Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗ (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак арӑмӗ кутамккине салтма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пӗлместӗн-и, ҫӗр выртма кам ярӗ-ши мана? — салтак арӑмӗ хӑйне кашкӑрсем тапӑнни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак арӑмӗ, палӑрмаллах ывӑнчӗ пулин те, уттине васкатрӗ, ҫав кашкӑрсемпе каллех ҫапӑҫас килмерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуҫа арӑмӗ сӗтел ҫине вӗри сӑмавар йӑтса кӗрсе лартрӗ, чей чашкисем хучӗ, апат-ҫимӗҫ янтӑларӗ те чеен кулса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нюра, Василий Кузнецовӑн арӑмӗ, хапхана уҫса Ванюша хӗрсемпе курсанах йӑлт ӑнланса илчӗ, пӗр сӑмахсӑрах.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак арӑмӗ вӗсене хирӗҫ сиксе илчӗ — ушкӑн тӑп чарӑнчӗ, анчах каялла чакмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ну-ка, путсӗр кабаргассем! — пӗтӗм ҫиллипе кутамккине сулса ячӗ салтак арӑмӗ, ҫывӑхри кашкӑра ҫаклатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тул ҫутӑласпа салтак арӑмӗ ун-кун пӑхкаласа, шӑппӑн, ывӑлӗсене вӑратас мар тесе, килӗнчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мантӑмӑр! — ҫара аллисемпе хӑйӗн ҫӳҫ-пуҫне тӑрмаларӗ салтак арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтакпа ун арӑмӗ ҫине вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пек савӑнӑҫлӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр енчен Ванюша амӑшӗ, тепӗр енчен арӑмӗ ыталарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чуста хурам, — тинех сӑмах хушрӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малюҫ ҫак кӗсйинче хӗрлӗ кӗнеке чиксе ҫӳрекен хула ҫынни тимӗрҫӗ арӑмӗ Ваҫиле ҫине куҫ хывнине пӗлет-ха.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫапла, паккӑҫ, кӑкшӑма ватрӗ, — терӗ те арӑмӗ хурланса йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш, ачасем валли кӑҫатӑ ҫӗлесе лараканскер, ӗҫне пӑрахсах вырӑн ҫине тӳнсе кайнӑ арӑмӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн арӑмӗ ак-ак ҫуратмалла.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйне тата мари вӑрманӗнчи Суслонгер ҫар лагерӗнче хатӗрленӳ урлӑ иртнӗ ытти рекрутсене темрен хытӑ шухӑшлаттаракан ыйтӑва арӑмӗ ҫапла тӳррӗн пани Ванюша ним калама аптраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн, Ванюш, вӑрҫӑ пуҫланма пултарать-и мӗн? — сасартӑк канӑҫсӑррӑн ыйтрӗ арӑмӗ, упӑшкин ҫар вӗрентӗвне кайиччен шакла хыртарса янӑ пуҫне сӑтӑркаланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Инҫех те мар, халӑх хушшине хӗсӗнеймесӗр, аллисене тӑсса ним чухлӗ те ватӑлман Хӗртепи арӑмӗ ун патне талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Тин ҫеҫ пӗрлешнӗ арӑмӗ ывӑл ҫурални ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех