Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таврара пур ҫӗрте те кӗрхи сӑн сисӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗттӗм урампа такӑнкаласа хӑйсен хапхи умне ҫитрӗ те — унта, кӗрхи сивве пӑхмасӑр, хӗрпе каччӑ тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Илсе пӑхӑр-ха кӑҫалхи ӗҫсене: кӗлтесене хиртен ик эрне ытла турттартӑмӑр, ҫӗртме сухине ҫуррине те тӑваймарӑмӑр, ҫӗрулмине кӗрхи ҫумӑр витӗр кӑлартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урамра ҫӗрӗн-кунӗн йӑмрасем кашлаҫҫӗ; кӗрхи ҫил вӗсен юлашки ҫулҫисене тӑпӑлтара-тӑпӑлтара илсе каять, виҫӗ ял хушшинчи кӳлле ӑҫти-ҫукпа тултарасшӑн пулнӑ пек, шыв ҫине ывӑҫӗ-ывӑҫӗпе ҫулҫӑ сапать.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

5946 гектар кӗрхи ҫӗртме тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир айккинче тӑрса юлмастпӑр! // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Ҫавна май кӗрхи призыв пуҫлансанах ҫар комиссариатне килекен яшсен ҫар чаҫӗсене суйласа илме ирӗк пур.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/

Ҫак кӑтарту иртнӗ ҫулхи кӗрхи призывран сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/

Кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче республикӑра пине яхӑн яш салтак атти тӑхӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/

Ҫавӑнпа шикленӗве сирсе ҫапла палӑртатӑп: кӗрхи призыв Украинӑра иртекен ҫар операцийӗпе пӗрре те ҫыхӑнман.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн кӑҫалхи кӗрхи призыв чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/

Уй-хир тӑрӑх курса ҫӳренӗ май 100 гектар ҫинче кӗрхи тулӑ ешерсе ларать, ҫурхи тулӑ 180 гектар, урпа 240 гектар йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Кӗрхи сар ҫулҫӑсем те куҫҫульленсех санӑн вил тӑпри ҫинелле пырса ӳкӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Тӗксӗм кӗрхи кун пӗрре хӗвел пӑхса илнӗ пек пултӑр.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ыраш пуҫ кӑларма пӑхать, ҫинҫене пуҫласан та юрать пуль, Тукай ӗмпӳ, — терӗ Пикпав старик хытса кайнӑ пӳрнисемпе кӗрхи калча тунисене хыпашласа.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗрхи апат-ҫимӗҫ пасарӗ юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Торговля осенней сельхозпродукцией будет работать до 1 октября.

Елчӗкре «Кӗр парни — 2022» ярмӑркка ӗҫлеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32872.html

Кӗрхи тунсӑх пусӗ.

Осенняя хандра может накрыть вас.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсенче кӗрхи кунсемпе киленме ҫутҫанталӑк лапамне кайӑр.

В выходные отправляйтесь на природу насладиться осенними деньками.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫуллахи шӑрӑх кунсем иртрӗҫ ӗнтӗ, Атӑл ҫийӗн кӗсменпе ишекен ратниксен кӑкӑрӗсене уҫӑлтарса кӗрхи ҫил вӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлан утпа килекенсем кӗрхи ҫумӑр ан виттӗр тесе темле епанча пӗркеннӗ пулин те тыткӑна лекнӗ ҫынсем вӗсене ҫийӗнчех палласа илчӗҫ, — кусем Лупин-Горбатый воеводӑпа унӑн стремяннойӗ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗрхи ҫутҫанталӑк сивӗтме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех