Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

В (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Муниципаллӑ округ депутачӗ, «Молодая гвардия Единой России» организацин вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи В.Н.Кокарев гуманитари пулӑшӑвӗпе инҫе ҫула мӗнле кайса килни пирки каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв умӗнхи канашлу иртрӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Александр Павлович ПОРТНОВ, А.В.Игнатьев ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен «Улӑп» спорт шкулӗн тренер-преподавателӗ;

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ят-сума тивӗҫнӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%82a%d1% ... ec%d0%bde/

Арӑмне пытарнӑ хыҫҫӑн икӗ кунтан (число, вӑхӑт) Ермилов П. В. хӑйне хӑй вӗлерме шутланӑ, кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ (медицина кӑтартӑвӗ).

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ермилова Зинаида Григорьевна, Ермилов П. В. арӑмӗ, кӗтмен ҫӗртен чирлесе ӳксе вилнӗ (медицина кӑтартни).

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Сывӑ пул. В

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

1964 ҫулта кӑркӑс писателӗн Чингиз Айтматовӑн «Джамиля», «Тополек мой в красной косынке», «Верблюжий глаз» тата «Первый учитель» повеҫӗсем чӑвашла уйрӑм кӗнекепе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

А. Афанасьевӑн «Пирӗн интернат», Е. Афанасьевӑн «Кентти ӳсет», Н. Васильевӑн «Тупмалли юмахсем» (сӑвӑласа ҫырнӑ), А. Галкинӑн «Ҫунатлӑ Улӑп» (сӑвӑласа ҫырнӑ юмах), В. Давыдов-Анатрин «Ҫурхи кунсем», Н. Теветкелӗн «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», В. Чаплинӑн «Зеленый патруль» (вырӑсла) т. ыт. те ачасен пӗлӗвне ӳстерме пулӑшӗҫ, Тӑван ҫӗршывӑмӑра, Коммунистсен аслӑ партине юратма вӗрентӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ачасем 1964 ҫулта тата ҫакӑн пек кӗнекесем вулама пултараҫҫӗ: В. Элпин «Тӑрӑр вӑйӑ картине», В. Орловӑн «Икӗ ҫӑл куҫӗ», Н. Мишутинӑн «Как солнышко будили» (вырӑсла), Н. Яснопольскин «Икӗ тӗплӗ витре», Н. Ивановӑн «Пирӗн карап» т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

А. Ермиловӑн, А, Андреевӑн, А. Дмитриевӑн, В. Дмитриевӑн тата ыттисен сӑввисем «Ялав» журналпа «Тӑван Атӑл» альманахра тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӗсем хушшинче: С. Шавлин «Сиплӗ ҫумӑр», В. Урташӑн «Пӗчӗк Роза», Г. Ефимовӑн «Асамат кӗперӗ», Г. Айхин «Утӑм», В. Грибановӑн «Живет мечта» (вырӑсла), А. Лукинӑн «Эс пулсан…», Ю. Петровӑн «Ҫулҫӑ ҫумӑрӗ» т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ухлин «Ҫӗнӗ калавсем», А. Емельяновӑн «Кӑвайт ҫути» ятлӑ калавсен пуххи, В. Игнатьевӑн «Калавсем» кӗнеки т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Халӗ В. Краснов-Асли издательствӑна иккӗмӗш кӗнекин ал ҫырӑвне кӳрсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

В. Краснов-Аслин «Тӑвалла» романӗн 1-мӗш кӗнекине вуламан ҫын республикӑра ҫук та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ку вӑл В. Алендейӗн пӗрремӗш романӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, вырӑс чӗлхинчи «войти в положение», «держать пари» йышши сӑмах майлашӑвӗсем француз чӗлхин витӗмне пула ҫирӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

«Памяти художника» статйинче, К. Ф. Рылеевӑн «Думы» кӗнекипе «Русская потаенная литература XIX столетия» сборник умсӑмахӗсенче вӑл хӑй вӑхӑтӗнчи литература пурнӑҫӗн чылай кирлӗ ыйтӑвӗсене хускатнӑ, реакцилле «таса искусство» теорине питленӗ, В. Г. Белинский шухӑшӗсене хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

40-мӗш ҫулсенчех Н. П. Огарев, А. И. Герценпа тата В. Г. Белинскипе пӗрле, славянофилсен реакцилле «теорине» хирӗҫ тӑнӑ, «западниксен» либерализмне питленӗ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

1964 ҫулта акӑлчансен аслӑ драматургӗ В. Шекспир суралнӑранпа 400 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анчах та кунта пире кӳрентерекен факта та манса хӑварма юрамасть: пирӗн хӑш-пӗр хисеплӗ литераторсем, А. Эсхель, Л. Агаков, В. Алагер, К. Пайраш тата ыттисем те, ҫак енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗскерсем, драматургие пачах пӑрахса проза енне куҫса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Халӗ пирӗн ӗҫе активлӑн хутшӑнакан чӑваш драматургӗсен йышӗ пысӑк: П. Осипов, И. Максимов-Кошкинский, Н. Айзман, Г. Харлампьев, Н. Терентьев, М. Ухсай, А. Афанасьев, Л. Родионов, А. Кӑлган, В. Ржанов тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех