Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хам айванла хӑтланнине пӗлетӑркачах, Розӑн пуҫне сулахай ал туни ҫине хутӑм та юхакан куҫҫулӗпе тӑварланнӑ тутине виҫӗ хут чуптурӑм.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Атӑлпа хӑпарнӑ чух сулахай енче ларать.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сулахай аллипе Ҫтаппана кӑкӑрӗнчен ярса тытрӗ те сылтӑммипе сухалӗ патнелле кармашрӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юлашки ҫуртине лартма алтарӗн тепӗр енне каҫнӑ вӑхӑтра, сулахай енчи пӗчӗк алӑкран пуп кадилине сулласа тухрӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл, алӑка ерипен хупса, сулахай еннелле хӗсӗнсе тӑчӗ, ыттисемпе пӗрле ним шухӑшсӑр сӑхсӑха пуҫларӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӑвалла пӑхсан, тӳрех, урамӑн сулахай енче, шап-шурӑ чиркӗвӗн хӗвел ҫутинче ылтӑн тӗспе курӑнакан хӗрессем курӑнса кайрӗҫ.
Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сулахай енӗпе йӑлтах уйрӑм ҫынсен пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫурчӗсем.
Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ял хӗрринчи пахча патне ҫитсен, Сахар шӑллӗне сулахай аллинчен ярса тытрӗ те: — Тӑхта-ха, Петӗр, ҫакӑнта кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илер, — терӗ.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар, Петӗрӗн сулахай енне куҫса, ун хӳттипе утрӗ.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Озеров шӑнкӑрч вӗллине ҫӗтӗк-ҫатӑкпа тирпейлӗн чӗркесе ҫыхрӗ те ӑна сулахай хул хушшине хӗстерчӗ, сылтӑм аллипе питне сивӗ юртан хӳтӗлесе, пахча вӗҫнелле утса кайрӗ, каялла пӑхкаласа илсе, васкасах шӑллӗ ҫурчӗ еннелле ҫул тытрӗ.
Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мӗлке пралука сулахай аллипе сӳтме тытӑнчӗ.
Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл, сулахай аллипе вулӑран ҫатӑрласа тытса, сылтӑммипе хыпалансах ун тавра яваласа ҫыхнӑ пралука сӳтме пуҫларӗ.
Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Кӗрӗр!» тенине илтсен, иӳлӗме кӗчӗ, ҫӗлӗкне хывса, сулахай хул хушшине хӗстерчӗ, тӗпеле иртсе, Казаковпа ыттисене алӑ тытса сывлӑх сунчӗ.
Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Юнашар ӳсекен икӗ йывӑҫа авса, чӗрӗ ҫыннӑн сулахай аллипе урине пӗр йывӑҫ, сылтӑм урипе аллине тепӗр йывӑҫ ҫумне ҫыхнӑ, кайран ҫав авнӑ йывӑҫсене вӗҫертсе янӑ та, ҫын кӗлетки сывлӑшра икӗ пая уйрӑлса кайнӑ.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хунар ҫутине умӗнчи тӑпра ҫине ӳкерчӗ — унтан тинех Сахара чунӗ кӗнӗ пек пулчӗ, хунарне сулахай аллипе тытса, сылтӑммипе тӑпрана сиркелеме пуҫларӗ вӑл.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Зоя Сергеевнӑна сулахай аллинчен ачашшӑн тытса, крыльца ҫинчен анма пулӑшрӗ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫӗлӗкӗсене хывса сулахай хул хушшине хӗстернӗ шурӑ ҫӳҫлӗ, кӑвакрах сухаллӑ стариксем, пуҫӗсене хура тутӑр ҫыхнӑ карчӑксем — кунта пухӑнса тулнӑ пӗтӗм халӑх пуп кӗлӗ пуҫласса кӗтеҫҫӗ.
Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хальхинче Сергей йӗкӗте сулахай хӑлха чиккинчен тыттарса ячӗ.
Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл ҫурлине ана ҫине пӑрахрӗ те сылтӑм ывӑҫӗпе сулахай аллинчи кача пӳрнине ҫатӑртаттарса тытрӗ.
Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кил хуҫи карттусне тӑхӑнчӗ, пӗшкӗнсе ҫур ывӑҫа яхӑн хӑмӑл касса илчӗ, ӑна сулахай хулӗ хушшине хӗстерсе, пучахран пӗр шит ытларах аяларахра авса пӗтӗрчӗ, вара, хӑмӑла ҫурмалла уйӑрса, кӗлте ҫыххи турӗ те ӑна каҫалӑк пуҫне ҫӗр ҫине хучӗ.
Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.