Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уҫнӑ (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Совет Союзӗн Геройӗ А.П. Петров ячӗллӗ Аччари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул директорӗ Эльвира Кротова асӑннӑ ҫулталӑка уҫнӑ май ҫапла пӗлтернӗ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну каҫӗнче Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ // Алена Пчелкина. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d0%b0%d1% ... b0%d0%bba/

Тунтикун Ачча салинче Совет Союзӗн Геройӗ Антон Петрович Петров ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа асӑну каҫӗ иртнӗ, ҫавӑн пекех Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне те уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну каҫӗнче Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ // Алена Пчелкина. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d0%b0%d1% ... b0%d0%bba/

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче стела уҫнӑ ятпа митинг иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Ҫамрӑксем ватӑсене апат-ҫимӗҫ кӗртсе панӑ, картишӗнче сукмак хырса уҫнӑ, ҫурт тӑрринчен юр антарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Эсир те айккинче ан юлӑр // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d1%8d%d1% ... bba%d1%80/

Палӑка 1994 ҫулхи майӑн 8-мӗшӗнче уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов тата район пуҫлӑхӗ Сергей Шерне уява уҫнӑ май Канаш районӗ пур енлӗн аталанса пынине, ҫамрӑксене хамӑр тӑрӑхра ӗҫлесе пурӑнма условисем туса панине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Спорт уявне уҫнӑ май район пуҫлӑхӗ Сергей Шерне тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов пурне те спортпа туслашма, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырса ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма, ӑмӑртура пысӑк ҫитӗнӳсене тивӗҫме суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чупакансем пысӑк хавхаланупа старта тухнӑ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87%d1% ... b0-%d1%82/

Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов, Шелттем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Мардарьева, ӑмӑртусен тӗп партнерӗ — «Пионер» пӗрлӗхӗн генеральнӑй директорӗ Николай Николаев, СССР спорт мастерӗсем, пӗтӗм тӗнчери Универсиада тата Тӗнче кубокӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александра Деверинская, олимп чемпионӗн Елена Николевӑн пӗрремӗш тренерӗ Николай Васильев, 1978 ҫулта Ҫӗнӗ Шелттем шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ СССР спорт мастерӗ Л. Алексеева, Вячеслав Красновӑн тӑванӗсем тата ытти хисеплӗ хӑнасем уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑрт утакансем ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85a%d0 ... d%d1%87ec/

Ӗнер кӑна, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ирхине ҫулӑн ҫур пайне кӑна уҫнӑ.

Накануне, 21 сентября, утром была открыта только половина дороги.

ГЭС патӗнчи кӗпер ҫинчи ҫула юсаса пӗтернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32965.html

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов тата район пуҫлӑхӗ Сергей Шерне уява уҫнӑ май Канаш районӗ пур енлӗн аталанса пынине, ҫамрӑксене хамӑр тӑрӑхра ӗҫлесе пурӑнма условисем туса панине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Амбулаторине уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов тата ыттисем ҫитнӗ.

На открытие амбулатории прибыли Глава Чувашской Республики Олег Николаев, министр здравоохранения республики Владимир Степанов и другие.

Сӑкӑтра ҫӗнӗ тухтӑр амбулаторине уҫнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32817.html

Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра паян ҫӗнӗ тухтӑр амбулаторине уҫнӑ.

Сегодня в Сугутах Батыревского района открыта новая врачебная амбулатория.

Сӑкӑтра ҫӗнӗ тухтӑр амбулаторине уҫнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32817.html

Ӑна 1854 ҫулта уҫнӑ.

Ее открыли в 1854 году.

Элӗкри шкулта математика вӗрентекенӗ ҫук // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32753.html

Ҫапла вӑл нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кӑна алӑкне уҫнӑ.

Таким образом он лишь недавно, 23 августа, открыл свои двери.

Пантьӑкри ФАП тинех уҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32728.html

Ӑна 2012 ҫулта уҫнӑ.

Она была открыта в 2012 году.

Автобус ҫаврӑнса ӳкнӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32678.html

Тамбур ҫӑрин уҫҫине тупса алӑка уҫнӑ хыҫҫӑн вӑл полицие кайнӑ, хӑй тӗрӗс мар хӑтланнине кӑштах йышӑннӑ.

После того, как он нашел ключ от замка тамбура и открыл дверь, он отправился в полицию и согласился, что он был немного не прав.

Полици уйрӑмне сирпӗтессипе хӑратнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32475.html

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Шупашкарта Маргелов генерал палӑкне уҫнӑ.

В конце прошлой недели в Чебоксарах был открыт памятник генералу Маргелову.

Маргелов генерал палӑкне уҫнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32451.html

— Колумб «Ҫӗнӗ тӗнче» уҫнӑ пек, Лобачевский, икӗ пин ҫул хушши улшӑнман Евклид аксиомӗсенчен пӑрӑнса, геометри наукине ҫӗнӗ ҫул кӑтартса пачӗ: вӑл вӑхӑтпа пространство ҫине ҫӗнӗлле пӑхни атомпа космос ӗмӗрӗ патне илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ресторан хуҫи — Порфирий Ястребов — ресторана уҫнӑ каҫ пысӑк инкек-синкекрен хӑтӑлса юласси Эльгеев «хута кӗмесӗр» пулман пулӗ тесе, санврач ячӗпе йӗркелекен апатлану сӗтелне пысӑк залра хатӗрлеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пире хирӗҫ юханшыв леш енче, Астраханцев арманӗ пулнӑ вырӑнта, ресторан уҫнӑ пӗр чӑваш, — пуҫларӗ Мучи сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех