Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кайӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Кайӑк (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулахайран юманпӑран кайӑк пӗрре ҫирӗппӗн шӑтӑ-ӑр! шатӑ-ӑр! тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗр пӗчӗк кайӑк тилӗр-р тесе вӗҫсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

…Вӑлта хулккине шурӑ кӑпӑк карталаса илет, ҫыран леш енне ларса лиҫ кайӑк юрлать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл кӗскен ҫеҫ кулса илнине сӳтсе-тӑсса нотӑсемпе ҫырса хурас пулсан, хӑех пӗр юрӑ — таҫта кайӑк тӗнчине вӗҫтерсе каякан хурлӑрах юрӑ кӗвви пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унта кайӑк йӑви иккен.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Фортепьяно умӗнче ларакан арҫын ачан чӗринче, кайӑк вӗҫсе иртнӗ пек, ҫӗнӗ туйӑм вӗлтлетсе илчӗ те, ача тӑрӑшсах ҫавна музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӗчӗк «кайӑк» вара хӗр пӗрчи.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Курчӗ те вӑл пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑмсене, илтрӗ те вӗсен шӑнкӑрав пек сассисене — пушшех ҫуталса-илемленсе кайрӗ тӑват енлӗ ҫутҫанталӑк, пушшех хавассӑнрах та уҫҫӑнрах янрама тытӑнчӗҫ кайӑк юррисем.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ӗҫленӗ май кайӑк юррисене тӑнлатчӗ, хушӑран, тавралӑх илемне ытараймасӑр, унталла-кунталла пӑхкаласа илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Пур енче те тырӑ хумханать, тырӑ шӑрши, тӑпра шӑрши, курӑк шӑрши юна чаплӑ эрех пек вылятать, тӑри тӑрлатать, ытти кайӑк юрлать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Акӑ пӗчӗкки ҫуралӗ те, ҫӗн кайӑк килӗ те — Праски инкерен телейлӗрех ҫын та пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кашни ҫыннӑн ҫутҫанталӑк пехилленине йӑлтах илсе, мӗн тивӗҫлине ҫутҫанталӑка парас килет, хӑйӗн шалти тӗнчине аслӑ, ирӗк, илемлӗ тӑвас килет, — яланах хӗвел ҫутаттӑр ҫав тӗнчере, чечек ӳстӗр, кайӑк юрлатӑр, ӑшӑ ҫил варкӑштӑр, шӑнкӑр шыв юхтӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вара… вара ҫав лӑпкӑ каҫ, ҫуллахи лӑпкӑ, тутлӑ сывлӑшлӑ ӑшӑ каҫ, кайӑк сассиллӗ, тухӑҫалла шуса пыракан шуҫӑм ҫутиллӗ каҫ ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кайӑк юрри ҫеҫ те мар, тӗксӗм кӑвак тӳпери ҫӑлтӑрсем, сӳнсе ҫитмесӗрех тепӗр хут ялкӑшса хыпма тухӑҫалла шӑвакан шуҫӑм — пурте ҫав каҫа аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кайӑк юрри тахҫанхи каҫа аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Юрласса паҫӑрах юрлатчӗ пуль-ха вӑл, юрламасӑр самант та ирттермест пуль-ха, халь ӗнтӗ ял йӑлтах шӑпланса ҫитрӗ те, кайӑк юрри ҫеҫ илтӗнекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫырма хӗрринчи хӑвалӑхра пӗр кайӑк юрӑ пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш пӳрте кӗчӗ те, читлӗхри тискер кайӑк пек, унталла-кунталла пӗр тӗлсӗр утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Калаҫма юратакан Кӗҫтук ҫавӑн чух Тимуш пуҫне сутмалли юмахсемпе ҫавӑрса пынӑччӗ, шӑнкӑрч пек, тӑри пек, шӑпчӑк пек, темле кайӑк пек те юрласа тӗлӗнтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Вӗлтрен кайӑк эпӗ, юмӑҫ ачи, ыйткалакан ывӑлӗ — акӑ кам.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех