑрӑм пӳрнеллӗ шурӑ алӑ гриф тӑрӑх балерина евӗр чупса каять те, пӗр вырӑнта вӗҫсе тӑракан тӑри пек, хӗлӗхсем ҫинче чӗтренет, унтан тепӗр тӗле сиксе ӳкет…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗвеллӗ тӳпере тӑрисем, — хӑйсен таҫта-таҫта ҫити чӗтренсе саланакан вӗҫӗмсӗр юррине юрласа, — ҫунаттисене хытӑ ҫаврӑнакан япала пек курӑни-курӑнми вӗлтӗртеттерсе, пӗр вырӑнта тӑрлатса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славик пуҫне сулласа илчӗ те чунӗ-кӑмӑлӗпе паянчченхи тапхӑра таврӑнма, хӑйне ҫак вырӑнта ӗнерхи-виҫӗмкунхи пекех туйма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех